Поиск
Шырав ĕçĕ:
Дубровский ҫинчен хӑшпӗр чух аса илӗр.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл хӑшпӗр вӑхӑтра хӑйӗн ача чухнехи пурнӑҫне аса илме юратнӑ.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӗрӗх иккӗмӗш ҫулта ку хула пӗр хушӑ нимӗҫсен аллинче пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫуртӑн хӑшпӗр вырӑнӗсенче пушар йӗрӗсем юлнӑ-ха.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кунсӑр пуҫне, Ваня хӑшпӗр чухне сывлӑшра темӗнле кайӑк чӗриклетсе илнӗ пек янӑракан сасӑ илтӗннине асӑрхарӗ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл кӗрлев ҫав тери вӑйлӑ пулнипе хӑшпӗр салтаксене те вӑратрӗ.
23 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кунта хӑшпӗр вырӑнсенчен хӳмене ишӗлтернӗ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Эсир мана улталамастӑр-и? — терӗ ача хурланарах, мӗншӗн тесен вӑл хӑшпӗр салтаксем унтан кӑштах кулма юратнине пӗлнӗ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӑшпӗр ҫӗрте осколоксем тивнипе шӑтӑксем, чӗркеленисем пулнӑ пулсан та, вӗсене ним палӑрми туса сӑрласа лартнӑ.А если и были кое-какие дыры или царапины от осколков, то они были тщательно заделаны и закрашены.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Тен, вӗсем кунта пӗр-пӗр япала илсе килнӗ, анчах пуринчен ытларах — строительство валли йывӑҫ илсе килнӗ пулмалла, мӗншӗн тесен улӑхра хӑшпӗр вырӑнсенче ҫӗнӗ турпас куписем выртни курӑннӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӑшпӗр вырӑнсенче, путакан ҫӗр ҫинче, унӑн ҫара урисен йӗрӗсӗм халӗ те уҫҫӑнах курӑнса тӑнӑ-ха.В иных местах на топкой почве были ещё довольно ясно заметны следы его босых ног.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӑшпӗр поселенисенче, акӑ, ача-пӑча тата спорт площадкисем туса хунӑ, ҫакӑ ачасемпе ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарать.
Ял хӑтлӑхӗшӗн // Ирина ЯКОВЛЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Анчах та Пӑртас почтальонӗсене кунтан та ытларах пӑшӑрхантараканни – хӑшпӗр ҫынсем йыттисене кӑкармасӑр тытни, вӗсем тапӑнни.
Туслӑ йыш – лайӑх ӗҫӗн кӑтартӑвӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Дыньӑн хӑшпӗр сортӗнче сахӑр арпусринчен те нумайрах.
Кавӑн евӗр пахчаҫимӗҫ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№
Хӑшпӗр районта ҫур ҫулта пӗр тӗслӗхе те тӑрӑ шыв ҫине кӑларман — саккунлӑх оазисӗсем тейӗн!
«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21
Вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедринчи хӑшпӗр ҫынсем тӑтӑшах пӗр авторсене ура хурса вӗренӳ кӗнекисене вӑхӑтра шкул ачисем патне илсе ҫитерессине чарса тӑнинче-и?
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Шел те, вырӑс чӗлхиллӗ шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫре кӑшт-кашт чухлакан хӑшпӗр ҫынсене пула вӗренӳ кӗнеки ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли тухса пӗтеймест.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Автор «куҫӗсем» сӑмаха тата «пахча ҫимӗҫсем» сӑмах майлашӑвне нумайлӑ хисеп форминче панине тата хӑшпӗр пӗчӗк кӑлтӑксене тӗп йӑнӑшсем шутне кӗртсе вӗренӳ кӗнекине пичете юрӑхсӑр тесе хакларӗ.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Хӑшпӗр тӗслӗхсене илсе кӑтартатпӑр:
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
2) Ыхрапа хӑяр, помидор е ытти хӑшпӗр ҫимӗҫсене тӑварланӑ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ (6-мӗш класс, 111 с.);2) Чеснок и огурцы, помидоры или некоторые другие овощи используют для соления (6-й класс, 111 с.);
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Анчах та юлашки вӑхӑтра И.А.Андреев профессор ҫырнӑ чӑваш чӗлхи учебникӗсенче Вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин хӑшпӗр членӗсем йӑнӑшсем тупма пуҫларӗҫ.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21