Поиск
Шырав ĕçĕ:
37. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 38. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: вӗсем хӑйсен тумтирӗсен арки вӗҫне ҫӳҫе яччӑр, тумтирӗ арки вӗҫӗнчи ҫӳҫене сенкер ҫӑм ҫиппи туртса тухчӑр; ҫапла тӑвасси сирӗн сыпӑкран сыпӑка пытӑр; 39. ҫӳҫене ҫип яни акӑ мӗншӗн кирлӗ: эсир, ун ҫине пӑхса, Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур ӳкӗтне аса илсе тӑрӑр, вӗсене пурӑнӑҫласа тӑрӑр, хӑвӑра аскӑн ӗҫ енне туртакан кӑмӑлӑр, куҫӑр хыҫҫӑн каймӑр, 40. сирӗн Манӑн мӗнпур ӳкӗтӗме асра тытса пурӑнӑҫласа тӑмалла пултӑр, хӑвӑр Туррӑр умӗнче сӑваплӑ пулмалла пултӑр.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: санӑн сӑмахушӑн каҫаратӑп; 21. Эпӗ пур, [Манӑн ятӑм та яланах пур,] пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе тулнӑ: 22. Манӑн мухтавлӑхӑма, Манӑн Египетра тата пушхирте тунӑ паллӑмсене курнисем, Мана ӗнтӗ вунӑ хут сӑнанисем, Манӑн сӑмахӑма итлеменнисем 23. Эпӗ тупа туса хӑйсен ашшӗсене пама пулнӑ ҫӗре пӗри те кураймӗ; [ҫак ҫӗре вӗсен ачисене ҫеҫ — ҫакӑнта Манпа пӗрле тӑракансене, мӗн ыррине, мӗн усаллине пӗлменскерсене, пӗтӗм пӗчӗк ачана, нимӗн те ӑнланманскерсене ҫеҫ — парӑп,] Мана тарӑхтаракансем вӑл ҫӗре пӗри те кураймӗҫ; 24. Хамӑн Халев чурама вара хӑй ӑшӗнче урӑх шухӑш тытманшӑн, Мана пӗтӗмпех итлесе тӑнӑшӑн хӑй кайса килнӗ ҫӗре илсе кӗрӗп, ку ҫӗре унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗхе илӗ; 25. амаликсемпе ханаансем айлӑмра пурӑнаҫҫӗ; ыран каялла ҫаврӑнӑр та пушхире Хӗрлӗ тинӗс енне кайӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Нав ывӑлӗ Иисус тата Иефонния ывӑлӗ Халев, ҫӗр пӑхма кайса килнӗскерсем, хӑйсен тумтирне туртса ҫурнӑ та 7. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне ҫапла каланӑ: эпир пӑхса ҫаврӑннӑ ҫӗр питех те, питех те аван; 8. Ҫӳлхуҫа, пире кӑмӑл курсассӑн, пире ҫав ҫӗре илсе кӗрӗ, ӑна — сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — пире парӗ; 9. анчах Ҫӳлхуҫана хирӗҫ ан тӑрӑр, ҫав ҫӗрти халӑхран ан хӑрӑр; вӗсем пирӗн алла лекӗҫ: вӗсен хӳтлӗхӗ пӗтрӗ, пирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫамӑр; вӗсенчен ан хӑрӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 3. ху патӑнтан ҫынсем яр, вӗсем Эпӗ Израиль ывӑлӗсене парас ҫӗре, Ханаан ҫӗрне, пӑхса килччӗр; хӑйсен ашшӗсен йӑхӗнчен пӗрер ҫын — пӗрер пуҫлӑх — ярӑр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем хушшинчи ютран килнӗ ҫынсем хӑйсен пилне чарайманнине палӑрта пуҫланӑ; вӗсемпе пӗрле Израиль ывӑлӗсем те йӗрсе ларнӑ: пире кам аш ҫитерӗ?
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 24. левитсем тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун ҫакӑ: пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене вӗсен ҫирӗм пилӗк ҫулхисенчен пуҫласа унран аслӑраххисем туса тӑмалла, 25. аллӑ ҫула ҫитсессӗн вара ӗҫлесе тӑма чарӑнмалла, малалла ӗҫлемелле мар: 26. ун чухне вӗсем хӑйсен тӑванӗсене пуху чатӑрӗ патӗнче хурал тӑма пулӑшчӑр, ӗҫлессе ан ӗҫлеччӗр; ӗҫӗ-хӗлӗ тӗлӗшӗнчен эсӗ левитсене ҫапла тытса тӑр, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Левитсем тасалнӑ, хӑйсен тумтирӗсене ҫуса тасатнӑ; Турӑ умӗнче Аарон вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене тунӑ, вӗсем таса пулччӑр тесе, Аарон вӗсене тасатнӑ; 22. ҫакӑн хыҫҫӑн левитсем Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умӗнче пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсем хушшинчен левитсене ил те вӗсене тасат; 7. тасатасса вӗсене ҫапла тасат: вӗсене тасатмалли шывпа сирпӗт, вӗсем пӗтӗм ӳтне ҫӳҫ касмалли ҫӗҫӗпе хырччӑр, тумтирӗсене ҫуса тасатчӑр, вара таса пулӗҫ; 8. унтан пӑру илччӗр, унпа пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗ хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — илччӗр; ҫылӑх парни кӳме тата тепӗр пӑру ил; 9. вара левитсене пуху чатӑрӗ умне илсе пыр; Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пуҫтар та 10. вӗсен левичӗсене Ҫӳлхуҫа умне тӑрат, Израиль ывӑлӗсем хӑйсен аллисене левитсем ҫине хуччӑр; 11. Аарон вара левитсене Ҫӳлхуҫана халаллатӑр: вӗсем Израиль ывӑлӗсем вырӑнне Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑччӑр; 12. левитсем хӑйсен аллисене пӑрусен пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗр пӑрӑвне ҫылӑх парни кӳр, теприне левитсене тасатмашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳр; 13. унтан левитсене Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умне тӑрат, вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене туса ҫитер.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пуҫлӑхсем, парне вырӑнне ҫу сӗрсе, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳмелли кун памалли парнесем илсе пынӑ, хӑйсен парнисене вӗсем парне вырӑнӗ умне тӑратнӑ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей кӗлӗ чатӑрӗ туса лартса ӑна тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, 2. унта Израилӗн [вуникӗ] пуҫлӑхӗ, кил-йыш пуҫӗсем, йӑх пуҫлӑхӗсем, халӑха шута илнине йӗркелесе тӑнӑскерсем, пынӑ, 3. вӗсем Ҫӳлхуҫа умне хӑйсен парнисене — вителӗклӗ ултӑ кӳме тата вуникӗ вӑкӑр — илсе пынӑ: икӗ пуҫлӑхран пӗрер кӳме, кашни пуҫлӑхран пӗрер вӑкӑр панӑ — ҫакна вӗсем кӗлӗ чатӑрӗ умне кӳрсе тӑратнӑ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Моисейпе Аарон тата Израиль пуҫлӑхӗсем левитсене пурне те шута илнӗ; вӗсене, 47. пуху чатӑрӗнче ӗҫлеме юрӑхлисене тата унӑн япалисене йӑтса ҫӳреме пултараканнисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 48. шута кӗнисем сакӑр пин те пилӗкҫӗр сакӑрвунӑ ҫын пулнӑ; 49. Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсен кашнийӗн мӗн ӗҫ тумаллине, мӗн йӑтса ҫӳремеллине палӑртса хунӑ; вӗсене, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42-43. Унтан Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 44. вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, [хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх] шутласа тухсассӑн, виҫӗ пин те икҫӗр ҫын пулнӑ: 45. ҫаксем — Мерари ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38-39. Унтан Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 40. вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын пулнӑ: 41. ҫаксем — Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34-35. Вара Моисейпе Аарон тата халӑх пуҫлӑхӗсем Кааф ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 36. вара, вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ҫичҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ: 37. ҫаксем — Кааф ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Мерари ывӑлӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тух, 30. пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене туса тӑмашкӑн ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, шутласа тух.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ: 22. Гирсон ывӑлӗсене те хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тух, 23. пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене туса тӑмашкӑн ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, шутласа тух.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кааф ывӑлӗсем [ҫак левитсем хӑйсен ӑрӑвӗпе, хӑйсен килӗ-йышӗпе] пуху чатӑрӗнче ӗҫлемелли ӗҫ акӑ: вӗсен Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме йӑтса ҫӳремелле.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Левий ывӑлӗсем хушшинчен Кааф ывӑлӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тух, 3. пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, шутласа тух.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Мерарирен Махли ӑрӑвӗпе Муши ӑрӑвӗ пулса кайнӑ: ҫаксем Мерари ӑрӑвӗсем пулаҫҫӗ; 34. шутласа тухнӑ арҫынсем, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, мӗнпурӗ ултӑ пин те икҫӗр ҫын; 35. Мерари ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ Цуриил, Авихаил ывӑлӗ; вӗсен хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енне лартмалла; 36. Мерари ывӑлӗсене кӗлӗ чатӑрӗн пӑрӑсӗсемпе каштисене, унӑн юписене, унӑн тӗпӗсене, унӑн мӗнпур япалипе пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрне астуса тӑма хушмалла 37. тата вӗсене картишӗн пур енчи юписемпе вӗсен тӗпӗсене, вӗсен шалчисемпе вӗренӗсене астуса тӑма хушмалла.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Кааф ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем хӑйсен тапӑрне кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне лартмалла; 30. Кааф ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗ вара Елцафан, Узиил ывӑлӗ; 31. вӗсем пӑхмалли япаласем: саккун арчи, сӗтел, ҫутаткӑҫ, парне вырӑнӗсем, кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан сӑваплӑ савӑт-сапа, чаршавпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.