Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑмалла (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эсир ҫамрӑк, сирӗн тӑмалла. Ман алӑра ача», – аллисемпе тӗрте-тӗрте тӑратрӗ лараканскере хайхи, хӑлаҫлана-хӑлаҫлана хыттӑн калаҫрӗ.

Помоги переводом

Вашаватлӑх – ҫитменлӗх-и? // Вера ШУМИЛОВА. Тӑван Ен, 2017.04.17

«Испанире пулчӗ те вӑл, таврӑнчӗ. Ӗненетӗп тесе ҫеҫ час-часах ҫырса тӑмалла ӑна».

«Он был в Испании и вернулся. Нужно только почаще писать ему, что я верю».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирхине пилӗк сехетрех тӑмалла, мӗншӗн тесен, вӑрман хатӗрлевӗн районне кашни ир улттӑрах тухса каятпӑр.

Вставать приходилось в пять утра, потому что в шесть мы уже выезжали в район лесоразработок.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑн пекех кашни этем хӑйӗн пирӗн аслӑ стройри вырӑнне пӗлсе тӑмалла.

И каждый должен свое место в строю нашем великом знать.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ вара хамӑр состав патне каялла утрӑм, анчах каллех чӑрманса тӑмалла пулчӗ, ман ҫула Мускавалла иртекен ҫар поезчӗ пӳлчӗ.

Я направилась обратно к нашему составу, но мне пришлось остановиться, по первому пути проходил на Москву большой военный поезд.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Командировкӑра ытларах тытӑнса тӑмалла пулать, тесе ҫырать вӑл, — манпа темӗн те пулма пултарӗ, сахал-и сӑлтав?

«Командировка затягивается, — пишет он, — мало ли что может случиться со мной.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Игорёк, горнистӑн мӗнле тӑмалла, ҫавӑн пек, — аллине илерех тытса, горн ҫӑварне пӗҫӗ ҫине тӗрӗнтерсе, — тӑчӗ.

Игорек стоял, как положено горнисту, отставив руку, уперев раструб горна в бедро.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Манӑн тата пӗр сехет тӑмалла.

— Мне еще целый час дежурить.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ку питӗ канӑҫсӑр ӗҫчӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Саша ҫывӑрманпа пӗрехчӗ, тӗлӗрсе илсен те ҫавӑнтах вӑранатчӗ, вӑл епле сывланине хуралласах тӑмалла пулчӗ.

Это было трудно, потому что Саша почти не спала или засыпала и сразу же просыпалась, и нужно было всё время следить за дыханием.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑй вӑл ырӑ кӑвак куҫлӑ, калаҫнӑ чух Петьӑна аллинче тытса тӑрса, мӗнрен хӑраса тӑмалла пулать, мӗнрен хӑрамалла мар, ҫавӑн ҫинчен пӗтӗмпе каласа пачӗ.

У него были добрые голубые глаза, и он крепко держал Петю за руку, объясняя, чего нужно опасаться и чего не нужно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман ыйтса тӑмалла мар-и тата сирӗнтен?

Не хватает ещё, чтобы я у вас спросилась!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӑй тавҫӑрасса ыйтса тӑмалла мар ӗнтӗ.

А не требовать, чтобы она сама догадалась.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ҫулхине ман ӗҫ пит нумаййипе аптраса ҫитмелле пулчӗ тесеттӗм-ха эпӗ, ҫинчен тата мана пулӑшакан, виҫҫӗмӗш курсран килнӗ студентка ытла тӑмсайскер пулчӗ, ун ӗҫне те пӗтӗмпех хам туса пынипе кӑна та мар, хӑй тӑмсай пулнинчен тарӑхнӑран та ӑна манӑн йӑпатсах тӑмалла пулчӗ.

Я уже говорила, что у меня было очень много работы в то лето, — между прочим, ещё и потому, что моя помощница, студентка третьего курса, оказалась очень тупой, и приходилось не только делать всё за неё, но ещё и утешать её, потому что она огорчалась, что она такая тупая.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑт чылай иртрӗ, ыран ир тӑмалла.

Поздно, а завтра рано вставать.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн авӑрлансах тӑмалла пулнӑ иккен.

Мне следовало быть начеку,

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем ӑна часах питӗ килӗштернӗ, мӗншӗн тесен, вӑл мӗнлине пӗлсен, ӑна юратмасӑр тӑмалла та мар.

Вскоре они к ней искренно привязались, потому что нельзя было ее узнать и не полюбить.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пирӗн шутпа — пӗтӗм ӗмӗре тивӗҫлӗн, йӗркеллӗн пурӑнса ирттермелле, кирлӗ пулсан кашни самантрах хӑвӑнне ним юлмиччен пама, пӗтӗмпех вӗр-ҫӗнӗрен пуҫлама хатӗр тӑмалла!

По-нашему, надо всю жизнь достойно, толково прожить и каждую минуту быть в готовности, если потребуется, все свое отдать до конца, все начать сызнова!

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чи малтанах пире пӗр ҫур сехет хушши сивӗ ҫӗртех кӗтсе тӑмалла пулчӗ: пӑр ҫине юр хӳсе кайнӑ, юрне тасатаҫҫӗ.

Во-первых, пришлось на морозе прождать с полчаса: каток был завален снегом, закрыт, и снег убирали.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Давыдовпа засадӑна кайрӑмӑр, пирӗн француз обозне хам йӗрлесе килнӗ ҫул ҫинче кӗтсе тӑмалла.

Мы с Давыдовым уходим в засаду, чтобы встретить французский обоз на пути, про который я выведала.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗнпур иртен-ҫӳрен хӑйсем Александр Расщепей ҫурчӗ тӗлне ҫывхарнине темиҫе квартал малтан туйса тӑмалла пек.

Мне казалось, что уже за несколько кварталов все прохожие должны чувствовать, что они приближаются к дому, где живет Александр Расщепей.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней