Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тахҫан сăмах пирĕн базăра пур.
Тахҫан (тĕпĕ: тахҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Тӑна ҫухатас умӗн тахҫан малтан хамӑн таврара мӗн пуррине курмастӑмччӗ пулас эпӗ, — апла пулмасан ӑҫтан-ха пуҫӑм вӗҫенчех ешӗл купӑста пуҫӗ выртать?

…Должно быть, я ничего не видел вокруг себя задолго до того, как потерял сознание, — иначе откуда мог бы появиться рядом с моей головой этот пышный бледно-зелёный кочан капусты?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах хальхи самантра вӑл мана тахҫан палланӑ ҫын пек, ирсӗр пулсан та «хамӑрӑн» пек курӑнчӗ.

Но в эту минуту он представился мне каким-то давно знакомым, привычным, так сказать «своим», подлецом!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах куҫа палӑрсах кайми халӑх хушшинчен хам тахҫан ыталанӑ чух кӑмӑлсӑр пӑхакан Катя мар тухса тӑчӗ ман умма, хама телей кӳрекен Катя мар — урӑххи тухрӗ.

Но не Катя, у которой становилось строгое выражение, когда я обнимал её, не Катя, которая была моим счастьем, вышла из нестройной туманной толпы и встала передо мною.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах, тупата, мӗн пулса тӑнӑ-ха ҫак тахҫан тирпейлӗ те сапӑр пулнӑ кухньӑран!

Но боже мой, во что превратилась эта старинная уютная кухня!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ача чухнехи, тахҫан манӑҫа юлни хама кӑшт ҫеҫ сисӗнмелле сӗртӗнсе иртрӗ.

Детское, забытое воспоминание чуть слышно коснулось меня.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак карточкӑна тахҫан хам аллӑмра тытса курнӑ пек.

Мне представилось, что некогда я держала в руках это фото.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашов вара Розалия Наумовна тахҫан сӑрлама вӗрентнӗ ачасене тара тытрӗ.

Он нанял мальчиков — тех самых, которых Розалия Наумовна учила красить.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку хыпар чӑнччӗ, ман чӗрене ҫунтаракан чӑнлӑхчӗ ку, эпӗ вара тахҫан хам ӑна пӑхӑнтарса тӑнине туймасӑр, тавҫӑрмасӑр итлерӗм.

Это было правдой, страшной для меня правдой, а я слушала его небрежно, с давно забытым чувством власти над ним.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан палланӑ ҫын.

— Старый друг.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара килтем те, Саня халь те эсир тахҫан Энск патӗнчи инҫетри ялта юр хӳсе кайнӑ пӗчӗк пӳрте манса хӑварнӑ стетоскопӑра хӑйпе пӗрле илсе ҫӳрет, терӗм.

Потом вернулась и сказала, что Саня до сих нор возит с собой стетоскоп, который доктор когда-то забыл в занесённой снегом избушке в глухой, далёкой деревне под Энском.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ытла та кӑткӑсчӗ пулӗ, пӗлместӗп ӗнтӗ — ахальтен мар вӗт тахҫан Иван Павлович мана Саньӑна ытла кӑткӑс пӗлетӗн, терӗ, — анчах «халӗ эпир пӗр тан» ӗнтӗ — акӑ мӗнле ӑнлантӑм эпӗ унӑн ҫыруне, ун ҫинчен пӗр сӑмахпа каламанччӗ пулин те, «санӑн темле хыпар илтме те хатӗр пулмалла — урӑх эпӗ санран нимӗскер те пытармастӑп», тесе ҫырать.

Не знаю, может быть, это было слишком сложно — недаром Иван Павлыч когда-то говорил, что я понимаю Саню слишком сложно, — но «теперь мы равны» — вот как я поняла его письмо, хотя об этом не было сказано ни слова. «Ты должна быть готова ко всему — я больше ничего от тебя не скрываю».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан эпир кӳлесем ҫине унпа пӗрле Париж ешӗлне сапаттӑмӑр.

 — Когда-то мы вместе с ним распыляли над озёрами парижскую зелень.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытти палӑксене куҫарса кайнӑччӗ ӗнтӗ, е хӑйӑрлӑ михӗсен хушшине туса пытарнӑччӗ, Сфинксем вара темшӗн ӗлӗкхи пекех, тахҫан 1941-мӗш ҫулхи июнӗн 22-мӗшченхи мирлӗ кунсенчи пекех выртатчӗҫ.

Другие памятники были уже сняты или завалены мешками с песком, а Сфинксы почему-то ещё лежали, как прежде, в далёкие мирные времена, до 22 июня 1941 года.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан эпир Варяпа Саратова упӑшкамӑрсем патне кайнӑччӗ те, ҫавӑн чухнех-ха эпӗ вӑл шӑл тухтӑрӗ иккенне пӗлсен, хам тӗлӗннине астӑватӑп.

Когда-то мы с этой Варей ездили к мужьям в Саратов, и ещё тогда я, помнится, удивилась, узнав, что она зубной врач.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Валя тахҫан фотолаборатори тунӑ чӑланта кипкесем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

В чулане, из которого Валя когда-то сделал фотолабораторию, висят пелёнки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан эпир, пӗчӗккӗ пулсан та хастарскерсем, ҫак хулан лӑпкӑ та тӗттӗм урамӗсемпе иртсе пыраттӑмӑр.

Когда-то маленькие, но храбрые, мы шли по тёмным и тихим улицам этого города.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан эсӗ мана, летчик пулатӑп, тесеттӗн, «Ҫар летчикӗ-и?» тесе ыйтнӑччӗ те эпӗ, эсӗ мана: «Полярнӑй», терӗн, «кирлех пулсан — ҫар летчикӗ те», терӗн.

Когда-то ты сказал мне, что хочешь стать лётчиком, и я спросил: «Военным?» Ты ответил: «Полярным. А придётся — военным».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня Испани ҫинчен каласа парать те, мана тахҫан манӑҫнӑ тӗлӗнмелле туйӑм ҫавӑрса илет: такам урӑххи ҫинчен каласа панӑ пек итлетӗп ӑна эпӗ.

Саня рассказывает об Испании. И странное, давно забытое чувство охватывает меня: я слушаю его, как будто он рассказывает о ком-то другом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан эпир ҫавӑнта улма татма ҫӳреттӗмӗр.

— Когда-то мы лазили сюда за яблоками.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пысӑк Петьӑна эпир Собор садӗнче куртӑмӑр, тахҫан эпир Саньӑпа шӑпах ҫав вырӑнта кӑнтӑр варринче уйӑхпа ҫӑлтӑрсене курасчӗ тесе выртсаттӑмӑр.

Большого Петю мы находим в Соборном саду, на том самом месте, где он и Саня лежали когда-то, стараясь днём увидеть луну и звёзды.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней