Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лашине (тĕпĕ: лаша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салма Иванӗ Тимӗркке лашине шырама хире тухнӑ иккен.

Помоги переводом

Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пирӗн тӗле ҫитсен Шурик лашине чарать те пӗшкӗнсе мана темӗн чухлӗ чечек тыттарать.

Помоги переводом

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Светофор хӗрлӗ тӗслӗн ҫунсан та, Пурис хӑйӗн «хурҫӑ лашине» «ӗрӗхнипех» хӑварчӗ — ҫынсенчен маларах ӳксе иртсе сатурланас тесе малалла ҫӗмрен пек виркӗнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӳлленчӗк урлӑ куҫ хупӑмрах каҫса ӳкме тӗв тытса, «мӗн пулса мӗн килӗ» терӗ те «лашине» тӳрех палӑртнӑ тӗлелле тытрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Курӑсӑн: арӑмӗпе упӑшки ӗнтӗ «урапана эрех кӗленчи кӳлеҫҫӗ те, хӑпарса ларса, тилхепене ҫӑтӑр-ҫатӑр ярса тытса, картлаттара-картлаттара туртса «лашине» пӗр-пӗринпе тупӑша-тупӑшах хӑвалаҫҫӗ — катаччи чупаҫҫӗ».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урапа ҫинче ларса пыракан хӗрарӑм та, мӗнле хӑрушлӑха лекнине халӗ тин ӑнкарса илнӗскер, ҫухалса кайрӗ, лашине чарма та, аяккалла пӑрма та пултараймарӗ.

Помоги переводом

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лашине те, кӳмине те пӗтӗмпех тӗрлӗрен чечексемпе, лентӑсемпе илемлетсе пӗтернӗ пек.

Помоги переводом

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Плаката хул хушшине чиксе офицер Виктора суранланнӑ хулӗнчен ярса тытрӗ те лашине шпорласа каялла чакма пуҫларӗ.

Сунув плакат подмышку, офицер схватил Виктора за раненую руку и, дав шпоры, начал осаживать коня назад.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Урамсем хӗресленнӗ ҫӗре ҫитсен лавҫӑ лашине чарчӗ.

Когда они доехали до перекрестка, извозчик остановился.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Штефан мучи пӗрехмай пушшипе хӑмсаркаласа лашине турткаларӗ, лаши вара мекӗрленнӗ май мӑйне тӑсрӗ, сарса янӑ урисемпе пӗтӗм вӑйран малалла талпӑнма хӑтланчӗ — аякран пӑхсан, ӑна пӗртте утать теме ҫук, малалла ӳпӗннӗ пекех курӑнать.

Старик Штефан то и дело безнадежно замахивался кнутом и понукал лошаденку, а та, натужно вытянув шею, упиралась изо всех сил широко расставленными ногами — не шагала, а, казалось, валилась вперед.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ямшӑк ятлаҫа-ятлаҫах лашине пушӑпа хӗртсе илчӗ.

Кучер с руганью огрел лошаденку кнутом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗрӗхсе килекен пар лашаллӑ, шӑнкӑравлӑ лава, ҫуна ҫине тӑнӑ темле «чӑрсӑр ҫамрӑк улпута» курсан, ҫак ҫын ямшӑкӗ хӑраса ӳкрӗ пулмалла — лашине ҫул айккинелле, тарӑн юр ӑшнелле, пӑрса тӑратрӗ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Калӑр-ха, Иванов, пӗренесене турттарма лашине кам илнӗччӗ вӑл кун?

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӳлес умӗн лашине пӗр витре шыв ӗҫтерчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пушатнӑ пулӑттӑм вутта, лашине тӑварса витене кайса ярӑттӑм.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Тухса кайрӗ, тет, старик лашине тытма…

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Шӑнкӑрч ун сӑмахӗсене илтмӗш пулчӗ, лашине тӑварчӗ те утланса, Ҫавал хӗррине вӗҫтерчӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Наше дело хуткупӑс, — текелесе, пуслӑхне урапа ещӗкӗ ҫине пӑрахать, вӗрен туртнипе якалнӑ ҫекӗлне ҫавӑрса хурса, лашине ҫурӑм тӑрӑх чӑпӑрккапа туртса илет.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Шӑхрана тӑвар тиесе килнӗ, кашни киле виҫшер пӑт параҫҫӗ, — тет вӑл, пӗррех лашине туртса ҫапса.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Прухур аллине ывӑлӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хурать, лашине чарма ыйтать, кӗсйинчен ҫур литр эрех кӑларать.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней