Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл шурӑ кипкепе чӗркенӗ темле япала илсе кӗчӗ те, ӑна Мересьев койки патне урайне хурса, ҫыхнӑ тӗвӗсене асӑрханса, фокусник пек мехеллӗн салтма тытӑнчӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӗпене салтма пуҫласан хама тытса чартӑм.
Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №
26. Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп; анчах сирӗн хушшӑрта Пӗри пур, эсир Ӑна пӗлместӗр: 27. ман хыҫҫӑн Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран мала тухрӗ: эпӗ Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар, тенӗ.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӑл килес умӗн Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме вӗрентсе ҫӳренӗ; 25. хӑй ӗҫне туса пӗтерес умӗн Иоанн каланӑ: «эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? эпӗ — Вӑл мар; акӑ ӗнтӗ ман хыҫҫӑн килет, эпӗ Унӑн ури сыррине салтма та тивӗҫлӗ мар» тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Халӑх кӗтсе тӑнӑ чухне, пурте хӑйсен ӑшӗнче Иоанн ҫинчен «ку Христос мар-ши?» тесе шухӑшланӑ вӑхӑтра, 16. Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп, акӑ манран Хӑватлӑскерӗ килет, эпӗ Унӑн ури сырри чӗнне те салтма тивӗҫлӗ мар; 17. Вӑл сире Таса Сывлӑшпа, вутпа тӗне кӗртӗ.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ, пӗшкӗнсе, Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар; 8. эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл сире Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ, тенӗ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.