Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ытла сăмах пирĕн базăра пур.
ытла (тĕпĕ: ытла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал акцие районӗпе 1000 ытла ҫын хутшӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пурнӑҫӗ ытла ир татӑлнӑ поэт тӑванӗсем, ял-йыш ӑна паянхи кун ҫапла сума суни савӑнтарчӗ.

Помоги переводом

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Карели АССРӗн Лоухи районӗнчи Сосновка поселокӗнче тӑванла масарта виҫӗ пин ытла салтак канӑҫ тупнӑ.

Помоги переводом

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

1945 ҫулхи январӗн 24-мӗшӗнче Прибалтикӑна нимӗҫ фашисчӗсенчен ирӗке кӑларнӑ чухне ӗҫтешӗмӗрсен батальонӗ харсӑрлӑх кӑтартса паттӑрлӑхпа палӑрнӑ, 40 ытла нимӗҫе тӗп тунӑ, вӗсен ҫар хатӗрӗсене туртса илнӗ.

Помоги переводом

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Вӑл кӳнӗ суран вара ҫичӗ теҫетке ҫул ытла иртсен те ҫынсен чӗрисенче тӳрленмест, йӑшкать те йӑшкать, чуна ыраттарать.

Помоги переводом

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Унтанпа акцие хутшӑнакансен шучӗ ӳссех пынӑ, пӗлтӗр майӑн 9-мӗшӗнче, Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул ҫитнине уявланӑ кун, «Вилӗмср полк» акцие ҫӗршывӗпе 12 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

3600 ытла салтак вара каялла таврӑнайман.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Пирӗн районтан Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа 7 пин ытла ҫын тухса кайнӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Малти Тукая пӗчӗк ял теме ҫук: 200 ытла килте пурӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Техника - нумай, ача-пӑча вара... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

10 ҫул ытла пӗрле ҫӳренӗ хыҫҫӑн 2015 ҫулта пӗрлешрӗҫ.

Помоги переводом

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Республика Правительствин членӗсемпе, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен вырӑнти тытӑмӗсен тата хула округӗсен ертӳҫисемпе ирттерекен планеркӑна ӗнер Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хӑшпӗр йышӑнупа килӗшӳллӗн 2016 ҫулта федераци бюджетӗнчен пирӗн республикӑна 4 млрд ытла тенкӗ куҫмаллине, ҫав нухратран хӑш тытӑма мӗн чухлӗ укҫа тивӗҫессине палӑртнинчен пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксене ҫыхӑнтаракан юхӑм кирлех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Йывӑҫ пӳрт икӗ ҫул ытла пушӑ тӑнӑ.

Больше двух лет бревенчатый дом пустовал.

Элӗк районӗнче 7 ҫын ҫунса вилнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12303.html

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчех агропромышленноҫ комплексӗнче ертсе пыракан должноҫра 10 ҫул ытла ӗҫленӗ ҫынсен куҫса ҫӳрекен фотокуравне, Мухтав Аллейине уҫнӑ.

Помоги переводом

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Палӑртнӑ ӗҫе вӗҫлесен тӑван тӑрӑха таврӑнма тухнӑ Патӑрьел каччи, анчах пуйӑс пулманран Бакура пӗр эрне ытла ларма тивнӗ.

После выполнения работы батыревский паренек собрался в родные края, но из-за того, что не было поезда пришлось неделю с лишним просидеть.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче 93 ҫул тултараканскер 70 ытла ҫул каялла хӑй ытти совет салтакӗ-офицерӗпе пӗрле мӗн курни-тӳснине питӗ лайӑх астӑвать, кашни самант пирки тӗплӗн каласа кӑтартма пултарать.

Он хорошо помнит, что пришлось пережить ему со всеми остальными советскими солдатами и офицерами 70 с лишним лет тому назад, может конкретно рассказать о каждом моменте, а ведь в конце мая ему исполнится 93 года.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Унтанпа 10 ҫул ытла иртрӗ пулӗ…

С тех пор больше 10 лет прошло наверное...

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Канаш районӗнчи уй-хирте 200 ытла трактор кӗрлевӗ тавралӑха куллен сарӑлать.

Каждый день на полях Канашского района раздаётся вокруг гул более 200 тракторов.

Уй-хирте техника кӗрлет // Семен ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

«Операци ирттермелли залсем кӑткӑс техникӑпа пуян, хӑйсен ӗҫне профессионалсен шайӗнче пурнӑҫлакан пӗр шухӑшлӑ сиплевҫӗсен туслӑ ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ. Операцисен 60 процентне ытла пӗчӗк инвазивлӑ технологисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли — ӗҫӗн ырӑ ҫимӗҫӗ: операцисен пысӑк эффективлӑхӗ тата пӗчӗк ачасем вилессин Раҫҫейри чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ — 3,3 промилле. Вӗсене ҫӗнсе илмешкӗн мӗнлерех тӑрӑшма тивнине тата ача-пӑча хирургӗсем пысӑк тӳпе хывнине пурте аван туятпӑр», — ҫапла хакланӑ Владимир Круглый регионти ертсе пыракан ача-пӑча сиплевӗн учрежденийӗн ӗҫне.

Помоги переводом

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Мероприятие Раҫҫей специалисчӗсем кӑна мар, унччен тӑванла республикӑсем шутланнӑ ҫӗршывсен хирургӗсем те хутшӑннӑ: хӑнасем ҫӗршывӑн 50 ытла регионӗнчен тата Беларуҫран, Кӑркӑсстанран, Узбекистанран пухӑннӑ.

Помоги переводом

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ытла та илӗртӳллӗ пек.

Помоги переводом

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней