Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Вӗсенӗн сассине илтмен пӗр чӗлхе те, пӗр халӑх та ҫук.
Пс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сӑмаха илтекенӗ хӑлха мар-и? ҫимӗҫ тутине туяканӗ чӗлхе мар-и?11. Не ухо ли разбирает слова, и не язык ли распознает вкус пищи?
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Раҫҫей транспорт министрӗн ячӗпе тав сӑмахӗ каларӗ те — федераци министерствипе пӗр чӗлхе тупни ҫак шанӑҫа тӳрре кӑларасса кӗтни вырӑнлӑ пек туйӑнать.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Нумай ҫул ӗҫлесе вӗсемпе те пӗр чӗлхе тупма вӗренсе ҫитрӗм.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Вӗсемпе тимлӗ пулсан пӗр чӗлхе тупма яланах май пур.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
«Ӗҫе питӗ пӗлсе, ӑста йӗркеленӗ. Коллектив сӗре туслӑ. Тухтӑрсемпе медсестрасем чирлисемпе яланах пӗр чӗлхе тупаҫҫӗ. Вӗсемпе тимлӗ, сӑпайлӑ, вашават. Эмелпе кӑна мар, сӑмахпа та сиплеҫҫӗ.» Е тата: «Шурӑ халатлисем пирки хальччен урӑхларах шухӑшланӑччӗ. Кунта лекнӗ хыҫҫӑн шухӑшӑм улшӑнчӗ. Ырӑ тухтӑрсем пурах ҫав ҫӗр ҫинче. Ку уйрӑмра килти пекех хӑтлӑ. Ҫӑтмах кӗтесӗнчи евӗрлех, хитре юрӑ шӑрантаракан кайӑксем кӑна ҫитмеҫҫӗ», — паллашатӑп пациентсен хаклавӗпе.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Чӗлхе Киева ҫитерет пулсан, ӗҫченлӗх тӗнче тытса тӑрать темелле.
Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Халӗ 5-ри Сара виҫӗ чӗлхе тӗшмӗртет: тутарла, чӑвашла тата вырӑсла.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ача ҫуртӗнче ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, Танзельӑна чылайӑшӗ ҫемьене илесшӗн пулнӑ, анчах хӗрача Афиатулловсемпе ҫеҫ пӗр чӗлхе тупайнӑ.
Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Афиатулловсен ҫемйине килсен Танзеля ашшӗпе амӑшӗн юлташӗсемпе, тӑванӗсемпе тӳрех пӗр чӗлхе тупнӑ.
Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Апла пулин те пуринчен ытла вӑл ют чӗлхе урокне кӑмӑллать.
Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Каччӑ Маринӑн тӑванӗсемпе тӳрех пӗр чӗлхе тупнине палӑртса хӑвармалла.
Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Тӑван чӗлхе вӗрентекен педагогсем уҫӑ куроксем, шкул хыҫҫӑнхи мероприятисем, мастер-классем, ҫавра сӗтелсем ирттернӗ.
Чӗмпӗрте — тӑван чӗлхе вӗрентекенсен форумӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11869.html
Халлӗхе вара Шупашкар влаҫӗсем нарӑс пуҫламӑшӗнчен тытӑнса уйӑх ытларах тапхӑрта тӗп хулари ҫулсен 2,6 пин тӑваткал метрпа танлашакан лаптӑкне шӑратнӑ асфальтпа саплани пирки хӑпартланса пӗлтерни ҫулсен юсавлӑхӗпе ҫыхӑннӑ чӑн лару-тӑрӑва сӑнлать темешкӗн ниепле те чӗлхе ҫаврӑнмасть.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Садикре ӗҫлекенӗн вара пӗчӗксерсемпе пӗр чӗлхе тупма, вӗсен кӑмӑлне ҫавӑрма пӗлмелле.
Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
10-мӗш класри Анна Серебрякова, 11-мӗшӗнчи Ксения Родионова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑван патшалӑх педагогика университечӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ирттернӗ олимпиадӑра, акӑ, иккӗшӗ те иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html
«Тӑван чӗлхе хисепӗ, сумӗ ӳстӗр тесе» район, республика шайӗсенчи тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑна хутшӑнсах тӑни пирки пӗлтереҫҫӗ унтисем.
Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html
Хальлӗхе ку чӗлхе корпусӗнче 100 яхӑн текст.
Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html
Душмансене курнӑ паллах: эпир «чӗлхе» тытма ҫӳренӗ-ҫке.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Украинӑра пӑтранма пуҫласан юлташсем тӑшман пулса тӑнӑ, расна шухӑшлаҫҫӗ, пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ.Когда начался на Украине мятеж, друзья стали врагами, по-разному думают, не могут найти общий язык.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№