Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Турӑ Ҫуртӗнче юрлакансем, Асаф ывӑлӗсем, — Давид, Асаф, Захария, Еддинус вӗрентнӗ пек — хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Священниксем ӗнтӗ мӗн тӗттӗм пуличченех парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа левитсем хӑйсем валли те, хӑйсен тӑванӗсем Аарон ывӑлӗсем валли те пӗҫерсе хатӗрленӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара хӑйсем валли тата священниксем валли, хӑйсен тӑванӗсем Аарон ывӑлӗсем валли, хатӗрленӗ.13. А после того приготовили для себя и для священников, братьев своих, сынов Аарона.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак ӗҫ пынӑ вӑхӑтра илемлӗ, чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ, хӑйсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх тӑрса тухнӑ священниксемпе левитсем, 11. Моисей кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек, Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн халӑх умӗнче тутлӑлла ҫӑкӑрсем тытса тӑнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Иосия Иерусалимра Ҫӳлхуҫа ячӗпе пасха ирттернӗ, пасха путекӗ пуснӑ, 2. кӗлӗ тумӗ тӑхӑннӑ священниксене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен ӗнтӗ хӑйсен тӑванӗсене пай валеҫсе парса тӑмаллаччӗ.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара пӑрахса кайнисене пуҫтартӑм та хӑйсен вырӑнне лартса тухрӑм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата ҫакна та пӗлтӗм эпӗ: левитсене вӗсен пайне памаҫҫӗ иккен, хӑйсен ӗҫне туса пурӑннӑ левитсемпе юрӑҫсем вара кашниех хӑйӗн ҫӗрне тара-тара кайнӑ-мӗн.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Кусем вара, Давидпа унӑн Соломон ывӑлӗ хунӑ йӗркепе, хӑйсен Туррине ӗҫлесе тӑчӗҫ, пурне те кӗлтуса тасатрӗҫ, вӗсем юрларӗҫ те, хапха умӗнче те тӑчӗҫ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара Иерусалим таврашӗнчен, Нетофа ялӗсенчен юрӑҫсен ывӑлӗсем пуҫтарӑннӑ, 29. Беф-Гаггилгалран та, Гева ҫӗрӗнчен те, Азмавет ҫӗрӗнчен те килнӗ — юрӑҫсем хӑйсен ялӗсене Иерусалим таврашӗнче лартнӑ пулнӑ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ытти израильсем, священниксем, левитсем Иудея хулисенче хӑйсен еткерлӗх ҫӗрӗнче пурӑннӑ.20. Прочие Израильтяне, священники, левиты жили по всем городам Иудеи, каждый в своем уделе.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хӑйсен ирӗкӗпе Иерусалимра пурӑнма килӗшнисене вара халӑх пиллерӗ.2. И благословил народ всех, которые добровольно согласились жить в Иерусалиме.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Левитсем вуннӑмӗш пая илнӗ чухне вӗсен ҫумӗнче священник, Аарон ывӑлӗ, пулӗ: левитсем хӑйсен вуннӑмӗш пайӗнчен вуннӑмӗш пайне Турӑ Ҫуртне, пурлӑх управӑшӗсем валли уйӑрнӑ пӳлӗмсене, кайса хуччӑр, 39. мӗншӗн тесессӗн ҫав пӳлӗмсене Израиль ывӑлӗсен те, левитсен те парнелӗх ҫӑкӑр, эрех, ҫу кӳрсе тӑмалла.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте — 29. хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ: 30. эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр; 31. ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр; 32. эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр: 33. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Эсӗ, питех те ырӑ пулнипе, вӗсене патшалӑх панӑ, анлӑ та пулӑхлӑ ҫӗр панӑ, анчах вӗсем унта та Саншӑн ӗҫлемен, хӑйсен усал ӗҫӗсене пӑрахман.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ывӑлӗсем килнӗ те ҫӗре хӑйсен аллине илнӗ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Левитсен ҫӳллӗ вырӑнне Иисус, Ваний, Кадмиил, Шевания, Вунний, Шеревия, Ваний, Хенани хӑпарса тӑчӗҫ те хыттӑн кӑшкӑрса хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине тилмӗрсе йӑлӑнчӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑйсен вырӑнӗнче пӗр хускалми тӑчӗҫ вӗсем, чӗрӗк кун хушши хӑйсен Туррийӗн саккунӗн кӗнекине вуларӗҫ, кайран чӗрӗк кун ҫылӑх каҫарттарчӗҫ, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине пуҫҫапрӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Израиль йӑхӗ пур ют йӑхран та уйӑрӑлчӗ; вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче тӑрса хӑйсен ҫылӑхӗсенчен тата ашшӗсенӗн усал ӗҫӗсенчен ӳкӗнчӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара хӑйсен пур хулисенче те, Иерусалимра та ҫапла пӗлтерсе тухрӗҫ: сӑрт-ту ҫине кайӑр та хӳшӗ уявне саккун кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек ирттерме сатра тата вӑрманта ӳсекен ҫу йывӑҫҫисен турачӗсене, миртпа пальма турачӗсене, сарлака ҫулҫӑллӑ ытти йывӑҫ турачӗсене касса килӗр, терӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.