Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫет (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Томпсонпа унӑн компаньонӗсен палӑртӑвӗпе килӗшӳллӗн — фирма клиенчӗ, таҫта та пулса курнӑ, ҫул ҫӳревсемпе какӑричченех тӑранса ҫитнӗ пуян ҫын, ҫӗнӗлӗхпе паллашасшӑн; вӑл вунӑ пин доллар тӳлет те ҫывӑратакан им-ҫам ӗҫет (паллах, эмелӗ сиенсӗр, хӑвӑрт сӗвӗрӗлет).

Согласно расчетам Томпсона и его компаньонов, клиент фирмы — само собой — все изведавший, объевшийся путешествиями богатый человек, которому захотелось новизны, уплатив десять тысяч долларов, принимал снотворное средство, действующее безвредно и быстро.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

Ам шывӗн ҫав тери хитре ҫыранӗсен хушшинчи ҫул ҫӳрев тапхӑрӗнче Мард аванах канчӗ, тасалчӗ; вӑл нумай ҫиет, нумай ӗҫет, амӑшӗн варӗнчи пепкелле канлӗ ҫывӑрать.

За время путешествия среди живописных берегов реки Мард отдохнул, поправился; он много ел, вдоволь пил водку и спал, как младенец в утробе матери.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Аҫа ҫаптӑр мана, — ӗҫет, виҫесӗр хытӑ ӗҫет, тӗве пек е тинӗс ҫӗленӗ пек.

Пьет, разрази меня гром, пьет здорово, как верблюд или морской змей.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Джон Манишка пӗр ултавсӑр Кирек камшӑн та ӗҫет!

Джон Манишка без обмана Пьет за всех, кому пить лень!

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Джон Манишка пӗр ултавсӑр Кирек камшӑн та ӗҫет!

Джон Манишка без обмана Пьет за всех, кому пить лень!

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Маластино Зурбаганра ларать, «Турӑҫӑм» ӗҫет, чӗр куҫҫисем ҫинче — Бутузка.

Маластино сидит в Зурбагане, пьет «боже мой» и держит на коленях Бутузку.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Дюк ӑна малтан хисеплӗн пӑхса куҫӗпе юратуллӑн ачашлать, унтан вара, техӗмлӗхшӗн тенӗ пек, хырӑмне аллипе шӑлса эхлетет те черккене васкамасӑр сыпкӑмласа ӗҫет.

Ее Дюк любовно оглаживал благодарным взглядом, а затем, проведя для большей вкусности рукою по животу и крякнув, медленно осушал.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Аппӑшӗн сӑмахӗсене итлемест автан, сивӗ шыва ӑшӗ каниччен ӗҫет — ӑна вара ҫавӑнтах сивӗ чир силлеме пуҫлать.

Не послушался петушок, напился холодной воды, и тут же стала бить его лихорадка.

Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.

Хайхискер шыв хӗррине пырать те сивӗ шыв ӗҫет.

И побежал к ручью пить холодную воду.

Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.

Виҫине пӗлмен нумай ҫынпа мӗн пулса иртет — Пэдпа та ҫавах: унӑн кӗлеткин ӗренки, нервсем ҫукки ӑратлӑ вӑкӑра аса илтереҫҫӗ: вӑл тӑранайми ӗҫет, тӗрӗсрех — кӳпет.

С Пэдом происходило то, что происходит со многими неумеренными людьми, если их телесное сложение и отсутствие нервов хотя отдаленно напоминают племенного быка: он впился.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Чыхӑна-чыхӑна кайса эрех ӗҫет.

Он, задыхаясь, пил водку.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ытти карапсем пӗр портран ӑнӑҫлӑн тиенсе тухаҫҫӗ те тепринче тӗрӗс-тӗкел пушанаҫҫӗ; экипаж хупахри сӗтел хушшине ларнӑ та — ишсе таврӑннӑ ятпа мухтав юрри юрлать, рехетленсе эрех ӗҫет.

Третьи корабли благополучно грузились в одном порту и выгружались в другом; экипаж, сидя за трактирным столом, воспевал плавание и любовно пил водку.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— «Мана Грэй ҫӑтмаха лексен ӗҫет!».

«Меня выпьет Грэй, когда будет в раю!»

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӑшӑл ҫинче латинла ҫыру: «Мана Грэй ҫӑтмаха лексен ӗҫет».

На обручах латинская надпись: «Меня выпьет Грэй, когда будет в раю».

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тепӗр чух уявсенче ҫынсем ӑна хупахра курма пултараҫҫӗ, анчах вӑл унта нихӑҫан та нумай лармасть, сӗтел умӗнчех хыпаланса эрех ӗҫет те — мӗн те пулин ыйтакан-тӑвакан кӳршисене «ҫапла», «ҫук», «аванах-ха», «сывӑ пул», «майӗпен» текелесе васкавлӑн тухса утать.

По праздникам его иногда видели в трактире, но он никогда не присаживался, а торопливо выпивал за стойкой стакан водки и уходил, коротко бросая по сторонам «да», «нет», «здравствуйте», «прощай», «помаленьку» — на все обращения и кивки соседей.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл ҫеҫ-и — ҫур ял ӗҫет.

Не только он — пол деревни пьет.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Графинран темиҫе стакан сарӑ, тутлӑ мар шыв тултарса ӗҫет.

Выпил несколько стаканов противной желтоватой воды из графина.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Учӗ шыва ланкӑртаттарса ӗҫет.

Тот пил, катая клубок по горлу.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Чугай, пӗр черкке спирт ыйтса ӗҫет те, вагонран, тинӗс ҫинче ҫӳреме вӗреннӗ ҫын майлӑ йӑраланса тухать, тухать те разведкӑна кайма килӗшекен ҫынсене йӑхӑрать.

Чугай спросил чарку спирта и по-морски — косолапо — полез из вагона, выкрикивая охотников.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней