Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Анчах Руфь ҫапла каланӑ: хӑвна пӑрахса хӑварма, хӑвӑнтан уйӑрӑлса кайма ан хисте мана; эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнта пыратӑп, эсӗ ӑҫта пурӑнӑн, эпӗ те ҫавӑнта пурӑнӑп; санӑн халӑху — манӑн халӑхӑм, санӑн Турру манӑн Туррӑм пулӗ; 17. эсӗ ӑҫта вилӗн, эпӗ те ҫавӑнта вилсе ҫӗре кӗрем; Ҫӳлхуҫа мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр; мана санран вилӗм ҫеҫ уйӑрӗ, тенӗ.
Руфь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Моисей хунӗ Иофор унӑн ывӑлӗсемпе, унӑн арӑмӗпе пӗрле Моисей патне пушхире, Турӑ тӑвӗ патӗнче тапӑрӑн ларса тухнӑ ҫӗре, ҫитнӗ те 6. Моисее хыпар тунӑ: эпӗ, Иофор хуню, сан патна пыратӑп, арӑму та, унпа пӗрле унӑн икӗ ывӑлӗ те пыраҫҫӗ, тенӗ.
Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.