Поиск
Шырав ĕçĕ:
Картана кӗрсен, чӑхсем ларакан каштана хыпашласа тупрӗ те Микула хӗрринче лараканнине хуллен хӑпӑтса илчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӳртре тӗттӗм пулсан та, Микула хуткупӑсӗпе ҫӗлӗкне хыпашласа тупрӗ те алӑкран сирпӗнсе тухрӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юлашкинчен тупрӗ те куҫӗпе ачашшӑн ыталарӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юлашкинчен алӑк хыҫӗнче путмар пулма кирлине аса илсе, ӑна шыраса тупрӗ те, хуткупӑсне путмар айне лартса, каччӑсем кӗрмешнӗ еннелле ыткӑнчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Каскӑн йытӑ пек хӑйне валли ют ҫӗршывра вилӗм тупрӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Ҫамрӑк чухне хам та ыттисенчен маларах вӑранма тӑрӑшман-и вара? Тӑрӑшнӑ. Ҫамрӑк хӗр пуринчен малтан вӑранса ӗҫе тытӑннӑшӑн ватӑ ҫынна мӗншӗн намӑс пултӑр? Пурнӑҫра ҫапла пулмалла те ӗнтӗ. Ватти — ватӑлать, унӑн кая юлмалли вӑхӑт. Ҫамрӑкӑн мала тухмалла. Мала тухни пуринчен ытла ҫамрӑк хӗршӗн мухтавлӑ», — яланхи ӑшпиллӗ кӑмӑлне тупрӗ Татьяна.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тупрӗ.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Якку атте таблеткӑсене йӑпӑр-япӑр шыраса тупрӗ.
Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар Хрестука шыраса тупрӗ те: — Ҫакна килне илсе кай-ха. Аҫупа аннӳне кунта каҫма кала. Халех килччӗр, — терӗ вӑл.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫавӑнпа Ахтупая астарма вӑл витӗмлӗ сӑлтав шыраса тупрӗ.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тепӗр кунне Исмен Кӑкшан хӗрринчи тӗмӗсем хушшине пытарса хӑварнӑ япалисене шыраса тупрӗ те каллех ӗҫе пикенчӗ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сарье те каҫпах шыраса тупрӗ йӗкӗте, пыратӑн-и тесе ыйтрӗ.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл нумай листана шӑлтӑртаттарса сирсе тухрӗ, юлашкинчен хӑй шыранӑ хута тупрӗ пулас, юри хыттӑн, кашни сӑмаха тӑсса вулама пуҫларӗ:
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӑмахне ҫийӗнчех тупрӗ — тӳрех Хусанти ӗҫсене ярса илчӗ.
18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ҫынсем халь вӑрман вырӑссен аллинче терӗҫ те, эпир васкамарӑмӑр, — тӳрре тухма сӑлтав тупрӗ староста.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑй васкаса ҫыран хӗрне тухрӗ, Иливанпа Автее шыраса тупрӗ те, виҫҫӗн сиккипе килелле вӗҫтерчӗҫ.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эп… эп ним те туман-ҫке, Тукай ӗмпӳ, — вӑтаннипе сӑмахсене аран-аран шыраса тупрӗ тарҫӑ.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Шигалей вӗсене йӑпатма урӑхла май тупрӗ.
8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ним мар шыраса тупрӗ, ял ятне те Тукай ялӗ тесе хуртарчӗ-ха тата.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пурте илтрӗҫ, такан патӗнче Тукай ывӑлне шыраса тупрӗ те «Туканаш! Ывӑлӑм!» тесе кӑшкӑрса ячӗ.
3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.