Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫук, Верочка, эсӗ, ахаль хӗрача, ҫаксем пирки пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑхнинчен, ҫаксене пурне те чӗре патне ҫывӑха илнинчен тӗлӗнмелли ҫук; эсӗ ҫавна вӗрентме пуҫланӑ ҫынсен хушамачӗсене те илтмен вӗт; вӗсем ҫавӑ вӑл ҫапла пулмалла, вӑл пурпӗрех ҫапла пулать, вӑл ҫапла пулмасӑр тӑма пултараймасть, тесе вӗрентме пуҫланӑ та ӗненмелле кӑтартса панӑ; эсӗ ҫав шухӑшсене ӑнланса илсе чӗре патне ҫывӑха илнинчен тӗлӗнмелли ҫук вӑл шухӑшсене сана кӗнекӳсем уҫҫӑн кӑтартса пама пултарайман: сан кӗнекӳне ҫырнӑ чухне вӗсем шухӑшсем пулнӑ-ҫке-ха, ҫыракансем вӗсене хӑйсем те вӗреннӗ ҫеҫ-ха; вӑл шухӑшсем тӗлӗнмелле чаплӑ шухӑшсем пек туйӑннӑ, — ҫавӑ ҫеҫ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Аран-аран вара балкон ҫинче, сигарӑсем туртнӑ чухне, Ольга чӗмсӗррӗн тинкерсе пӑхнинчен тӗтӗм айӗнче самантлӑха пытанма май тупрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн пулнисене вӑл нимӗн те астуман, ҫавӑнпа та ҫак кӑмӑллӑ та ӑшӑ чунлӑ сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрарӑмӑн сӑнӗ мӗншӗн ҫакӑн пек пӑлхануллӑ пулнинчен тата вӑл хӑй ҫине ыйтуллӑн пӑхнинчен Мересьев тӗлӗнсе кайрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа эпир ыран, малашне, ҫитес ӗмӗрсенче мӗнле пуласси пӗтӗмпех хамӑртан, патшалӑх чӑвашлӑх ыйтӑвӗ ҫине мӗнле пӑхнинчен килет.
Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №
Мӗскӗн Гек хӑйне ҫавӑн чухлӗ ҫын чалӑшшӑн пӑхнинчен ниҫта кайса кӗме пӗлмерӗ, нимӗн тума аптраса, вӑтанса тӑчӗ.
17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Общество аталанӑвӗн шайӗ вӑл хавшак сывлӑхлӑ ҫынсем ҫине мӗнлерех кӑмӑлпа пӑхнинчен килет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Майӑн 17-мӗшӗ тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 7650 гектар (планпа пӑхнинчен 98,3 процент) акнӑ, ҫӗр улмине 336 гектар (54 процент) лартнӑ.
Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Уява килнӗ хӑнасем ӑна мӗнле хакласси эпир вӗсене мӗнле кӗтсе илсе мӗнле пӑхнинчен те сахал мар килет-ҫке.
Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
16. Хӑйӗн хӑвачӗпе Вӑл пӗлӗтсене тытса тӑрать, чул пек тӗпретсе, пӑр ҫутарать; 17. аслати авӑттарса, ҫӗре кисрентерет, Вӑл пӑхнинчен тусем чӗтресе тӑраҫҫӗ, 18. Унӑн ирӗкӗпе кӑнтӑр ҫилӗ вӗрет, ҫурҫӗр тӑвӑлӗ, ҫавраҫил илсе килет.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӗрарӑм намӑссӑрланса пӑхнинчен сыхланса тӑр, вӑл хӑвна ҫылӑха кӗртсессӗн, ан тӗлӗн вара: 14. шывсӑр антӑхнӑ ҫулҫӳревҫӗ куҫ тӗлне пулнӑ шыва мӗнле ҫӑтӑхса ӗҫет, 15. вӑл та ҫавӑн пек кирек хӑш чатӑр умне пырса ларать те ҫӗмрен умӗнче йӗннине хатӗрлет.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.