Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах, вунӑ утӑмсем тунӑ хыҫҫӑн, Ромашов, илемлӗ дама куҫӗсене тепӗр хут тӗл пулас тесе, кӗтмен ҫӗртенех каялла ҫаврӑнчӗ те, хӗрарӑм та, ун ҫулташӗ те, ӑна хыҫӗнчен пӑхса, киленсе-исленсех кулнине курах кайрӗ.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Куҫӗсем ирӗксӗрех темле типпӗн те хӗрӳллӗн пӑхнӑ чух, сӑнӗ салхулансан, темле тӑрӑшсан та, кулас, калаҫас килмесен, Штольц политика ҫинчен, наукӑри ҫӗнӗ утӑмсем ҫинчен, искусствӑри ҫӗнӗ творчество ҫинчен хавхаланса калаҫнине ним пӑлханмасӑр итленӗ чух — Ольга унран пытанма е чирлӗ пек пулма тӑрӑшать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр вунӑ утӑмсем тӑвайнӑччӗ кӑна — каллех пӗтӗм кӗлеткепе тӑсӑлса та выртрӑм.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тӗрӗс утас йӗркене ҫын ача чухнех, амӑшӗ ӑна ҫемҫе те кӗске, урисемпе пирвайхи тӳрккес утӑмсем тутарнӑ вӑхӑтсенчех вӗренсе пырать.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫывӑх вӑхӑтра патшалӑх ҫивӗчлӗхе сирме тивӗҫ утӑмсем тӑвасса шанатпӑр.
«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№
Районти тӗп библиотекӑн директорӗ Инна Ядрова хаклӑ хӑнана ӑшӑ, интереслӗ тӗлпулу ирттернӗшӗн тав турӗ, малашне те пултарулӑхра сулмаклӑ утӑмсем тума, ҫӗнӗ кӗнекесемпе савӑнтарма сунчӗ.
Сӑввисенче ытарайми тӗнче сӑнланнӑ // Н. КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2019/04/05/%d1%81a%d0% ... bd%d0%bda/
Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫӗршыва аталантарас, компьютер ӗмӗрӗнче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ утӑмсем тӑвас тесе тӑрӑшать.
Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26
Унӑн сӑввине поэзи анинче сулмаклӑ утӑмсем тӑвакан вырӑнти сӑвӑҫ Мария Каҫалсем ҫырнӑ, Йӑлмахва ялӗнче пурӑнакан Руфина Смирнова кӗвӗленӗ.
Юрри-ташши куҫ тулли // Н. КАЛАШНИКОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26
Комсомольски салинчи Петр Степанов предприниматель вара малтанхи утӑмсем питех тертлӗ пулнине каламасть.
«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Пӗрлехи вӑйп а пысӑк утӑмсем тума, вышкайсӑр пысӑк ыйтусене татса пама пулать.
Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Шкул спорт енӗпе мал утӑмсем тунӑран вӗренӳ организацийӗн ертӳлӗхӗ ҫулталӑк каялла ҫӗнӗ пуҫару патне ҫитнӗ — кадет класӗ уҫнӑ.
Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Эпир, Пелепей тӑрӑхӗнчи чӑваш хастарӗсем, Владимир Матвеевичӑн ҫитӗнӗвӗшӗн чунтан савӑнатпӑр, ӑна чӑвашлӑх ӗҫӗнче малашне те пархатарлӑ утӑмсем тума ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.
Халӑх академикӗ ята тивӗҫрӗ // Рудольф ИЛЬКЕЛРИ. «Урал сасси», 2016.06.22
Хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлас тесе вӑл пӗрремӗш утӑмсем турӗ-ха.
«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Юлашки ҫулсенче халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерес тата республика экономикине аталантарас тӗлӗшпе ҫирӗп утӑмсем турӑмӑр.В последние годы большие шаги в деле улучшения жизненного уровня народа и республиканской экономики.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945