Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тупрӗ (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Блок ҫавӑн пек ҫырнӑ-ха, анчах эрех кӗленчинче Сулагаев чӑнлӑх мар, инкек кӑна тупрӗ: хӑйӗншӗн шкул алӑкӗ хупӑннӑ пирки вӑл вӑрман хуралҫине ӗҫе вырнаҫрӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Журналӑн тӑххӑрмӗш номерне Таранов мӑнаҫлӑн, хаваслӑн тытрӗ, страницӑсене хӑвӑрт-хӑвӑрт уҫкаласа чи малтан «Киремет тытамакӗ» калавне шыраса тупрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Аленка» пукане-матрешка тӗнче уҫлӑхӗнче пулнӑ хыҫҫӑн Шуршӑлти мемориаллӑ комплексра вырӑн тупрӗ.

Помоги переводом

Шуршӑл ачи // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60740

Заводра вӑл — хӑйӗн тӗрӗс ҫулне тупрӗ, юлташӗсем шӳтлесе кӑларнӑ ята та, актёр ятне, паян чӑннипех те тивӗҫе кӑларчӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Анчах выртсан-выртсан тӑрса ларчӗ, шӑрпӑкпа пирус хыпаласа тупрӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Аня вӑрттӑнтарах вырӑн тупрӗ те, салтӑнса, шыва чӑмрӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Халь ӗнтӗ хӑй валли тупрӗ

Помоги переводом

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Герасим Федотович пиччӗшӗпе те калаҫасшӑн пулмарӗ — правлени ҫуртне кӗрсе председателӗн ӗҫ пӳлӗмне шыраса тупрӗ.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пуринчен те каярах ҫитнӗ Елен чӳрече патӗнче, Хветуҫҫи инкепе юнашар, вырӑн тупрӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Машинӑллӑ пуян упӑшка тупрӗ те пуҫне каҫӑртса кӑна ҫӳрет, сӑмах хушсан та хирӗҫ чӗнмест, — хӑйӗн тантӑшне тиркерӗ Елен.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юлашкинчен мел тупрӗ Изамбаев: плащ тӳмисене вӗҫертсе унӑн аркипе хӗрарӑма картларӗ те, шӑрпӑк чӑл! ҫуталса кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Галина та ырӑ ҫын пулмарӗ темелле: Изамбаев тӗрмене ҫаклансан ҫулталӑк пурӑнмарӗ — тепӗр упӑшка тупрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӗҫех вӑл Сӑр леш енчи вырӑс ялӗнче хӑйсене юрӑхлӑ пӳрт пури шыраса тупрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Пӗрремӗш упӑшка мана хӑй пӑрахрӗ, туй хыҫҫӑн пӗр ҫултанах теприне тупрӗ те мана пӗр ачапа тӑратса хӑварса Ҫӗпӗре тухса тарчӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Баранкуле ҫитсен Лариса тырӑ йышӑнакан пунктра эрнене яхӑн кӑна ӗҫлерӗ — хӑйне валли столовӑйра вырӑн тупрӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Туту вараланасран хӑратӑн пулсан тутӑр витӗр те пулин чуптутарсамччӗ, Анюта, — чеерех меслет шыраса тупрӗ каччӑ.

Помоги переводом

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Отряда тин кӑна хутшӑннӑ хыткан хресчен-сунарҫӑ ут йӗррисене часах шыраса тупрӗ.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑхсан-пӑхсан вӑл кӑмӑлне каякан турат тупрӗ те, унта шуса пычӗ.

Помоги переводом

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улатӑртан иртни иккӗмӗш кун ҫине кайсан, Укаслу полковник ҫарӗ пӗрле пыма тухнӑ ирҫесем ҫул кӑтарнипе, патька-патша хуралҫисене шыраса тупрӗ.

Помоги переводом

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аҫтӑрхан ҫывӑхрах хӑвӑл йывӑҫ та тупрӗ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней