Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир монопрофильлӗ муниципалитет пӗрлӗхӗсенче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсен производствисене ҫӗнетмелли программӑсене пурнӑҫлама федераци укҫи-тенкине явӑҫтартӑмӑр, производство фончӗсене технологи тӗлӗшӗнчен ҫӗнетмелли программӑсене малалла тӑсма республика бюджетӗнче укҫа-тенкӗ пӑхса хӑвартӑмӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Паян пӗчӗк тата вӑтам бизнес представителӗсем республикӑри ӗҫлеме пултаракан халӑхӑн пӗрре виҫҫӗмӗш яхӑн пайне ӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Республикӑри пӗчӗк бизнес чылай чухне экономика ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхне, пӗтӗм регион продукчӗн тытӑмне палӑртать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Амӑшӗ, ашшӗнчен уйрӑлнӑскер, вербовкӑпа ӗҫленӗ пирки пӗчӗк Коля кукамайпа юлнӑ.
Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685
Унччен шутламан ҫак пӗчӗк япала ҫынна усӑ кӳрет тесе.Раньше не думали, что эта маленькая вещь, будет приносить пользу человеку.
Кӗсье телефонӗ уралансан // Ял пурнӑҫӗ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
Хӑш-пӗр сӗнӳсемпе, тӗслӗхрен, потребкоопераци предприятийӗсене пӗчӗк тата вӑтам бизнес субъекчӗн статусне тавӑрассипе, тивӗҫлӗ нормативлӑ документсем йышӑннӑ та ӗнтӗ.
Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3
Социаллӑ миссие пурнӑҫланӑ май, Чӑвашпотребсоюз аякра тата пӗчӗк ялта пурӑнакан ҫынсене таварсемпе, пулӑшусемпе тивӗҫтерет.
Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3
– Валерий Петрович, халӑха ӗҫпе тивӗҫтернӗ ҫӗрте пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантарни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
«Эпӗ киленӗп те-ха, — тет Пӗчӗк принц хулпуҫҫисене ҫемҫен сиктеркелесе илсе, — анчах та кунта мӗн савӑнмалли тупатӑн эсӗ?!»
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
«Эсӗ манри чап-мухтава тивӗҫлӗ йӑлттампа чӑн та туллин пӑхса киленетӗн-и?» — ыйтрӗ хайхискер Пӗчӗк принцран.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Сӑмахне пат татса, ҫынсем ҫине вӗсем алӑ ҫупасса ыйтуллӑн кӗтсе, пауза туса пӑхса тӑни… ҫавӑнпа вӑл мана французсен ҫыравҫи «Пӗчӗк ҫеҫ принц» ятлӑ повеҫӗнче калӑпланӑ пӗр типлӑ сӑнара аса илтерет.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Ҫакна май калав авторӗ сӑнани-курни тата каласа пани ҫумне пӗр пӗчӗк ӳкерчӗк хушса кӑтартасшӑн.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Тӑван йӑх-несӗлсем хӑват парса тӑракан вырӑнтан пӗчӗк Микулай куҫса каять те вӗсен хӑвачӗсӗр ӳсет теме пулать.
Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html
Унӑн кун-ҫулне пӑхсан, чӑн та, политикӑн тымарне пӗчӗк чухнех татни курӑнать — Ҫӗнӗ Шупашкар хулине ҫӗклеме пуҫласан Чучукасси ялне, Николай Фёдорович кун ҫути курнӑ яла, пӗтернӗ.
Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html
Пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ — «Капкӑна» «Тӑван Атӑлта» пӗчӗк кӗтес уйӑрса памалла.
Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html
Анчах хамӑрӑн пӗчӗк патшалӑха тӗрек пама, вӑйлатма ҫапах та чӑваш халӑхӗ сывлӑхлӑ пулни пысӑк пӗлтерӗшли паллӑ.
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
Эпӗ пӗчӗк чухнех юратнӑ ҫыннӑмсем тӑван тӑрӑха каялла килсе тӗпленнӗ.
Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Ашшӗпе амӑшӗ ӑна пӗр-пӗр кун пӗчӗк шӑллӗне парнелессе кӗтет.
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Куҫӗ умне ачаш ӗни, ҫӑкӑр чӗлли ҫиме юратакан сурӑхӗсем шуса тухаҫҫӗ те пӗчӗк тути йӑл кулать.
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Пуҫӑннӑ ӗҫне пӑрахса, пӗчӗк кутамккине хӑпӑл-хапӑл ҫурӑм хыҫне ҫакса хваттертен тухса кайма хатӗр.
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№