Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сана, Маша, ӗнер сӗрӗм тиврӗ пулӗ? — тенӗ Прасковия Петровна.

«Ты верно, Маша, вчерась угорела», — сказала Прасковья Петровна.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Часах ҫутӑлать ӗнтӗ, — тенӗ ӑна ҫамрӑк мужик.

— Да уж скоро рассвенет, — отвечал молодой мужик.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Тавтапуҫ, ывӑлна часрах кӑлар, — тенӗ Владимир.

— Благодарю, высылай скорее сына.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Кӗр ӑшӑнма, — тенӗ старик.

Взойди погреться.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Мӗнле, санӑн ывӑлу тухать-и? — тенӗ Владимир.

— Что ж твой сын, выходит?

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Чим-ха, эпӗ сан пата ывӑла кӑларам, вӑл сана ӑсатса ярӗ, — тенӗ старик, чӳрече хуппине антарса лартса.

— «Постой, — сказал старик, опуская ставень, — я те сына вышлю; он те проводит».

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Эпӗ ӑна мӗн чухлӗ ыйтнӑ таран тӳлӗттӗм, — тенӗ Владимир.

Я заплачу, сколько ему будет угодно».

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— Мӗн лаши пултӑр пирӗн? — тенӗ мужик.

«Каки у нас лошади», — отвечал мужик.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— «Инҫе мар, вунӑ ҫухрӑм ҫеҫ пулӗ», — тенӗ старик.

«Недалече; верст десяток будет».

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

— «Вара, вара, инҫе-и?» — тенӗ Владимир.

«Да, да! Далеко ли»?

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫуни те минутсеренех тенӗ пек аяккинчен айккине йӑванса пынӑ.

Сани поминутно опрокидывались.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Унтан икӗ ҫыруне те икӗ ҫунакан чӗре кӗлетки ӳкернӗ тата ҫепӗҫ сӑмахсем ҫырнӑ тульски пичет пусса, ҫутӑлас умӗн ҫеҫ вырӑн ҫине выртса тӗлӗрсе кайнӑ; анчах кунта та ӑна ҫӳҫентерекен шухӑшсем канӑҫ паман, вӗсем ӑна минутсерен тенӗ пекех ыйӑхран вӑрата-вӑрата аптӑратнӑ.

Запечатав оба письма тульской печаткою, на которой изображены были два пылающие сердца с приличной надписью, она бросилась на постель перед самым рассветом и задремала; но и тут ужасные мечтания поминутно ее пробуждали.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл вӗсемпе чи чӗрене пырса перӗнекен сӑмахсемпе сывпуллашнӑ, ашшӗ-амӑшӗ ирӗкӗнчен тухнине ытла хытӑ юратнӑ пирки пулчӗ тенӗ; юлашкинчен вӑл: малашнехи пурӑнӑҫра чи телейлӗ самант — вӑл манӑн хаклӑ атте-аннем мана хӑйсене ӳксе пуҫҫапма ирӗк панӑ кун пулӗ тесе шутлӑп, тесе пӗлтернӗ.

Она прощалась с ними в самых трогательных выражениях, извиняла свой проступок неодолимою силою страсти и оканчивала тем, что блаженнейшею минутою жизни почтет она ту, когда позволено будет ей броситься к ногам дражайших ее родителей.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ыран тухса каяс тенӗ чух Мария Гавриловна ҫӗрӗпех ҫывӑрман; вӑл хӑйпе илсе каймалли япаласене хатӗрленӗ, кӗпи-йӗмӗсене чӗркесе ҫыхнӑ; хӑйӗн ҫемҫе чӗреллӗ, хӗрхенчӗклӗ тантӑш хӗр-тусӗ патне пысӑк ҫыру ҫырса хатӗрленӗ, тата ашшӗпе амӑшӗ патне те ҫыру ҫырнӑ.

Накануне решительного дня Марья Гавриловна не спала всю ночь; она укладывалась, увязывала белье и платье, написала длинное письмо к одной чувствительной барышне, ее подруге, другое к своим родителям.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫавӑн пек ҫыру ҫыркаласа тата калаҫкаласа, вӗсем ҫапла шухӑш туртса кӑларнӑ (ӑна кӗтмеллех пулнӑ ӗнтӗ): эпӗр пӗр-пӗринсӗр сывлама пултараймастпӑр пулсан, пирӗн ырлӑха хаяр атте-анне ирӗкӗ чӑрмантарать пулсан, пирӗн ҫав ирӗке пӑхӑнмасан та юрамӗ-ши? — тенӗ.

Переписываясь и разговаривая таким образом, они (что весьма естественно) дошли до следующего рассуждения: если мы друг без друга дышать не можем, а воля жестоких родителей препятствует нашему благополучию, то нельзя ли нам будет обойтись без нее?

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫапла каларӗ те тухма тӑчӗ, анчах алӑк умӗнче чарӑнчӗ те, эпӗ персе шӑтарнӑ картина ҫине ҫа-вӑрӑнса пӑхрӗ, унтан тӗллемесӗр тенӗ пекех ун ҫине персе хӑварса тухса ҫухалчӗ.

Тут он было вышел, но остановился в дверях, оглянулся на простреленную мною картину, выстрелил в нее, почти не целясь, и скрылся.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл ҫын хӑй ятне пӗлтересшӗн пулман, ӗҫ пур анчах тенӗ.

Этот человек не хотел объявить своего имени, но сказавший просто, что ему до меня есть дело.

II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Юлташсем мана юрататчӗҫ, кашни минутра тенӗ пек улшӑнакан полк командирӗсем ман ҫине ӗмӗртен пыран усал ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ.

Товарищи меня обожали, а полковые командиры, поминутно сменяемые, смотрели на меня, как на необходимое зло.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Силвио пуринпе те сывпуллашрӗ, анчах эпӗ тухас тенӗ минутра мана алӑран тытса чарчӗ.

При разборе фуражек Сильвио, со всеми прощаясь, взял меня за руку и остановил в ту самую минуту, как собирался я выйти.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Эпӗ Силвио патне каланӑ вӑхӑтра пытӑм, унта пӗтӗм полк тенӗ пекех пухӑннӑ.

Я пришел к Сильвио в назначенное время и нашел у него почти весь полк.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней