Поиск
Шырав ĕçĕ:
Валет ҫав вырӑнтах тӑрса юлчӗ; хыпаланса хулпуҫҫийӗсене хутлатрӗ те, салтак шинелӗн кӑвак ҫухи вӗҫӗнче ҫӳхе те хӑмӑр кӗмӗрчеклӗ хӑлха ҫунаттисем кӑна курӑнчӗҫ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӑкарса хунӑ арман ҫунаттисем ҫинче сӗвӗнсе кайнӑ пирсем ҫилпеле шаплатса ҫапӑнаҫҫӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий тусанпа хуралнӑ урипеле урлуҫҫирен тапса ларнӑ та, косилка ҫунаттисем купалантаракан валемсене ҫӗре ывӑтса пырать.Григорий, упираясь черной от пыли ногой в перекладину, смахивал с косилки наметанные крыльями валы.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Путене ҫунаттисем тӗслӗ калпак тӑхӑнтарнӑ пӗчӗк пуҫӗ минтер ҫинче йывӑррӑн выртать: куҫӗсене вӑл ҫывӑракан ҫын пек мар вӑйсӑррӑн хупнӑ: хӑрпахсӑр тӑрса юлнӑ ватӑ куҫсем шыҫса ҫыпҫӑннӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Юрланӑ чухне унӑн ҫунаттисем темле тӗлӗнмелле ҫӗклене-ҫӗклене илнине курсан, Сергей, тӳсеймесӗр, ун ҫине пӑхса тӑчӗ те ҫапла каларӗ:А ее крылышки при этом так вздрагивали, что Сергей невольно залюбовался ею и сказал:
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ирхи сывлӑшра машинӑсем тӗрлӗ шавпа кӗрлени, анчах ҫав кӗрлев пӗр-пӗтӗмӗшлӗ шав пулса вӑрӑммӑн янӑраса тӑни те; сап-сарӑ пучахсене хӑй айне пӗтӗре-пӗтӗре чикекен комбайнӑн инҫетрен ялтӑртатса тӑракан ҫунаттисем те; кӗлте ҫыхакан хӗрарӑмсен сулӑмлӑ аллинче хӗреслӗн-хӗреслӗн хурса тухнӑ кӗлтесем пулакан вырнӑ тырӑ та; кӗлтесемпе, ҫӗмелсемпе, улӑм куписемпе чӑпарланса анлӑланса пыракан вырнӑ тыра пусси те, — пӗр сӑмахпа каласан, мӗн ҫине пӑхатӑн, ҫавсем пурте ҫӗрле ӗҫлекенсен чун-чӗрине пурте савӑнтараҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Умӗнче ҫур литр эрех ларнине курсан, Ефим Чернявкин, хӑйшӗн пурпӗрех пулнине кӑтартасшӑн пулса, епле тӑрӑшрӗ пулсан та, сӑмси ҫунаттисем, кроликӑнни пек, сиккеленнине чарма пултараймарӗ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Часах кунта икӗ кайӑк ҫӑварӗсене ӑмансем хыпса вӗҫсе килчӗҫ; вылямалли тетте пекех пӗчӗккӗскерсем, вӗсем ытла илемлӗ тӗклӗ, мӑйӗсем, ҫурӑмӗсем, ҫунаттисем тӗрлӗрен тӗслӗ пулнипе Кондратьев ирӗксӗрех йӑл кулчӗ…
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Унпа юратнӑ ҫын патне каятӑн пулсан, вара унӑн ҫунаттисем те пур! — шанчӑклӑн каларӗ Григорий.— Если едешь на нем к любимой, так имеет! — уверенно ответил Григорий.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шӑплӑхра вӗсен ҫунаттисем вӑшлатни хуллен илтӗннӗ.
Акӑшсем // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 25–26 стр.
Тачанки темле уйрӑм йышши пулсан татахчӗ хӑть, вӑл пурин пеккиех, ун пек тачанкӑсене Кубаньре шутласа та кӑларас ҫук: кустӑрмисем те ҫавӑн пекех хавассӑн шӑлтӑртатса калаҫаҫҫӗ, урапи шӑлӗсем те ҫав-ҫавах ҫемҫен пӑшӑлтатаҫҫӗ, пушаннӑ кивӗ рессорӗсене те, саланса ӳкесрен пулас, ҫинҫе пралукпа туртса ҫыхнӑ, шуҫ ҫунаттисем те мӑкӑлтанса, пылчӑкланса пӗтнӗ, ларкӑч айне ут валли хунӑ курӑкӗ те ҫав-ҫавах симӗссӗн курӑнса выртать…
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пур аппаратсем ҫинче те лак ялтӑртатнӑ, тӗрлӗ ҫутӑ сӑрсемпе ялтӑртатнӑ, тӗрлӗ ҫутӑ сӑрсемпе сӑрласа якатнӑ йывӑҫ ялкӑшса тӑнӑ, хытӑ туртса карнӑ ҫунаттисем те ялтӑртатнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах лайӑх пӗлекен Володя куҫӗсем тӳрех асӑрхарӗҫ: Аржанец моделӗн ҫунаттисем, мотор хӑватлӑхне кура мар, ытлашши сарлака, ҫавӑнпа ӗнтӗ, вӗҫнӗ чух ӑна ҫил сулӑнтарать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫуначӗсемпе фюзеляжне тӗлӗнтермӗшле тӗрлесе пӗтернӗ: борт тӑрӑх кукӑр-макӑр сарӑ-симӗс ярӑм тӑсӑлать, ҫунаттисем тӑрӑх хӗрлӗ-хура сӑрӑпа шӑлласа тухнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Леш нумайччен лӑпланаймарӗ, чарӑнма пӗлмесӗр ӗсӗклет: пысӑк хур тунӑ-ҫке-ха, Володя ун умне кукленсе ларчӗ те хӑйӗн кӗнеке сумкине уҫса, хут шыраса пӑхрӗ; таса хут тупайман пирки, кайран вӑл-ку пуласса пӑхмасӑр, тетрадьрен пӗр листине ҫурса илчӗ, унтан, кӑранташне хӑвӑрт ҫавӑра-ҫавӑра, ачана кӑвак тинӗс, трубинчен кӑвак тӗтӗм тухакан хӗрлӗ карап, ун тӗлӗнче ҫунаттисем ҫине хӗрлӗ ҫӑлтӑр тунӑ кӑвак самолет ӳкерсе пачӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халӗ, ав, упӑшкин хытӑ сӑнаса пӑхакан куҫӗсенчен пӑрӑнаймарӗ, тинӗс леш енчен кӳрсе килнӗ тӗлӗнмелле тутлӑ шӑршлӑ симӗсрех супӑнь тытса ларнӑ май, вӑл ирӗксӗрех хӗрелсе кайрӗ, ҫитменне ҫак чарусӑр хӗрлӗ тӗс сарӑлса пынӑҫемӗн хӑлха ҫунаттисем патнех ҫитрӗ.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Христофор атте, халь ӗнтӗ кӳмере лараканскер мар, пачӑшкӑн чиркӳре тӑхӑнмалли пӗтӗм тумтирне тӑхӑннӑскер, арман йӗри-тавра утса ҫаврӑнчӗ, ӑна ҫветтуй шывпа сирпӗтрӗ, арманӗн ҫунаттисем ҫавӑн хыҫҫӑн ҫаврӑнма пӑрахрӗҫ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Иккӗмӗш ҫынни вара, пачӑшки, ҫут тӗнче ҫине хӑйӗн нӳрлӗ куҫӗсемпе тӗлӗнсе-тӗлӗнсе пӑхнӑ май вӗҫсӗр йӑлкӑшса кулать, ытлашши хытӑ йӑлкӑшнипе унӑн кулли шӗлепке ҫунаттисем ҫинех ӳкнӗн туйӑнать; пичӗ унӑн хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ тата шӑннӑ евӗр туйӑнать.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Сывлама йывӑр ӑна, сӑмса ҫунаттисем хӑпарса тӑраҫҫӗ.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Юлашкинчен тул ҫути пӳртри лампа ҫутине ҫӗнтерчӗ-ҫӗнтерчех: Шань-сы Бао-эрӑн сӑмса ҫунаттисем хӑпарса тӑнине асӑрхарӗ.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.