Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
кӗҫӗн (тĕпĕ: кӗҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Кӗҫӗн Таяпари культура ӗҫченӗсем час-часах тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

32 муниципалитет йӗркеленӗвӗнче /Патӑрьел районӗнчи Патӑрьел, Куславкка районӗнчи Энтри Пасар, Кунер, Тӗрлемес, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски, Хуракасси, Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч, Пӑрачкав районӗнчи Пӑрачкав, Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫ ял, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав, Чурачӑк, Шупашкар районӗнчи Атайкасси, Вӑрман Ҫӗктер, Ишлей, Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь, Хӗрлӗ Октябрь, Макарин, Вырӑс Улхашӗ, Тӑванкасси, Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш, Мӑн Шемертен, Иваньково, Мучар, Советски, Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа, Елчӗк, Тӑвай районӗнчи Тӑвай ял тӑрӑхӗсенче тата Куславкка районӗнчи Куславкка, Вӑрмар районӗнчи Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрвӑрри хула тӑрӑхӗсенче/ коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗн индексӗ 6,7% пулӗ.

Помоги переводом

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хамӑрӑн йӑх-несӗлӗмӗрсен ырӑ йӑли-йӗркипе Аслӑ Ҫӑварни кунхине мӗн ӗлӗкех ҫывӑх тӑвансемпе тӗл пулса савӑннӑ, капӑрлатнӑ лашасемпе ярӑнса ҫӳренӗ, хӑнасене икерчӗпе сӑйланӑ, Кӗҫӗн Ҫӑварнинче вара пӗр-пӗринчен каҫару ыйтса чунсене пушатнӑ, ҫуркуннене ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илме хатӗрленнӗ.

Помоги переводом

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Район- та ҫурхи ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра Пӑла юхан шывӗ ҫумӗпе вырнаҫнӑ Патӑрь-ел, Кӗҫӗн Арапуҫ, Тутар Тимеш, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Вӑтаел ялӗсенчи хӑш-пӗр урамсене шыв илме пултарать (пурӗ 65 хуҫалӑх, 200 ытла пурӑнакан).

Помоги переводом

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Командӑсенчен пӗрремӗш вырӑнта - Елчӗксем, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче - райадминистраципе Кӗҫӗн Таяпасем.

Помоги переводом

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Аслӑ Елчӗкри библиотекӑра литературӑпа музыка композицийӗ, Хӑвӑлҫырмари библиотекӑра В.Журавлеван алӗҫ выставки, Патреккелте «Ҫуркунне пики», Кӗҫӗн Таяпара «Вӑйлисем, харсӑррисем, ҫивӗччисем» конкурссем куракансен асӗнче ырӑ йӗр хӑварнӑ.

Помоги переводом

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Раиса Андреевнӑн 12 мӑнук тата 16 кӗҫӗн мӑнук.

У Раисы Андреевны 12 внуков и 16 правнуков.

Ӗҫ ветеранне чысланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

2015 ҫулта вӗрентекен дипломне алла илсен Екатерина тӑван яла таврӑннӑ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче технологипе рисовани предмечӗсене вӗрентме тытӑннӑ.

Помоги переводом

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

2011 ҫулта Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелти вӑтам шкула пӗтерсенех вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне ҫул тытнӑ.

Помоги переводом

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӗсенчен пӗри - Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Екатерина Антонова.

Помоги переводом

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Таланцевсен кӗҫӗн ывӑлӗ те Хусанти 3-мӗш гимназире пӗлӳ илнӗ.

Помоги переводом

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Экологи темине халалланӑ мероприятие вулавӑш кӗҫӗн классенче вӗренекенсене пухнӑ.

На мероприятие, посвященное экологической тематике, собрались учащиеся младших классов.

Сивӗ шиклентермесен те выҫлӑх шеллемӗ // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/10851.html

Пӗлтӗр Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Пинер ялӗ патӗнчи Кӗҫӗн Ҫавал юппине /370 м/ тӳрӗрен янӑ.

Помоги переводом

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Люба 1999 ҫулта Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче кун ҫути курнӑ, ҫемьери иккӗмӗш ача вӑл.

Помоги переводом

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Аса илтерни вырӑнлӑ: сӑн ӳкерчӗкре Осип Андреевича палласа илнӗ Галина Еципенко «Тӑван Ене» вӑл ҫак салтак хӑйӗн асалашшӗн кӗҫӗн шӑллӗ пулнине пӗлтернӗччӗ.

Помоги переводом

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кӗҫӗн классене вӗрентекен Екатерина Григорьева каланӑ тӑрӑх, арҫын ача сӑвӑсене илемлӗ вулассипе, юрӑсем шӑрантарассипе шкула ҫӳреме тытӑнсанах палӑрнӑ.

По рассказам учителя начальных классов Екатерины Григорьевны, мальчик с первых дней в школе отличался умением выразительно читать стихи, звонким пением.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кунтах Э. М. Юрьев пирки Кӗҫӗн Шетмӗри педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Ю. Дубров районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетлесе кӑларнӑ статьясене те тупса вулама май пур.

Помоги переводом

Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Кӑҫалхи ҫула пирӗн районта хамӑрӑн мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн — Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ Чӑваш халӑх художникӗн, республика Патшалӑх Гербӗпе Ялавӗн авторӗн Э. М. Юрьевӑн ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗҫ.

Помоги переводом

Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Акӑ вӗсем, ҫӑкалӑхпа чикӗленекен Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ пӗви урлӑ выртакан кӗпере ӗҫ хыҫҫӑн кашни каҫ такӑрлатнӑ телейлӗ мӑшӑр.

Помоги переводом

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Кӗҫӗн алӑк шалтлатрӗ те, тухтӑр чӳречерен пӑхса илчӗ.

Хлопнула калитка, и доктор выглянул в окно.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней