Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хатӗрленнӗ (тĕпĕ: хатӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшне вӑйпах килтен илсе кайма хатӗрленнӗ кун Таня килте марччӗ, — кирлӗрех, хаклӑрах япалисене пысӑк чӑматана чиксе, кӳрше кайса хума тухнӑччӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпир ҫула тухма хатӗрленнӗ вӑхӑтра ҫумӑр лӑпланма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпир апат ҫиме хатӗрленнӗ вӑхӑтра унӑн ашшӗ те килсе ҫитрӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Канаша кайма хатӗрленнӗ чух каллех ҫумӑр ҫума пуҫларӗ.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ташлама хатӗрленнӗ пек туса, Анук тутӑрне тирпейлесе ҫыхрӗ, тухса кайнӑ ҫӳҫ пӗрчисене аллипе сӑтӑрса кӗртрӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье тумланса хатӗрленнӗ ҫӗре Кӗтерук таврӑнчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫитнӗ ҫӗре Уҫка хывӑнса хатӗрленнӗ, мунча умӗнчи пысӑк чул ҫинче ларать.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫанталӑк та ҫак уява кӗтсе илме хатӗрленнӗ пекех.

Помоги переводом

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан ҫӑл патӗнче витресемпе шыв ӑсма хатӗрленнӗ Хрестук патне пычӗ.

Помоги переводом

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вырма вӑхӑтӗнче чӑвашсем мӗн авлтанах каштари автан виҫҫӗмӗш хут авӑтсан вӑраннӑ та, йӑпӑр-япӑр тӑрса, хире кайма хатӗрленнӗ.

Помоги переводом

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫынсем унчченех хатӗрленнӗ пулмалла — ял тӑрӑх ҫав сасӑ янӑраса кайсанах, пӳрчӗсенчен васкамасӑр тухса, мечӗт еннелле сулланчӗҫ, чылайӑшӗ ӑмсанчӑк куҫпа Петӗрӗн ытарайми ӑйӑрӗ ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Микуль, папкасем кӑларма хатӗрленнӗ хӑвасене сиркелесе, «Ваҫка, Ваҫка, мӗн ухмахланатӑн эсӗ», — текелесе, така патне чупрӗ, анчах мӗн ку?..

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Али-Акрамӗ, шанчӑкне пачах ҫухатнӑскер тата хӑрамаллипех хӑраса ӳкнӗскер, нимпе те кӑсӑкланмарӗ, кирек мӗн тӑвӑр тенӗ пек ал сулчӗ те аллине шакӑ ярса тытрӗ, ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне пӗтӗм ӗҫе Мамич-Бердейпе Ахматек ертсе пычӗҫ.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей ку мӗне пӗлтернине ӑнланса, алӑкран тухса тарма хатӗрленнӗ пек, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн каялла чакрӗ.

Помоги переводом

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вилме хатӗрленнӗ стариксем те чӑтса тӑраймаҫҫӗ улӑха анмасӑр, чунӗсемпе ҫамрӑкланса иртен пуҫласа каҫчен ҫава туптаҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан ҫыннисем ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайма уява хатӗрленнӗ пекех хатӗрленчӗҫ.

Помоги переводом

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Стерлӗк патши ҫитертӗн апла паян эс мана? — ыйтрӗ вӑл вӑрҫма хатӗрленнӗ евӗр.

Помоги переводом

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чи кӗҫӗннисем - 1-мӗш классем те - уява уйрӑмах тӑрӑшулӑхпа хатӗрленнӗ.

Помоги переводом

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

— Килте никам та ҫук пулсан та, Пинеҫ, вӑрттӑн калаҫӑва хатӗрленнӗ евӗр, тенкелне ун ҫумнерех шутарчӗ.

Помоги переводом

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫ ҫав тери хӑвӑрт пулса иртнӗрен-тӗр, ҫар пуҫӗсем хӑйсене утланма хатӗрленнӗ урхамахӗсем кӗтмен ҫӗртен вӗҫерӗнсе тарнӑран тӑна кӗрсе ҫитеймен ҫынсем пекех тытрӗҫ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней