Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн мана кӳренмелле ан пултӑр тесе, юлташсем, ҫакна калатӑп: эпир сирӗн район территорийӗнче пулнине ОГПУн сирӗн районти уйрӑмӗн начальникӗ ҫеҫ пӗлет.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗр самант чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн вӑл: — Мӗншӗн-хӑ эс шӑпах Разметнова пушар начальникӗ туса хутӑн? — тесе ыйтрӗ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун пирки вӑл хӑйӗн «А-кьюн чӑн-чӑн историйӗ» повеҫре ҫапла ҫырнӑ: «Уезд начальникӗ те ҫав ҫынах юлчӗ, унӑн ячӗ ҫеҫ улшӑнчӗ».
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Ыттисем те ҫавах, пурте Макарӑн ыйтуллӑн пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пуласран пӑрӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, Ун пирки тӑракан ыйтӑва вӗсем хӑйсем хушшинче малтанах татса хунӑ пулмалла; пӗртен-пӗр милици начальникӗ Балабин кӑна унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ, ӑна ӑнланнӑ пек пулчӗ:
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ара мӗн калаҫса тӑмалли пур, ӗҫсем мӗнле пыни уҫҫӑнах курӑнать, — ассӑн сывласа илчӗ бюро членӗсенчен пӗри, районти милици начальникӗ, яланах тарласа ҫӳрекен ҫутам та тӗреклӗ ҫар ҫынни.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑйӗн начальникӗ, ватӑла пуҫланӑ каскӑн офицер, Германи вӑрҫинче чухнех казаксене тискеррӗн тыткалама пӗлнипе чапа тухнӑскер, ҫапла хӑйӗн ахаль ҫын туйӑмӗсене палӑртнинчен, халиччен илтмен сӑмахсемпе калаҫнинчен тӗлӗнсех кайнӑ Яков Лукич, ҫук, кушаксене юратмастӑп, тенине пӗлтерсе, пуҫне пӑркаласа илчӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Яков Лукич алӑк янаххи ҫумне кайса тӑнӑ та, хӑй начальникӗ пӗр васкамасӑр ҫаврӑнкаланисене сӑнаса пӑхать: лешӗ кӑмака сакки ҫине пырса ларчӗ, чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе ҫавӑрса тытрӗ, ҫара ура тупанӗсене ӑшӑтса ларнӑ хушӑра ыйӑх пусса килнипе пӗр самантлӑха кӑтӑш пулса шӑпланчӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пулнӑ кунта ҫаплах Нафансен ывӑлӗ Азария та, — хыткан, чирлӗрех питлӗ, куҫӗсем тавра тӗттӗм ункӑсен пуснӑ, вӗчӗх, тӑрнаккай ҫын; ыр кӑмӑллӑ, сапаланчӑкрах Иосафат та, историограф; Ахелар та, Соломон килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; Завуф та, патша тусӗ текен ятпа ҫӳрекенскер; Соломонӑн аслӑ хӗрне — Тафафие — качча илнӗ Бен-Авинадав та; Бен-Гевер та, Васанри Аргови облаҫӗн начальникӗ, — йӗри-тавра стенасем тытса ҫавӑрнӑ, пӑхӑр сӑлӑпсемпе питӗрӗнекен хапхаллӑ утмӑл хула пӑхӑнса тӑнӑ ӑна; Ваана та, Хушай ывӑлӗ, сӑнна тахҫан вӑтӑр парасанг таран ывӑтма пултараслӑхпа чапа тухнӑскер, тата нумай-нумай ытти те.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ванея пулнӑ кунта — патшан тахҫанхи пуҫкасанӗ, Иоава, Адоние тата Семее вӗлернӗскер, — халӗ ҫарӑн чи тӗп начальникӗ, кӑвакарнӑ шӗвек те вӑрӑм сухаллӑ, ҫӳллех мар, кӳпшеке старик; тӗсне ҫухатнӑ кӑвакрах куҫӗсем унӑн ватӑлла тӑмпаййӑн пӑхнӑ; ҫӑварӗ уҫӑ та йӗпенчӗк, ашлӑрах аялти хӗрлӗ тути ним тытӑнкисӗр усӑннӑ; пуҫӗ ун яланах сӗнксе тӑрать те кӑштах чӗтӗрет.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Заведени начальникӗ, унччен учитель кӗнеке ҫине чӗркепе йӗрлесе паллӑ тунӑ пек, аттестат ҫине алӑ пусса йӗр тунӑ та, пирӗн паттӑр вара ҫав йӗртен иртсе хӑйӗн пӗлӗвне малалла ӳстересшӗн тек ҫунман.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Отделени начальникӗ — авӑ мӗнле! — терӗ Обломов.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Отделени начальникӗ!
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӗҫех Крылов хваттерне Тинӗс ҫар флочӗн халӑх комиссарӗ, унӑн ҫумӗ, Тӗп тинӗс штабӗн начальникӗ тата Карапсем тӑвас ӗҫӗн тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ кӗрсе тӑнӑ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Экзамена офицерсен минӑсен класӗн начальникӗ Пӗрремӗш рангри капитан Верховский тыттарчӗ.Экзамен принимал начальник Минного офицерского класса капитан первого ранга Верховский.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вахта начальникӗ Мостик ҫинчен приказ парса тӑрать, команда вара ӑна хӑвӑртрах пурнӑҫлама васкать.Вахтенный начальник с мостика отдавал приказания, и вся команда тотчас же бросалась исполнять их.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вахта начальникӗ ҫамрӑк моряксене пӗрремӗш ишеве тухнӑ ятпа саламлать, унтан вӗсене вахтӑсем ҫине уйӑрать, кашнине мӗнле тивӗҫ лекнине ӑнлантарса парать.
Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Гаврик Петяна застава начальникӗ патне пырса ачаш саспа: — Господин офицер, пире тепӗр енне каҫма ирӗк парӑр, эпир юлташпа ав ҫав пысӑк кӑвак ҫуртра пурӑнатпӑр, анне эпир час таврӑнманнишӗн пӑшӑрханать пулмалла, — тесе тилмӗрсе ыйтма вӗрентнӗ.
XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Юрӗ, ҫакӑн пек чух ӗҫсӗр сулланса ҫӳриччен, пӗр-пӗр вырӑнта ӗҫ тупса парӗҫ, — терӗ мана кадрсен пайӗн начальникӗ, ун сӑмахӗсенче ӑслӑ шухӑш та, уйӑрса илмелле марри те пурччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кадрсен пайӗн начальникӗ патне виҫҫӗмӗш хут та пырсан, эпӗ хама полка яма ыйтрӑм, унта яраймасан, ҫурҫӗр флочӗн ВВС-не яма ыйтрӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсир кая юлтӑр, капитан, — терӗ мана кадрсен пайӗн начальникӗ, чипер кӑмӑллӑ ҫынах хӑй, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, усӑнса тӑракан мӑйӑхне авал Севастополе хӳтӗлекен матроссенни пек кастарнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951