Поиск
Шырав ĕçĕ:
И стрелок ӑпӑр-тапӑр купи патне пырса чарӑнчӗ, сӳрӗккӗн учӗ ҫинчен анчӗ, лешсем ун чӑпӑрккипе чӗлпӗрне илме кӗпӗрленсе пычӗҫ.Возле мусорной кучи стрелок И нехотя слез с коня; слуги взяли у него поводья и плеть.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Мӗн пурӗ аллӑ ҫын е ытларах та пухӑнчӗҫ; ҫӗвӗҫсем ҫирӗм хӗр ытла, — улттӑшӗ ҫеҫ хутшӑнман, — ватӑ хӗрарӑмсем виҫҫӗн, пӗр вунӑ ача, ҫӗвӗҫсен амӑшӗсем, йӑмӑкӗсем тата шӑллӗсем, виҫӗ ҫамрӑк ҫын, каччӑсем: пӗри — сехет ӑсти патӗнче вӗренекенскер, тепри — вак-тӗвек таварсемпе сут тӑвакан, виҫҫӗмӗш — уезднӑй училище учителӗ, лешсем иккӗшӗ те хӑйсене ҫак учитель евӗрлех тыткалаҫҫӗ; тата ҫамрӑк ҫынсем пиллӗкӗн, тӗрлӗ ӗҫпе пурӑнакансем, вӗсем хушшинче икӗ офицер, университет студенчӗсемпе медик-студентсем пӗр сакӑр ҫын.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ман пата улӑхрӗ вӑл, мӗскӗн, анчах кӑштах кая юлчӗ: вал юпаран ярса тытсанах, лешсем ун ҫийӗнчен ҫӗнӗ диагональ йӗмне те, ылттӑн тӳмеллӗ пиншакне те, аялти кӗпи-йӗмне те туртса антарчӗҫ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эй, турӑҫӑм, ҫав сӑмахсене ҫеҫ илтме тивнӗ-ши Лушкӑна, ун пек сӑмахшӑн вӑл ҫилленсех те каймасть, хӑй кӳрентернӗ хӗрарӑмсемпе тытӑҫнӑ чухне Лушкӑна унтан та ытларах каланӑ, лешсем ҫапӑҫма пӑхнӑ, тем те пӗр каласа хӑртнӑ, хытӑ ылханнипе ӑсран кайса, вӗсем хӑйсен упӑшкисене хӑйсем кӑна юратма тивӗҫ тесе шутланӑ!
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.