Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшнӑ (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мурашова итлесе тӑрса, Сталин темиҫе хутчен те ытти аманнисем ҫине, вӗсем лейтенант каланӑ сӑмахсене мӗнле ӑнланнине чухласа илме тӑрӑшнӑ пек, пӑхкаласа илчӗ.

Слушая Мурашова, Сталин несколько раз взглянул и на других раненых, как будто старался понять, как они понимают слова лейтенанта.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кашни пушӑ минутрах вӑл Марийка ҫывӑхӗнче пулса ӑна мӗнпе те пулин пулӑшасшӑн тӑрӑшнӑ.

Каждую свободную минуту он старался побыть около Марийки.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Отто Кугель хӑйӗн дневникӗ ҫине питӗ асӑрханса, укҫа пухмалли ешӗк ӑшне пуҫтарнӑ пек, пулса иртнисене ытларах, шухӑшӗсене сахалтарах ҫырса пыма тӑрӑшнӑ.

Отто Кугель всегда вел записи очень осторожно, стараясь собрать в дневнике, как в копилке, больше фактов и меньше мыслей.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗр Андрее мӗнпе тӗлӗнтернине ӑнланса илеймерӗ, ӑнланса илме тӑрӑшнӑ хушӑра унӑн пит-куҫӗ ҫав териех хӑвӑрт улшӑнса пычӗ, юлашкинчен, мӗн иккенне ӑнланса илсен тин, унӑн аптраса тата хӑраса ӳкнине палӑртакан пит-куҫӗ сасартӑк чеен те шуххӑн ҫуталса кайрӗ.

Девушка никак не могла понять, чем вызвала изумление Андрея, и, пока пыталась понять, выражение ее лица и глаз менялось с поразительной быстротой; когда же наконец она догадалась, в чем дело, выражение недоумения, растерянности и испуга — и на лице и в глазах — вдруг заслонила лукавая и озорная улыбка.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл, мӗскӗн, ларса мар, асапланса пынӑ: е чӗлпӗре хай патнелле турта-турта илнӗ, е йӗнертен ярса тытса, пӗкӗрӗлнӗ, е ура пускӑчисем унӑн урисенчен туха-туха ӳкнӗ; кӗсре, ҫӑварлӑхне ҫыртса, ҫилленсе кайнӑ, ҫакӑн пек япӑх юланутҫӑран хӑвӑртрах хӑтӑлма тӑрӑшнӑ пек, час-часах сиккипе чупма пуҫланӑ.

Он, бедняга, не ехал, а страдал физически и духовно: то тянул к себе поводья, то сгибался, хватаясь рукой за луку; то стремя ускользало у него из-под ноги, — кобыла, закусив удила, злилась и, как бы желая поскорее избавиться от такого вялого кавалериста, часто срывалась в галоп.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсем Кондратьева ҫамрӑк йывӑҫсен тӗпӗсене пӑхма илсе кайрӗҫ: ҫак йывӑҫсене пурне те Чурсунра мар, ту хушшинчи вӑрманта кӑларнине хӑй куҫӗпе курса ӗнентӗр, тесе тӑрӑшнӑ вӗсем.

Они повели Кондратьева осмотреть деревца, им хотелось, чтобы он сам убедился, все это выкопано не на Чурсунке, а в горах.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫӗре тӗпне ҫитичченех йӗпетме тӑрӑшнӑ пек, ҫумӑр ҫаплах пӗрӗхсе тӑрать; хӑмӑр та салхуллӑ ир килсе ҫитрӗ те пӗтӗм инҫелӗхе тӗксӗм сӑн хупласа илчӗ: йӗп-йӗпе станица ҫинче пӗлӗтсем аялта-аялта ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Дождик все еще моросил, стараясь промочить землю насквозь, утро выдалось хмурое, даль была скрыта, над станицей низко-низко нависли тучи.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Спектакле е кинона лартакан шӑпах ҫакна кӑтартасшӑн тӑрӑшнӑ пулмалла; райком секретарӗ хальхи самантра пӗтӗмпех районти хӗрӳ ӗҫе хутшӑннӑ, ҫавӑнпа ҫак минутра вӑл питех те пысӑк ӗҫ тӑвать; малтанах ҫырса хунӑ доклад ӑна килӗшмест, вӑл унта чи ҫӗнӗ цифрсене кӗртет: е сводкӑсем ҫине пӑха-пӑха илет, е папкӑра выртакан листасем ҫине васкасах темскер ҫырать; хӑйӗн тӗп шухӑшне кӑтартса парас тесе, спектакль е кино лартакан ҫакӑнтах сцена ҫине секретарь помощникне илсе кӗртет, ку — ялан пекех питех те кӑмӑллӑ та нихҫан ҫилленме пӗлмен хӗр пек пулать.

Видно, что постановщик всеми силами старался показать именно то, что секретарь в данный момент весь вошел в кипучую жизнь района и в эту минуту занят чрезвычайно важным делом; что его не удовлетворяет заранее написанный доклад и он пополняет его самыми свежими цифрами: то заглядывает в сводку, то что-то спешно записывает в листы, лежащие в папке; и, чтобы подчеркнуть свою главную мысль, постановщик тут же вводит на сцену помощника секретаря, обычно девушку, с лицом чрезвычайно безобидным.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӑйне пар лаша пӑхӑннине Дорофей кашни хутрах палӑртнӑ, тен, вӑл ҫавӑнпах хӑйне яланах мӑнаҫлӑ тытнӑ, калас пулать, ҫынсем умӗнче хӑйне яланах хисеплӗ вырӑна лартма тӑрӑшнӑ.

Свое превосходство над парой гнедых Дорофей подчеркивал всякий раз и, возможно, поэтому всегда держался гордо и был, что называется, на высоте положения.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӗн тумаллаччӗ вара манӑн? — тӳрре тухма тӑрӑшнӑ Мамочкин, куҫӗсемпе ҫӗрелле пӑхса.

Что мне было делать? — сконфуженно оправдывался Мамочкин.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Барашкин блиндажран Левин тӑлмача кӑларса ярас тесе тем пекех тӑрӑшнӑ.

Барашкин всячески старался выжить из блиндажа переводчика Левина.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Травкин, нимӗҫсен траншеисемпе йӗплӗ пралук картисем ҫине тинкерсе пӑхса, ҫӗр пичӗ ҫинчи пысӑк мар лупашка-тӗмескесене, нимӗҫ пулемёчӗсем ӑҫталла пенине тата нимӗҫсем сайра-хутран ҫыхӑну ҫулӗсем тӑрӑх ӑҫталла иртсе ҫӳренисене хӑй пуҫӗнче ҫырса ҫирӗплетсе хума тӑрӑшнӑ.

Травкин пристально смотрел на немецкие траншеи и проволочные заграждения, мысленно фиксируя малейшие неровности почвы, направление огня немецких пулеметов, редкое движение немцев по ходам сообщения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Лешсем, Катя пырса кӗрсенех пӗр-пӗрин куҫӗсенчен нумай пӗлтерӗшлӗн пӑхса илсе, яланах ӑна Катьӑпа пӗччен хӑварма тӑрӑшнӑ.

Те при появлении Кати многозначительно переглядывались, неуклюже стараясь оставлять его с Катей наедине.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, пур майпа та Катьӑпа Травкина ҫывӑхрах паллаштарма тӑрӑшнӑ.

Одним словом, всячески старались сблизить Катю с Травкиным.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Паллах, вӑл пуринчен ытла хӑйӗн мухтава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене уйрӑммӑнах палӑртма тӑрӑшнӑ.

Особо выделял, конечно, свои собственные заслуги.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Хитре Феоктистов унӑн чи шанчӑклӑ адъютанчӗ пулса тӑнӑ, вӑл пур енчен те Мамочкин пек пулма тӑрӑшнӑ, — хӑй хисепленӗ ҫынӑнни пекех пысӑк мар уссисем те ӳстерсе янӑ.

В лице красавца Феоктистова он имел верного адъютанта, старавшегося походить на Мамочкина во всем и даже отпустившего усики по примеру своего кумира.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Галиев, темиҫе талӑк хушши ҫывӑрманскер, буркӑпа лайӑхрах пӗркенме тӑрӑшнӑ.

Галиев, не спавший уже которую ночь, кутался в бурку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Калас пулать, вӑл хӑйне хӑй: «Аниканов партиец, ҫавӑнпа та пысӑкрах шанчӑкпа усӑ курать», тесе лӑплантарма тӑрӑшнӑ.

Он утешал себя тем, что Аниканов — партиец и поэтому, дескать, пользуется особым доверием.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Хамӑр вара пӗр сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ, пӗр-пӗрне курайман кулатниксем пулнӑ; эпир пӗр-пӗрин пурнӑҫне наркӑмӑшласа пурӑннӑ тата ҫакна хамӑр асӑрхасшӑн мар тӑрӑшнӑ.

А мы были два ненавидящих друг друга колодника, связанных одной цепью, отравляющие жизнь друг другу и старающиеся не видать этого.

XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Ку ӳсентӑрана арӑм питӗ юратать, — терӗ хыҫалта утса пыракан Головачев, тӳрре тухма тӑрӑшнӑ пек.

— Жена дюже обожает эту зелень, — идя сзади и как бы в чем оправдываясь, сказал Головачев.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней