Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Вӗсемпе сутлашасшӑн-и эсӗ, сутлашасшӑн-и, этем ывӑлӗ? ашшӗсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар вӗсене, 5. кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ Израиль халӑхне суйласа илнӗ кун, аллӑма ҫӗклесе, Иаков килӗн йӑхне тупа тунӑ чухне, Египет ҫӗрӗнче вӗсене Хама уҫса кӑтартнӑ кун, аллӑма ҫӗклесе вӗсене: «Эпӗ — сирӗн Туррӑр!» тенӗ кун, 6. аллӑма ҫӗклесе, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, вӗсем валли Хам суйласа илнӗ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан вырӑна, пӗтӗм ҫӗртен илемлӗрен те илемлӗ ҫӗре, илсе ҫитерме тупа тунӑ кун, 7. Эпӗ вӗсене каларӑм: кашнийӗ хӑйӗн куҫӗ умӗнчен пӗтӗм йӗрӗнчӗке сиртӗр, хӑвӑра Египет йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр — Эпӗ, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те камӑн та пулин ывӑл ҫуралсассӑн, ҫавӑ ашшӗ тӑвакан пӗтӗм ҫылӑха курса та ун пек тумасассӑн: 15. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлемест пулсан, 16. ҫынна хӗсӗрлемест пулсан, салук илмест, вӑйпа туртса илмест пулсан, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 17. аллине мӗскӗне кӳрентересрен чарать пулсан, услам илмест, ытлашши илмест пулсан, Манӑн йӗркемсене туса тӑрать пулсан, Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнать пулсан, ҫав ҫын ашшӗ ирсӗрлӗхӗшӗн вилмест; вӑл чӗрӗ юлать.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫын тӳрӗ пурӑнать пулсан, тӳрӗлӗхпе тӗрӗссине тӑвать пулсан, 6. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлетмест пулсан, арӑмӗ таса марринчен тасалнӑ вӑхӑтра ун патне пымасть пулсан, 7. никама та хӗсӗрлемест пулсан, парӑмлӑ ҫынна салукне тавӑрса парать пулсан, вӑрламасть, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 8. укҫине усламла памасть, ытлашши илмест пулсан, аллине тӗрӗсмарлӑх енне ямасть пулсан, ҫынпа ҫын сутлашнине тӗрӗс татса парать пулсан, 9. вӑл Манӑн пехилӗм тӑрӑх пурӑнать, Эпӗ панӑ йӗркесене пӗтӗм чунтан тытса тӑрать пулсан, вӑл — тӳрӗ ҫын, вӑл чӗрӗ пулатех, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Израиль килӗн ҫыннисенчен е ютран килсе вӗсем хушшинче пурӑнакансенчен кам та кам Манран уйрӑлсассӑн, хӑйсен чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйсен умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырса ун урлӑ Манран ыйтасшӑн пулсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ӑна Хам ятӑмран хурав парӑп-и?
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Манӑн аллӑм ҫук япала куракан, пуласси ҫинчен ултавлӑ калакан пророксене хирӗҫ ҫӗкленӗ; вӗсем Манӑн халӑхӑмӑн канашӗнче пулмӗҫ, Израиль килӗн йышне ҫырнӑ хут ҫине те ҫырӑнаймӗҫ, Израиль ҫӗрне те кӗреймӗҫ; Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр вара, тесе калать те.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ шала кӗтӗм те куртӑм: йӗри-тавра тем-тем тӗрлӗ ҫӗлен-калта, таса мар выльӑх тата Израиль килӗн тӗрлӗ йӗрӗхне ӳкерсе тухнӑ.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакна тусассӑн иккӗмӗш хут аяку ҫине вырт, ку хутӗнче сылтӑм аяку ҫине вырт, хӗрӗх кун хушши хӑвӑн ҫинче Иуда килӗн йӗркесӗрлӗхне чӑт, Эпӗ сана пӗр ҫулшӑн — пӗр кун, пӗр ҫулшӑн пӗр кун картнӑ.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ сана вӗсенӗн кашни йӗркесӗрлӗх ҫулӗшӗн пӗр кун картнӑ: Израиль килӗн йӗркесӗрлӗхне виҫҫӗр тӑхӑрвунӑ кун тӳсӗн.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ вара сулахай аяку ҫине вырт та хӑвӑн ҫине Израиль килӗн йӗркесӗрлӗхне хур: ҫапла миҫе кун аяку ҫинче выртӑн, ҫавӑн чухлӗ вӗсен йӗркесӗрлӗхне тӳсӗн.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сана Израиль килӗн сыхлавҫи пулма тӑратрӑм, эсӗ Эпӗ калакан сӑмахӑма итлӗн те вӗсене Ман ятӑмран ӑса кӗртӗн.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Израиль килӗпе Иудея килӗн усал ӗҫӗсемшӗн Эсӗ, паянхи пек, Хӑвӑн ятупа хисепленекен Ҫурта пӑрахса кайнӑ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ Иазанияна — Авациния ывӑлӗн Иеремийӑн ывӑлне — унӑн тӑванӗсене, унӑн пур ывӑлне, Рехавӑн пӗтӗм кил-йышне чӗнсе илтӗм те 4. вӗсене Турӑ Ҫуртне, Анан — Турӑ ҫыннийӗн Годолия ывӑлӗн — ывӑлӗсен пӳлӗмне илсе кӗтӗм, ҫав пӳлӗм улпутсен пӳлӗмӗ ҫывӑхӗнче, Турӑ Ҫурчӗн уратине хураллакан Маасейӗн, Селлум ывӑлӗн, пӳлӗмӗ тӑрринче вырӑнаҫнӑччӗ; 5. Рехав килӗн ывӑлӗсем умне эрех тултарнӑ кӑкшӑмпа куркасем лартрӑм та: эрех ӗҫӗр, терӗм.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давид йӑхӗнче Израиль килӗн патша пуканӗ ҫинче ларакан ар пӗтмӗ, 18. левит-священниксен те Ман куҫӑм умӗнче ӗмӗрӗпех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳме, тырӑ-пулӑ парни ҫунтарма, кулленхи парнесене кӳме ар ҫитменни пулмӗ, тет.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ун чухне урӑхла калӗҫ: «Израиль килӗн йӑхне Хӑй хӑваласа янӑ ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен, ытти мӗнпур ҫӗрсенчен каялла илсе килнӗ Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» тейӗҫ, ӗнтӗ вӗсем хӑйсен ҫӗрӗ ҫинче пурӑнӗҫ.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Иаков килӗ! эй Израиль килӗн ӑрӑвӗсем! Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр!4. Выслушайте слово Господне, дом Иаковлев и все роды дома Израилева!
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иаков килӗ, итле Мана, Израиль килӗн йӑлкӑмӗ, итле Мана: Эпӗ сире аннӗр варӗнчех йышӑннӑ, аннӗр ӑшӗнчех йӑтса ҫӳренӗ, 4. ватлӑхӑр ҫитиччен те Эпӗ ҫавӑн пекех пулӑп, сире ҫӳҫӗр шураличченех Эпех йӑтса ҫӳрӗп; Эпӗ пултарнӑ, Эпех йӑтса ҫӳрӗп, хунтӑлӑп, упрӑп.
Ис 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ашшӗ килӗн, ачисен тата мӑнукӗсен пӗтӗм мухтавӗ, килти пӗтӗм ӑпӑр-тапӑртан тытӑнса кӗвӗ-ҫемӗ каламалли юлашки сӑпрай таранах ун ҫинче ҫакӑнса тытӑнса тӑрӗ.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Давид килӗн уҫҫине унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хурӑп; вӑл уҫӗ те — никам та хупаймӗ, вӑл хупӗ те — никам та уҫаймӗ.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑ кун акӑ епле пулӗ: Хамӑн Елиаким чурама, Хелкия ывӑлне, чӗнсе илӗп, 21. ӑна санӑн тумна тӑхӑнтартӑп, санӑн пиҫиххине ҫыхтарӑп, унӑн аллине санра пулнӑ ирӗке парӑп; вара вӑл Иерусалимра пурӑнакансенӗн тата Иуда килӗн ашшӗ пулса тӑрӗ.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑссӑр-тӑнсӑр шапӑлкка хӗрарӑм, айванскер, нимӗн те пӗлменскер, 14. хула тӳпемне, хӑй килӗн алӑкӗ умне пукан ҫине тухса ларать те 15. ҫулпа иртсе пыракансене, хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнмасӑр пыракансене, чӗне пуҫлать: 16. «айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» тет, катӑк ӑслине вара ҫапла калать: 17. «вӑрланӑ шыв пылакрах, пытарса хӑварнӑ ҫӑкӑр тутлӑрах» тет.
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.