Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

еннелле сăмах пирĕн базăра пур.
еннелле (тĕпĕ: еннелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Осетров Давыдов еннелле пуҫ тайрӗ.

— Осетров поклонился Давыдову.

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл уҫӑсем илчӗ те, пӗр чӗнмесӗр ҫаврӑнса, атти кӗлисене ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрсе, ял Совечӗ еннелле утрӗ.

Он взял ключи и, молча повернувшись, шаркая подошвами сапог, пошел к сельсовету.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӑртак хӑюлланса, Лушка шиклӗн, вӗттӗн-вӗттӗн пусса, Макар еннелле утма пуҫларӗ.

Преодолев растерянность, Лушка опасливо, мелкими шажками двинулась к Макару.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах крыльцан пӗрремӗш пусми ҫинче вӑл сасартӑк пур урисемпе те тӗренчӗ те тӑпах чарӑнса тӑчӗ, Давыдов та чарӑнсан вара, кӗсйине шӑршланӑ май сӑрӑ тутисене кулӑшла сиктеркелесе, ним хӑрамасӑр ун еннелле туртӑнчӗ.

Но на первой ступеньке крыльца он вдруг решительно уперся, затормозив всеми ногами, а когда Давыдов остановился, — доверчиво потянулся к нему, обнюхивая карман, потешно шевеля серыми губами.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

будка патне ҫитсен тин вӑл сӗтел еннелле ҫаврӑнчӗ те тытӑнчӑк сасӑпа кӑшкӑрчӗ:

Только у самой будки она остановилась, повернувшись к столу, крикнула срывающимся голоском:

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Аржанов пушшине Давыдов еннелле кӑнтрӗ те, ҫав-ҫавах шухӑшлӑн кулса, хушса хучӗ:

Аржанов протянул Давыдову кнут, сказал, все так же задумчиво улыбаясь:

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ҫурӑмӗ ҫине таянчӗ, чӗнмерӗ, унтан пӑшӑлтатнӑ пек ерипен каларӗ: «Ман айӑпа пула ку алӑ куҫҫуль те сахал мар шӑлнӑ…» — стена еннелле ҫаврӑнчӗ те вилчӗ, кайрӗ леш тӗнчене Власий туррӑн ут кӗтӗвӗсене кӗтме…

Он прилег на спину, помолчал, а потом почти шепотом сказал: «И слез она по моей вине вытерла немало…» — отвернулся лицом к стенке и помер, пошел на тот свет угоднику Власию конские табуны стеречь…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Арӑмӗ ывӑлӗ еннелле пӑхса илчӗ.

Хозяйка повернулась к сыну.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

йӑсӑрланса, Шырланпуҫ урлӑ явӑна-явӑна иртсе, тӗтре ҫеҫен хирти тӗмескесем еннелле туртӑнать, унта вара, чӗлтӗр кӑвак янкар хӑварса, ерипен сирӗлсе пӗтет.

Они клубящимися волнами перекатывались через Гремячий Лог, устремляясь к степным буграм, и там таяли, невидимо растворялись в нежнейшей бирюзовой дымке.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗчӗккӗн пухса пынӑ укҫине йывӑҫ арчинчен кӑларса, — унта пурӗ вунвиҫӗ кӗмӗлпе ҫӗр сакӑрвунӑ пӑхӑр пулнӑ, — кӗсйине чикрӗ, алӑкне питӗрсе хӑварса, Хэ Сяо-сянь ҫурчӗ еннелле ачине йӑтса утрӗ.

Она достала из деревянного шкафчика все свои сбережения — тринадцать серебряных и сто восемьдесят медных монет, — положила их в карман, заперла двери и с ребенком на руках быстрым шагом направилась к лекарю.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Хуа Да-ма хӗрарӑм кӑтартнӑ еннелле пӑхрӗ те курӑк шӑтма ӗлкӗреймен ҫерем татӑкӗсемпе витсе хунӑ мӗскӗн вилтӑприне курчӗ.

Старуха Хуа посмотрела в указанном направлении, но не увидела ничего, кроме жалкого холмика из комков желтой земли, еще не заросшей травой.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Лешӗ вара ӑна аллинчи туприне тытса кӑтартать, юнлӑ пампушкине старик еннелле тӑсать.

А тот протянул к нему свою огромную руку с раскрытой ладонью, держа на другой пропитанную свежей кровью круглую пампушку, с которой стекали красные капли.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Пуҫне ҫӗклесен, Ванея патша куҫӗсене курнӑ та урайӗнчен хӑвӑрт тӑнӑ, вара пӗр сӑмахсӑрах алӑк еннелле утнӑ.

И когда Ванея поднял голову и увидел глаза царя, он быстро встал с пола и послушно направился к выходу.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Унтан вӑл, чук вырӑнӗ еннелле ҫаврӑнса тӑрса, пулӑшаканӗ аллинчен хӗрле ура лаппиллӗ шурӑ кӑвакарчӑна илнӗ, кайӑкӑн пуҫне касса татнӑ та кӑкӑрӗнчен чӗрине кӑларнӑ, вара ун юнӗпе чӳк вырӑнне те таса ҫӗҫҫе сирпӗтнӗ.

И затем, обернувшись к жертвеннику, он принял из рук помощника белого голубя с красными лапками, отрезал птице голову, вынул у нее из груди сердце и кровью ее окропил жертвенник и священный нож.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Яков Лукич Тимофея ыран ҫак юманлӑхра йывӑҫ касма пуҫласси ҫинчен каласа асӑрхаттарчӗ те вӑрмантан тухса уттарчӗ, хирте вара, кубанка тулӑ акнӑ лаптӑка ҫитсе пӑхас тесе, иккӗмӗш бригада уйӗ еннелле ҫул тытрӗ.

Яков Лукич предупредил Тимофея о том, что в дуброве завтра начнется порубка, выехал из леса и направился на поле второй бригады, чтобы осмотреть засеянный кубанкой участок.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, кӗркуннеччен юманлӑхрах пурӑнӑп-ха, ҫӗр шӑнтма пуҫласан, вара Кубань еннелле е тата урӑх ҫӗрелле ҫул тытӑп.

Ну, в дуброве перелетую до осени, а с заморозками подамся на Кубань либо ишо куда.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кивӗ пурнӑҫ еннелле тутисене чалӑштаркаласа илет пулин те, ҫапах та ӗҫне тӑвать.

Хотя и косоротится на старую жизню, а делает.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар ытлашши каласа тӑкасран тытӑнса тӑчӗ, калаҫӑва урӑх еннелле пӑрчӗ:

Макар сдержался, переменил разговор:

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун пек ҫын вӑл, тӑшман, колхозра пурӑнать, анчах ҫӑварне мӗн тупӑка кӗрсе выртичченех уйрӑм хуҫалӑх пурнӑҫӗ еннелле чалӑштарса тӑрать…

Он, вражина, в колхозе будет жить, а сам на единоличную жизнь до гробовой покрышки будет косоротиться…

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Камӑн пултӑр, хӑйӑлти шуйттан? — кӑшкӑрса ячӗ Майданников, Атаманчуков еннелле ҫаврӑнса тата ӑна сӑнӑпа хӑмсарса.

Чье, хрипатый черт? — закричал Майданников, уже обращаясь к Атаманчукову и замахиваясь на него занозой.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней