Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унӑн ӗлӗкрех хутшӑнса пурӑннӑ ҫывӑх ҫыннисем хальхисенчен мӗн тери малта тӑнине ҫакӑнтан та тавҫӑрса илме пулать: пӗр-пӗр чух, пӗр пытармасӑр-тумасӑр калаҫнӑ самантсенче, унӑн ҫуран ҫарти юлташӗсене хӑйӗн дрожка пулни ҫинчен, губернатор патӗнче пулса иртекен балсенче ташлани ҫинчен, штатски генералпа картла выляни ҫинчен каласа пама тӳр килсен, лешсем вӑл каланине ӗненмесӗр тенӗ пекрех, интересленмесӗр-тумасӑр тенӗ пек ҫеҫ итленӗ, вӗсем ӑна, кунпа хирӗҫес мар-ха, «калаҫтӑр-иҫ» тенӗ майлӑрах ҫеҫ итленӗ, вӑл хӑйӗн юлташӗсем эрех ӗҫсе, 5-тенкӗшер банк хурса картла выляса пурӑннине, вӗсем хӑйсене хӑйсем йӗркеллӗ тыткаламаннине курса тӑнӑ ҫӗртенех шарламасӑр чӑтса пурӑннӑ, хӑй вӗсенчен йӗрӗннине палӑртман, ку ӗнтӗ йӑлтах унӑн уйрӑммӑнах йӑваш кӑмӑлӗнчен, вӑл ӗҫе-мӗне шухӑшласа тума пӗлнинчен, кирек мӗнле ҫынпа та пурӑнма хӑнӑхнинчен килнӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эпӗ юриех курсивпа паллӑ тунӑ сӑмахсемпе пуплевсене тата ҫыру тонне кура, паллах ӗнтӗ, мӑнаҫлӑ вулакан ҫак ҫырӑва илекеннипе ӑна ҫыраканнисем мӗн тери путлӗ ҫынсем иккенне тӗрӗссипех тавҫӑрса илчӗ ӗнтӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сӑнран пӑхса вӑл вырӑс ҫынни иккенне тавҫӑрса илме май пулман пулсан, ӑна нимӗҫ, е адъютант, е полкри квартермейстр (анчах апла пулнӑ пулсан унӑн шпорсем пулма тивӗҫ), е кампани вӑхӑтӗнче кавалерирен, пӗр-пӗр гвардирен ҫуран ҫара куҫнӑ офицер теме май пулнӑ пулӗччӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
«Ҫапла вӑт, куллен ҫич-сакӑр ҫын» — тет сире хайхи офицер, эсир хӑраса ӳкнине сӑнран пӑхсах тавҫӑрса илсе, хӑй вӑл ҫав хушӑра анаслакаласа сарӑ хутпа пирус чӗркет…
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл хӑйне хӑй ытла ирӗккӗн тыткалать, хӑлаҫланать, хыттӑн калаҫать, кулать, ҫакна кура эсир ӑна малтанах сӗмсӗр те пуҫтах ҫын вырӑнне хуратӑр, анчах кайран ку ҫынра халь тесен халь, хӑть мӗнле пулсан та, ҫапӑҫӑва тухас кӑмӑл тапса тӑнине тавҫӑрса илетӗр, хӑрушлӑха чӑтса ирттернӗ хӑш-пӗр ҫамрӑк ҫынсем час та часах ҫавӑн пек кӑмӑлла пулса каяҫҫӗ; ҫапах та эсир, ку ӗнтӗ 4-мӗш бастионра бомбӑсемпе пульӑсем канӑҫ паманни ҫинчен каласа пама тытӑнать, тесе шухӑшласа илетӗр: ҫук, ун ҫинчен мар-мӗн!
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Елена Павловна хӑй йӑнӑш тунине тавҫӑрса илчӗ те кулса ячӗ:
Вӑйӑран ӗҫ пуҫланчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫакан пек тума ӗлӗкхи юмахсем пулӑшнине Чижик хӑй те тавҫӑрса илеймерӗ; ӑна Пӳрнеккей тата хӑрах Мӑйракаллине ертсе каякан Савӑк ҫӗвӗҫ пулӑшрӗҫ.
Туслисен звени Дуня инкене пулӑшни // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Тавҫӑрса илетӗн-и ?
Настасья Ивановна калавӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
«Э, кусем тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармейцӑсем вӗт, — тавҫӑрса илчӗ Хветӗр.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Тухтӑр сӑмахӗсем мӗне пӗлтернине эпӗ каҫ пулсан тин тавҫӑрса илтӗм.Я только вечером узнал, в чем заключался смысл слов доктора.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫавӑн чух тин халӑх ушкӑнӗ мӗншӗн тревога пулнине тавҫӑрса илнӗ.
LXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Ну, юрӗ, анчах ҫавӑ мӗн пулнине эпӗ хам та тавҫӑрса илейместӗп: ҫынӗ юланутпа пырать, анчах пуҫӗ ҫук.
LXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унӑн хӑй пуҫӗпе шухӑшласа тавҫӑрса илес килнӗ; Фелим каласа кӑтартни пӗтӗм ӗҫе аркатса янӑ.Ему хотелось разобраться в своих мыслях; рассказ Фелима еще больше запутывал все дело.
LII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Мӗнле тавҫӑрса илейместӗн?
XXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫавна эпӗ ниепле те тавҫӑрса илейместӗп.
XXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Пачах та тавҫӑрса илейместӗп, Фелим.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ эрех ӗҫесси таврашӗ ҫинчен йӑлтах ӑнланатӑп, анчах эсир мӗнле ҫамрӑк ҫын ҫинчен калатӑр, — ҫавна тавҫӑрса илейместӗп.
XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Африкӑн ҫак пайне пӗрре ҫеҫ мар килнӗ Дэвид Ливингстон пек опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ кунта мӗн пулнине пӗр йӑнӑшсӑр тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
«Дика халь вӗлерни — ӑна ҫирӗм тӑватӑ сехет хушши асаплантарассинчен хӑтарни», — тавҫӑрса илчӗ вӑл.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Курмасан, чурасемпе вӗсем хӑйсене епле хаяррӑн тытнине тавҫӑрса илме те йывӑр.Трудно представить себе, как жестоко эти люди обращались с невольниками.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.