Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун хыҫҫӑн вӑрах хушӑ, питӗ вӑрахчен, чӗнмесӗр ларнӑ Соломон, ҫавна пула ҫыруҫисем те сехӗрленсе, сывлами пулса тӑнӑ, каярах тин: — Хама кӑна хӑварӑр мана, — тенӗ вӑл.

И, помолчав так долго, что писцы в тревоге затаили дыхание, он сказал: — Оставьте меня одного.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унтан Ванейӑна хӑй патне чӗнсе илнӗ те: — Ванея, — тенӗ лӑпкӑн, — эсӗ каятӑн та Элиава вӗлеретӗн.

После этого он подозвал к себе Ванею и сказал спокойно: — Ванея, ты пойдешь и умертвишь Элиава.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Анчах ҫав вӑхӑтра Суламифь тӑна кӗнӗ те лӑпкӑ кулӑпа каланӑ: — Манӑн ӗҫес килет, — тенӗ.

Но в это время Суламифь очнулась и сказала со спокойною улыбкой: — Я хочу пить.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Патша, — тенӗ аслӑ врач, — халь тин наука та, турӑ та пулӑшаймасть.

Старший врач сказал: — Царь, теперь не поможет ни наука, ни Бог.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Изида храмӗнче вӑрттӑнлӑх вӗҫленчӗ ӗнтӗ ку, — тенӗ патша.

— Это в храме Изиды окончилась таинство, — сказал царь.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Этем пурнӑҫӗ кӗске, анчах вӑхӑт вӗҫӗмсӗр, чӗрӗ тӗвӗ те вилӗмсӗр, — тенӗ кун хыҫҫӑн патша.

Тогда царь сказал: — Жизнь человеческая коротка, но время бесконечно, и вещество бессмертно.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

— Сопдит ҫӑлтӑр ку, — тенӗ патша.

— Это звезда Сопдит, — ответил царь.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Аллине ун хытӑ кӑтраллӑ пуҫӗ ҫине антарнӑ та: — Элиав, — тенӗ вӑл, — патшапа иҫӗм пахчинчи ҫав хӗрача ҫинчен каласа пар мана хӑв пӗлнине пӗтӗмпех.

Опустив руку на его курчавую жесткую голову, царица произнесла: — Расскажи мне, Элиав, все, что ты знаешь о царе и об этой девочке из виноградника.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кӗлтӑвакансем енне ҫаврӑнса: — Оутон-ди-готпу (Патша парне кӳрет), — тенӗ вӑл ватӑлла йӑваш та чӗтӗревлӗ сассипе.

Повернувшись к молящимся, он старческим голосом, кротким и дрожащим, произнес: — Сутон-ди-готпу. (Царь приносит жертву.)

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Пурте пӗр шутлӑ тенӗ пекех, турри те ҫав каяннӑй влаҫӗ майлах хӑтланать!

Скажи, как все одно и бог за эту окаянную власть!

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Любишкин, Ушаков тата Лощилин партие кӗреҫҫӗ тенӗ хыпар Гремячий Лог хуторӗ тӑрӑх сарӑлчӗ.

Слух о том, что Любишкин, Ушаков и Лощилин вступают в партию, широко распространился в Гремячем Логу.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Марина тата, юри тенӗ пекех, час-часах Андрей куҫӗ тӗлне пула пуҫларӗ, сӑнран пӑхсан чунӗ ҫырлахнӑ пек, телейлӗ пек курӑнать.

А Марина, как назло, все чаще попадалась Андрею на глаза и по виду была довольна, счастлива.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсир, пурте тенӗ пекех, начар ӗҫлетӗр.

Вы почти все работаете плохо.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗрне ярса тыт та хӑвӑртрах тухса вӗҫтер, унсӑрӑн — турӑ ан хуштӑр та — манӑн карчӑкӑм сисме ӗлкӗрӗ, вара пире иксӗмӗре те ӑшчиксем пӑтранса тухичченех пӑскӑртса тӑкӗ!» — тенӗ.

Лови другую скорей и метись живее, а то — не дай бог — старуха моя вспопашится, так нам с тобой обоим тошноты наделает!»

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав шухӑшпа вӑл ҫур сехете яхӑн сывлама хӑяймасӑр йӑпшӑнса выртать, анчах чӑххисем, юри тенӗ пекех, таҫта, ҫатан карта ҫумӗнче, чакаланса ҫӳреҫҫӗ иккен, арпа купи яхӑнне пыма та шухӑшламаҫҫӗ тейӗн.

Он пролежал, тая дыхание, с полчаса, но куры, как назло, рылись где-то около плетня, а подходить к вороху мякины словно и не думали.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ятне пӗлтермесӗр пӗр гражданин президиума хут татӑкки пӑрахса пачӗ, унта ҫапла ыйтса ҫырнӑ: «Тырӑ тиесе кайнисене пурне те арестлеҫҫӗ тата пурлӑхне конфискацилесе пуҫ яраҫҫӗ тени тӗрӗс-и?» — тенӗ.

В президиум неизвестный гражданин бросил записочку, в ней спрашивается: «Верно ли, что все, забиравшие хлеб, будут арестованы с конфискацией имущества и сосланы?»

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвӑрӑн хӗрес таврашӗпе хӑпӑр ман ҫумран!» — тенӗ.

Отойдите с крестом прочь!»

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл район центрне тухса каяс умӗн кӑна ҫине тӑрсах Гремячий хуторӗ тӑрӑх: Банника хӗненӗшӗн Нагульнова судпа айӑплаҫҫӗ, ӑна ӗҫрен кӑларса пӑрахаҫҫӗ, хупсах лартаҫҫӗ пулмалла, тенӗ сӑмах ҫӳретчӗ…

До его отъезда в районный центр по Гремячему упорные ходили слухи, что Нагульнова будут судить за избиение Банника, что его снимут с должности и наверняка посадят…

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ҫаннисене чавса таран тавӑрнӑ, хӑватлӑ аллисене кӑкӑрӗ ҫумне хӗреслесе тытнӑ, хӗрарӑмсемпе тем ҫинчен хӗрсе кайсах калаҫать, сӑмса кӑкӗ тӗлӗнче вӗҫме-вӗҫех тенӗ пек сыпӑнса пӗрлешнӗ тӗксӗм хура куҫхаршийӗсене шӑмартса пӑхать.

Она стояла поодаль, скрестив на груди обнаженные по локоть могучие руки, о чем-то оживленно разговаривая с бабами, хмуря почти сомкнувшиеся над переносицей иссиня-черные брови.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫук, хаклӑ юлташсем, малтан эсӗ хӑв епле пурӑнас тенӗ, ҫапла пурӑнма пултарнӑ, халӗ ӗнтӗ, ытах эсӗ партире тӑратӑн пулсан, ун пек-кун пек ухмахланма пӑрах.

Нет, дорогой товарищ, допрежь ты мог как желательно жить, а зараз, уж ежели ты в партии состоишь, то ты глупости всякие оставь.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней