Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра

Автор: Надежда СЯДАРОВА

Источник: «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Добавлен: 2016.05.11 10:55

Предложений: 47; Слово: 540

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: История

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи кӗрленӗ кунсем, ҫулсем иртнӗҫемӗн хыҫа юлса пыраҫҫӗ. Вӑл кӳнӗ суран вара ҫичӗ теҫетке ҫул ытла иртсен те ҫынсен чӗрисенче тӳрленмест, йӑшкать те йӑшкать, чуна ыраттарать. Пирӗн ҫӗршыва тӑнӑҫ пурнӑҫ парнелессишӗн хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтака асра тытмалла.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫлансанах ял-хулара пурӑнакан пин-пин ҫын вырӑнти ҫар комиссариачӗсене пынӑ, хӑйсен ирӗкӗпе нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма каяссине пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑннӑ судьясем те пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче кӑна хӑйсен ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑшӑн 40 судьяна ӗҫрен хӑтарнӑ.

Тӗрлӗ сведенисем тӑрӑх, 1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршыва паттӑрла хӳтӗленисен йышӗнче 150 судья пулнӑ. Кашни ҫапӑҫурах вӗсем ыттисемпе танах харсӑрлӑхпа палӑрнӑ. Сӑмахран, Элӗк, Красноармейски районӗсенче халӑх судйинче ӗҫленӗ А.Р.Логинов лейтенант 1943 ҫулта кӗркунне Днепр шывӗ урлӑ каҫнӑ чухне ӗмӗр асран кайми паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Ҫавӑн пекех Алексей Романович анчах «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль, ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑшӑн ятарлӑ паллӑна тивӗҫнӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ судьясен паттӑрлӑхне асра тытас, вӗсем ҫинчен ҫамрӑксене каласа парас тӗллевпе Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле 2015 ҫулта Чӑваш Республикин Аслӑ Сучӗ «Ҫӗнтерӳ салтакӗсем: Чӑваш Республикин судйисем» кӗнеке кӑларнӑччӗ. Унта Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ, тӗрлӗ ҫулсенче халӑх судйинче ӗҫленисен ячӗсене те кӗртнӗ.

Флегонт Парамонович Парамонов 1901 ҫулта Чӑваш Сурӑм вулӑсӗнчи Янӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршыва сыхлама ӑсаниччен Етӗрне уесӗнчи 3-мӗш участокри страховани агенчӗ патӗнче, Чӑваш Сурӑмӗнчи вулӑс правленийӗнче писарьте ӗҫленӗ. Чӑваш Сурӑмӗнчи сельпора счетоводра тӑрӑшнӑ. 1932-1939 ҫулсенче Элӗк районӗн халӑх судйинче ӗҫленӗ. Ҫав тапхӑртах 1937 ҫулта 6 уйӑх юридици енӗпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ. 1939 ҫулхи августӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1941 ҫулхи сентябрӗн 7-мӗшӗччен - Чӑваш АССР Аслӑ сучӗн членӗ.

Ӗҫтешӗмӗре 1941 ҫулхи сентябрӗн 9-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫара мобилизациленӗ. 1942 ҫулхи февраль уйӑхӗнче фронтра стрелоксен полкӗ йышӗнчи 169-мӗш дивизийӗ хаяр ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Чылай салтак йывӑр суранланнӑ, вилнӗ. Ҫакӑн чухне ӗнтӗ Ф.Парамоновӑн та пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ӑна Курск облаҫӗнчи Прохоровски районӗнчи Правороть салинче пытарнӑ. Ентешӗмӗрӗн дивизийӗ ҫапӑҫусемпе Курск облаҫӗнчен Беларусси витӗр Берлин еннелле ҫул тытнине те палӑртмасӑр иртме ҫук. Стрелоксен 169-мӗш дивизине Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ.

1912 ҫулта Этмен ялӗнче ҫуралнӑ Сергей Семенович Каратаев вӑрҫӑ ҫулӗсенче тӗрлӗ ҫар округӗсенче ҫар трибуналӗн председателӗнче ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех 1914 ҫулта Шур-Пусай ялӗнче ҫуралнӑ Василий Ефимович Ефимова та асӑнмасӑр иртме ҫук. Вӑл та хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫар трибуналӗн членӗ пулнӑ. «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Кавказа хӳтӗленӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ.

Тепӗр ӗҫтешӗн ячӗ те вилӗмсӗр. 1906 ҫулта Улӑх-Шӗмшешре ҫуралнӑ Николай Андрианович Казаков судья тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтрах 1942 ҫулхи февраль уйӑхӗнче фронта ӑсаннӑ. Ҫав ҫулах апрелӗн 12-мӗшӗнче, августӑн 23-мӗшӗнче, октябрӗн 20-мӗшӗнче аманнӑ. Апла пулин те сипленнӗ хыҫҫӑн каллех ҫапӑҫу хирне кайнӑ. 1945 ҫулхи январӗн 24-мӗшӗнче Прибалтикӑна нимӗҫ фашисчӗсенчен ирӗке кӑларнӑ чухне ӗҫтешӗмӗрсен батальонӗ харсӑрлӑх кӑтартса паттӑрлӑхпа палӑрнӑ, 40 ытла нимӗҫе тӗп тунӑ, вӗсен ҫар хатӗрӗсене туртса илнӗ. Январӗн 26-мӗшӗнче Калитӑн ҫурҫӗр районӗнчи пунктне тапӑннӑ чухне Казаков майорпа салтаксен пӗр ушкӑнӗ нимӗҫсен блиндажне гранатӑсем пӑрахнӑ. Ҫакӑн чухне ентешӗмӗр кӑна 10 нимӗҫе вӗлернӗ, 2-шне тыткӑна илнӗ. Ӑна 1945 ҫулхи февралӗн 27-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе, каярахпа «1941 - 1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе чысланӑ.

Вӑрҫӑ паттӑрӗсен йышӗнче Элӗк районӗнчи хӗр-хӗрарӑмсем пуррине те палӑртма кӑмӑллӑ. 1922 ҫулта Лупашка ялӗнче ҫуралнӑ Мария Ксенофонтовна Петрова ячӗ те историре ҫырӑнса юлнӑ. 20-ри хӗр 1942 ҫулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Ӑна сывлӑшран сӑнамалли, пӗлтермелли тата ҫыхӑну тытмалли 101-мӗш уйрӑм батальонне янӑ. Аслӑ радиотелеграфист батальона информаци пӗлтерсе тӑнӑ. 1945 ҫулта ӑна мобилизациленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте суд тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденне тивӗҫнӗ. Элӗк районӗнче суд тытӑмӗнче ӗҫленӗ вӑрҫӑ паттӑрӗсене асӑнса стенд хатӗрленӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней