Поиск
Шырав ĕçĕ:
35. Мӗншӗн тесессӗн мана тупаканӗ пурӑнӑҫ тупнӑ, вӑл Ҫӳлхуҫа тивлетне тивӗҫлӗ пулӗ; 36. мана хирӗҫ тӑрса ҫылӑха кӗрекенӗ хӑйӗн чунне сиен кӳрӗ: мана курайманнисем пурте вилӗме юратаҫҫӗ».
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӗрарӑмпа аскӑнланаканӑн ӑсӗ ҫук; ҫапла тӑваканӗ хӑйӗн чунне пӗтерет: 33. патак ҫийӗ вӑл, мӑшкӑл курӗ, нихӑҫан сирӗлми намӑс айне пулӗ, 34. мӗншӗн тесессӗн кӗвӗҫӳ — упӑшка хаярлӑхӗ, тавӑру кунӗнче хӗрхенмест вӑл, 35. унпа калаҫса татӑлаймӑн — вӑл нимӗнле тӳлев те йышӑнмасть, темӗн чухлӗ ӳстерсе сӗнсессӗн те ҫырлахмасть.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӑрра каҫармаҫҫӗ, выҫӑхнипе чунне тӑрантармалӑх вӑрласассӑн та каҫармаҫҫӗ; 31. вӑрӑпа лексессӗн вара вӑл ҫичӗ хут ытларах тӳлет, килӗнчи пӗтӗм пурлӑхне парать.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗҫен кайӑксем умӗнче серепе карни кӑлӑхах; 18. кусем вара хӑйсем валли хӑйсем шӑтӑк алтаҫҫӗ, хӑйсен чунне сыхласа лараҫҫӗ.
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ вара Ҫӳлхуҫана янӑравлӑн мухтаса юрлӑп, Ӑна халӑх хушшинче аслӑлӑп: 31. мӗскӗне унӑн чунне айӑплакансенчен ҫӑлмашкӑн Вӑл унӑн сылтӑм енче тӑрать.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Мерива шывӗ хӗрринче Турра ҫиллентернӗ, вӗсем пирки Моисейӗн те тӳсме тивнӗ: 33. вӗсем унӑн чунне пӑлхантарнӑ та, вӑл чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫылӑха кӗнӗ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗртен ҫимӗҫ кӑлармашкӑн Эсӗ выльӑх-чӗрлӗх валли курӑк ӳстеретӗн, ӗҫ ӗҫлемешкӗн этем валли калча ҫитӗнтеретӗн, 15. этем чунне савӑнтаракан эрех, унӑн сӑнне ҫутатакан йывӑҫ ҫӑвӗ, этем чӗрине вӑй кӗртекен ҫӑкӑр пултаратӑн.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
хӑйӗн чунне ҫӗр тӗпне каясран хӑтарни кам пур?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑвӑн чурун чунне савӑнтар, эй Ҫӳлхуҫа, чунӑмпа Сан енне ҫӗкленетӗп: 5. эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна йӑлӑнакансемшӗн пуриншӗн те ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, нумай ырӑлӑхлӑ.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӑвӑн кӑвакарчӑнун чунне тискер кайӑксене ан парсамччӗ; мӗскӗн халӑхун пурӑнӑҫне яланлӑха ан мансамччӗ.19. Не предай зверям душу горлицы Твоей; собрания убогих Твоих не забудь навсегда.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ; 14. вӗсенӗн чунне ултавпа пусмӑртан хӑтарӗ, унӑн куҫӗ умӗнче вӗсенӗн юнӗ хаклӑ пулӗ; 15. вӑл пурӑнӗ, ӑна Арави ылтӑнне парса тӑрӗҫ, уншӑн пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтӑвӗҫ, ӑна кулленех мухтавлӗҫ; 16. ӗнтӗ тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ; ҫитӗннӗ тырӑ Ливан ҫинчи вӑрман пек хумханса ларӗ, хуласенче халӑх ҫӗр ҫинчи курӑк пек ӗрчӗ; 17. унӑн ячӗ ӗмӗр пулӗ; хӗвел ҫухаличченех унӑн ячӗ сарӑлса пырӗ#; ун урлӑ [ҫӗр ҫинчи пур ӑру та] пиллӗх илӗ, ӑна пур халӑх та ырӑлӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чурисен чунне хӑтарӗ, Ӑна шанаканӗ пӗри те айӑпа юлмӗ.23. Избавит Господь душу рабов Своих, и никто из уповающих на Него не погибнет.
Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне Вӑл ҫын хӑлхине уҫать те ӑс кӗртсе хӑварать: 17-18. этем чунне пӗтесрен хӑтармашкӑн, пурӑнӑҫне хӗҫрен ҫӑлса хӑвармашкӑн — шухӑшласа хунӑ пӗр-пӗр ӗҫне тума чарать, ӑна мӑнаҫланма памасть.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чунне Турӑ кӑларса илсессӗн, икӗ питлӗ ҫыншӑн мӗн шанчӑкӗ юлтӑр?8. Ибо какая надежда лицемеру, когда возьмет, когда исторгнет Бог душу его?
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иов пуҫӗ ҫине йӑтӑнса аннӑ ҫак мӗнпур инкек ҫинчен унӑн виҫӗ тусӗ — Феман ҫынни Елифаз, Савхея ҫынни Вилдад тата Наама ҫынни Софар — илтнӗ те, кашнийӗ харпӑр хӑй ҫӗрӗнчен тапранса тухса пӗрле пуҫтарӑннӑ; Иовпа пӗрле кулянса унӑн чунне лӑплантарас тесе ун патне кайнӑ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа шуйттана каланӑ: акӑ ӑна санӑн аллуна паратӑп, анчах эсӗ унӑн чунне ан тив, тенӗ.6. И сказал Господь сатане: вот, он в руке твоей, только душу его сбереги.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Лешӗ ун уринчи сантали ҫине ытараймасӑр пӑхрӗ, арӑм илемӗ унӑн чунне парӑнтарчӗ; ҫав ҫын мӑйӗ хӗҫ айне лекрӗ.9. Ее сандалии восхитили взор его, и красота ее пленила душу его; меч прошел по шее его.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль ывӑлӗсем пурте пӗтӗм чӗререн Турра тилмӗрсе йӑлӑннӑ, куҫҫульпе макӑрса хӑйсен чунне йӑвашлатнӑ: 10. хӑйсем те, вӗсен арӑмӗсем те, вӗсен ачисем те, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхӗ те ҫавӑн пек тунӑ; ютран килнӗ ҫын та, тара кӗрӗшнӗ ҫын та, кӗмӗл парса туяннӑ ҫын та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫын хӑйне пӑхса ӳстернӗ ашшӗне те, хӑйӗн ҫӗршывне те пӑрахса хӑварать те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнать, 21. арӑмӗшӗн чунне парать, ашшӗ-амӑшне те, хӑйӗн ҫӗршывне те астумасть.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Халӑха ертсе пыма Езекия ҫарпуҫсем суйласа лартнӑ, вӗсене хӑй патне, хула хапхи умӗнчи лаптӑка, пуҫтарнӑ та вӗсен чунне пырса тивмелли сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ: 7. ҫирӗп те хӑюллӑ пулӑр, Ассири патшинчен, унпа пӗрле килнӗ эшкертен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн вӑй вӗсеннинчен пысӑкрах, 8. унӑн — ӳт вӑйӗ, пирӗнпе пӗрле — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Вӑл пире пулӑшӗ, пирӗн майлӑ ҫапӑҫӗ, тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.