Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем урайӗнче ҫаппа-ҫарамас выртаҫҫӗ, хӑйсем вара хунар ҫути хыҫӗнчи Петӗре пач курмаҫҫӗ.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл тӑруках Сергейрен уйрӑлчӗ те урайӗнче ӳпне тӑсӑлса выртакан Уҫӑпа пӗтӗм вӑйран айӑкӗнчен пырса тапрӗ:
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Степанов пукане пек хӗре вӑйлӑ аллисемпе хул айӗнчен тытрӗ те маччана ҫитиех ҫӗклерӗ, каялла антарнӑ чух, хӑй тӗлӗнче тытса тӑчӗ — ҫак самантра икӗ урипе те урайӗнче тӑн-тӑн тӑракан йӗкӗтпе сывлӑшри хӗрӗн вӗри тутисем пӗрлешрӗҫ.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Захар Петрович урайӗнче тӑсӑлса выртакан Варсан Викторович патне пычӗ, пӗр хушӑ ним чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан тин: — Тытӑр, вырӑн ҫине илсе хурар, — терӗ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ашшӗ урайӗнче вилӗ выртнине курсан, Тилӗ ҫӗлӗкӗ алли-урине тӑм илнине пӑхмасӑрах тапкаланма, ҫухӑрашма тытӑнчӗ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Энтрей ҫаппа-ҫарамасах урайӗнче выртать.
Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ну, бикенчи, ну, хаяр, — урайӗнче выртакан хӗр патне пӗшкӗнчӗ Али-Акрам.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Алӑкран пӗшкӗнсе кӗчӗ те вӑл тӗлӗнсе кайрӗ — мунчара никам та ҫук, урайӗнче ҫеҫ ыраш улӑмӗ сапаланса выртать.
4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ак куратни? — вӑл палас сарнӑ урайӗнче выртакан пушӑ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.
4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Нихҫан та выртма пӗлмен ҫӳҫӗ ҫамки ҫине шуса аннӑ, хура куҫӗсем урайӗнче темскер курнӑн халӑх ҫине те ҫӗкленеймеҫҫӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Ҫемук урайӗнче ларнӑ ҫӗртен чӗркуҫҫи ҫине ҫӗкленчӗ.
Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫынсем хӑшӗ сак ҫинче, хӑшӗ урайӗнче лараҫҫӗ.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Урайӗнче ҫӑмарта хупписем сапаланса выртаҫҫӗ.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Урайӗнче, кӑмака таврашӗнче, тӗпелти урлӑ сак ҫинче — пӗтӗмпех чуста.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Мӗтрин арӑмӗпе икӗ ачи урайӗнче ҫывӑрнӑ.
Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Е эпӗ путмар ҫинче, Эрнепи урайӗнче.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эпӗ ҫӗрле урайӗнче выртаттӑм, Эрнепи — путмар ҫинче.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Шахруна тытма уйӑрса янӑ ҫынсемпе полици салтакӗ Шуркассине ҫитнӗ ҫӗре Яка Илле тарҫи урайӗнче хускалмасӑр выртатчӗ.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ивук урайӗнче выртакан пиҫнӗ сысна хӑлхипе ҫӑкӑр чӗллине аттипе пусса лапчӑтать те хӑй вырӑнне кӗрсе ларать.Ивук растоптал сапогом лежащий на полу сверток и вновь водрузился за стол.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Урайӗнче ваннӑ тӑм чӳлмек катӑкӗсем.
Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.