Поиск
Шырав ĕçĕ:
Приказсене сӳтсе явма, начальниксене хирӗҫ тӑма май пулнӑ ырӑ вӑхӑт пӗтрӗ.Кончилась легкая пора, когда можно было обсуждать приказы и супротивничать начальникам.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Халӗ ним шанчӑк та ҫук, пӗтрӗ выляса!
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫакӑнпа сӑмах-юмах пӗтрӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑванла ҫыхӑнусем кӗтмен ҫӗртен хӑвӑрт пӑсӑлчӗҫ, пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл килӗштерсе пурӑнасси пӗтрӗ, калаҫу хушшинче час-часах тилӗрсе кайни, пӗр-пӗринчен ютшӑнни сисӗнсе тӑма пуҫларӗ…
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Повстанецсен партизанла вӑрҫи пӗтрӗ!
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Пӗтрӗ пулать-и, шеремет? — хыттӑн ыйтрӗ Григорий патне вӗҫтерсе ҫитнӗ казак.
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Пӗтӗмпех пӗтрӗ Иван Иваныч!
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Вӑл Ксенирен урӑх нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗ, ахаль ӑшӑ сӑмахсем кӑна каларӗ, ҫав сӑмахсем ҫынна ӗнентерме пултараймаҫҫӗ пулин те, ҫапах хӑйсене евӗр лӑплантараҫҫӗ, шанӑҫ пӗтрӗ тенӗ чухне малтанхи йывӑрлӑха сиреҫҫӗ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл часах пӗтӗмпех ҫӑнӑхпа вараланса пӗтрӗ, амӑшӗнчен чуста татӑкӗ ыйтса илсе, авкаласа темӗнле клентӗр тума пуҫларӗ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Колхозӑнне хӑвӑрӑнни пек тыткаласси тинех пӗтрӗ, — вӑл йӑл кулса протокола Ворожнева пачӗ.
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ ун патне пыраймастӑн, вӑл хӑй мӗншӗн пӑшӑрханнине хӑй каласа парасса кӗтес пулать, атту вӑл ҫӑвар та уҫас ҫук, вара ӗҫӗ те пӗтрӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫаклат та авӑ алӑка, ӗҫӗ те пӗтрӗ, — хушрӗ Аникей.— Накинь вон крючок на дверь, и дело с концом, — посоветовал Аникей.
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫемье пуҫӗ мӗнле тӳсӗм ҫинчен каланине пурте тепӗр икӗ эрнерен ҫеҫ пӗлнӗ — Игнат Савельевич: тырӑ пӗтӗмпех пӗтрӗ, халӗ ӗнтӗ эпир хывӑхпа та ҫӗр улмипе пурӑнатпӑр, тесе пӗлтернӗ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хевте пӗтрӗ пулас ҫав, ҫитрӗ пуль пурӑнса…
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Никитӑ, илсе кай ӑна участокри милиционер патне, протокол ҫырӑр та, ӗҫӗ те пӗтрӗ!Веди его, Никита, к участковому, составляйте протокол, и дело с концом!
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ну, халӗ уйрӑлма кая юлтӑмӑр ӗнтӗ, пурӑнас килсен-килмесен те, тӳс — сана та никам та качча илмест, манӑн та мӗн пур шӑл санпа пӗтрӗ!
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑшӗ — эпир кунта пурӑнса юлашки укҫана ҫисе пӗтертӗмӗр тесе ҫухӑрнӑ, хӑшӗ — пирӗн кунта ҫемье ҫуррине яхӑн чирлесе вилсе пӗтрӗ, тесе ятлаҫнӑ, тата хӑшӗ — халех каятпӑр, нумай тӑмастпӑр, тесе хӗпӗртенӗ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Сывлама сывлӑш пӗтрӗ манӑн!
LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫакӑнпа канашлу пӗтрӗ.
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ман пуҫра йӑлтах пӑтранса пӗтрӗ, Наташка…
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.