Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Аллисем (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку каччӑн аллисем ылттӑн!

Да у этого парня золотые руки!

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Аллисем ҫинҫе.

Руки тонкие.

Генерал-Кар // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Ылтӑнӑм, аллисем, урисем!..

— Головушка моя, рученьки, ноженьки!..

«Кунта вӗсем, кунта» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Аллисем унӑн ӑскӑч пек сарлака, ҫирӗп тытаҫҫӗ.

Руки у него широкие, совками, цепкие.

Митяй тете // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Аллисем чӗтреҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗлӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Туять Аксинья, — Григорин пӗтӗм пысӑк кӗлетки шултӑран чӗтренӗ евӗр сӑрхӑлтатать, аллисем унӑн ҫулӑм пек вӗри.

Аксинья чувствовала, как в крупной дрожи сотрясается все большое тело Григория, а руки его пламенно горячи.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, хӑй ӑшӗнче тӑвӑнса ҫитнӗ ҫилӗ вӗресе тӑнине туйса, Наталйӑн тутри айӗнчен аллисем ҫине усӑнса аннӑ пӗр ярӑм хура ҫӳҫ пайӑрки ҫине шӑтарса пӑхрӗ.

Аксинья, чувствуя, как мечется в ней безысходная злоба, глядела на прядь прямых черных волос, упавших из-под платка на руку Натальи.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Вӑрҫӑ хыҫҫӑн мӗн тума шутлатӑн эсӗ? — тесе ыйтрӗ Листницкий, вольноопределяющийӗн лаша тӗкӗ пек ҫӑмпа витӗннӗ аллисем ҫине пӑхса.

— Что вы думаете делать после войны? — почему-то спросил Листницкий, глядя на волосатые руки вольноопределяющегося.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хавассӑнах хӗҫне хывма тытӑнчӗ, анчах хӑйӗн аллисем сисӗнчӗклӗнех чӗтреҫҫӗ те, вӑл хӗҫ ҫаккин перешкине ниепле те вӗҫертеймест.

Он с готовностью стал снимать ремень, но руки его заметно дрожали, ему никак не удавалось отстегнуть пряжку.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн вӑрӑм та шӑнӑрлӑ, калама ҫук сарлака аллаппиллӗ аллисем хускалмасӑрах ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Его длинные, жилистые, непомерно широкие в кисти руки висели неподвижно.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ ҫемҫен кӑна унӑн хӑйӗн аллисем яланах тарласа ҫӳрени ҫинчен асӑрхаттартӑм.

Я резонно заметил, что у нее постоянно мокрые ладони.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ нихҫан та ҫынсен аллисем ун пек тарланине курманччӗ.

Я никогда не встречал, чтобы у людей так потели руки.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй вӑл кӑштах чӗтрекелет, ҫурӑмӗпе аллисем ҫинчи тирӗ унӑн пӳрлешкеленсе хӑмпӑлчӑланнӑ.

Кожа на спине его и руках поднялась пупырышками.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Крючков ӗҫме тытӑнчӗ, хӑйӗн аллисем йывӑр патье ҫӗклесе тӑнипе чӗтреҫҫӗ; хӗрлӗ лампасӗ ҫине шыв тумламӗсем, татӑла-татӑла ӳксе, юхса анчӗҫ.

Крючков пил, рука его, державшая на весу тяжелую бадью, дрожала от напряжения; на красную лампасину шлепали, дробясь и стекая, капли.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аллисем чарӑна пӗлми чӗтреҫҫӗ.

У нее дрожали, подламываясь, руки.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий сӑрӑ чӑмакка евӗр Франьӑна икӗ казак аллисем ҫине йӑтса ҫӗкленине курчӗ (хӗрӗн урисем, юбка айӗнчен шӗвӗр кӗтеслӗн мӑкӑрӑлса тухса, нимӗн хускалмасӑр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ).

Григорий видел, как двое подняли серый сверток — Франю (у нее, выпирая под юбкой острыми углами, неподвижно висели ноги).

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лутака кӗлеткеллӗскер, пӗтӗмпе кӑвакарса-симӗсленсе кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑскер (аллисем ҫинче те-ха унӑн кӑвак тӗксем пулнӑ), ача чухнех чукмарпа ҫапса лапчӑтса лартнӑ сӑмсаллӑскер, вӑл яланах пӗчӗк ача пек ӑшшӑн ейӗлсе, йӑл кулса ҫӳренӗ, кулнӑ май хӗрлӗ пӗркеленчӗклӗ куҫӗсене мӑчлаттарса, йӗри-тавралла уҫӑ кӑмӑллӑн пӑхнӑ.

Низенький, весь в зеленой седине (на руках и то рос седой волос), с носом, расплюснутым еще в детстве ударом чекмаря, вечно улыбался он голубой детской улыбкой, мигая на окружающее простодушными, в красных складках, глазами.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аллисем — во! — Авдеич хӑйӗн вӑрӑм аллисене хӑлаҫласа кӑтартрӗ, — пуҫӗ, — тупа туршӑн та суймастӑп — така хуранӗ пысӑкӑш.

— Ручина — во, — Авдеич развел граблястые руки, — голова — ей-богу, не брешу — с польско́й котел.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Федот унӑн шултра аллисем ҫине ӗненмесӗртерех пӑхса илчӗ.

Федот недоверчиво оглядел его крупные руки.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аслашшӗн аллисем тӑрӑх хаваслӑ хӗрлӗ юн мар, хӑмӑр-кӑвак тӑмлӑрах тӑпра юхнӑн туйӑннӑ ӑна.

Казалось ей, что по дедовым рукам течет не веселая алая кровь, а буро-синяя суглинистая земля.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней