Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нимӗҫ партизансем хӑйне мӗн тӑвасшӑн пулнине ниепле те ӑнланса илеймерӗ пулас, — вӑл вӗсем ҫинчен нумай хӑрушӑ хыпарсем илтме ӗлкӗрнӗ.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Тен, вӑл Российӑра ҫак сӑмаха ҫеҫ вӗренме ӗлкӗрнӗ; ҫак сӑмаха ҫав вӑхӑтра нимӗҫсен оккупаци ҫарӗ питӗ лайӑх пӗлетчӗ.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Нимӗҫ ҫакӑн пек леш тӗнчере пурне те хӑратса пӗтерӗ, тесе кулкаласа партизансенчен пӗри ӑна автоматпа тӗллеме пуҫланӑ, анчах Корнилов комиссар ҫитсе ӗлкӗрнӗ те хыттӑн кӑшкӑрса чарнӑ:
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Нимӗҫсем килсе кӗриччен ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирсем тӑхӑнма ӗлкӗрнӗ колхозниксене нимӗҫсен вичкӗн операторӗсем пур енчен те лентӑсем ҫине ӳкерсе илнӗ те, кайран пур кинотеатрсенче те Совет ҫӗршывӗнчи «чухӑна юлнӑ» колхоз хресченӗсене кӑтартнӑ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Вӑт ылханлӑ йӑх! — кӑшкӑрать ҫутӑлнӑ ҫутӑлманах ӗҫме ӗлкӗрнӗ Чернявкин.— Вот проклятое отродье! — кричал подвыпивший спозаранку Ефим Чернявкин.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анфиса Марковна сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, типшӗм пӳрнисемпе ҫиттине тыткаласа пӑхрӗ; унӑн маччаналла пӑхакан куҫӗсем ҫамрӑксенни пек ҫуталса кайрӗҫ, кӑштах шуралма ӗлкӗрнӗ сӑн-пичӗ ҫинче кӑмӑлне хытарни палӑрчӗ, хӗрӗсем ҫакна ӑнланса илчӗҫ: амӑшӗ паха та питӗ кирлӗ япала ҫинчен кӗтмен ҫӗртен каласа парасси килнине хӑй ӑшӗнче тытса тӑрать иккен.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ун умӗнче ҫӗрлехи ҫап-ҫутӑпа капӑрланнӑ Мускав выртать: ӑҫта пӑхатӑн — пур ҫӗрте те ҫутӑсем площадь урлӑ шӑпланма ӗлкӗрнӗ анлӑ урамсенелле тарса пытанаҫҫӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пурне те курма ӗлкӗрнӗ ҫынна, калас пулать, самолет ҫинче вӗҫнӗ ҫынна ҫакӑн пек каласан юратчӗ хӑть, ун пек ҫын самолета лариччен пӗр черкке эрех ӗҫет, ҫырткалать те, вара кресла ҫинче канлӗн ҫывӑрать, — ҫак шурӑ чатӑрлӑ пӗчӗк чӳречерен ӑна киленичченех пӑхма тӳр килнӗ пулас…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Инҫетре, ҫуталма ӗлкӗрнӗ пӗлӗт ҫинче, Змейкӑпа Железная тусен умӗ пӑхӑрла-кӑвакӑн курӑнать, инҫетри шурӑмпуҫ ҫути ӳкнипе вӗсем ҫинчи вӑрмансем те кӗмӗл тӗслӗн ҫуталса лараҫҫӗ; Ирина тусем хушшинче ӳснӗ пулсан та, ҫакӑн пек илемлӗ ту умӗсене курман…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑрҫӑ пуҫлансан, хура кӗркунне, пушанса юлнӑ пӳртӗн чӳречи хупписене хӑмапа хӗреслесе ҫапсан, утрава кураксем нумай вӗҫсе пынӑ: вӗсем кӑранклатса ҫуйхашнӑ, тӗксӗм те кичем тӳпене хура пӗлӗт пек хупӑрласа илнӗ, аялта, ҫаралма ӗлкӗрнӗ йывӑҫсем ҫинче хура пӑнчӑ пек йӑвасем шакӑр курӑннӑ…
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Килкарти еннелле, хӗвеланӑҫнелле, пӗтӗмпех кантӑкланӑ терраса пур; хӗвел чылай аяла анма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, унӑн хӗлхемӗсем, кантӑк витӗр кӗрсе, ҫулӑм пек хӗртеҫҫӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав динамкӑна пула Панкратов унпа паллашма ӗлкӗрнӗ…
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Локомобиль ытла та кивелнӗскер, хӑйӗн нумай ҫулсем хушшинчи пурнӑҫӗнче вӑл ватӑлма тата халран кайма ӗлкӗрнӗ пек туйӑнать: унӑн пӗтӗм ӳт-пӳне шыҫӑсем, кӑвакарнӑ паллӑсем хупласа илнӗ; пур ҫӗрте те кивӗ саплӑксем, шӑтӑк-путӑксем, тутӑхнӑ вырӑнсем, пӗр пӑхӑр шӑхличне кӑна ҫав тери якатса тасатнӑ та, вӑл хӗвел ҫинче чӗлхем пек ялкӑшать.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Апла пулсан, ӑна Татьяна хӗстерме ӗлкӗрнӗ… тен, хытах тивертме те ӗлкӗрнӗ пулӗ-ха…» — тесе шухӑшласа ларать.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хворостянкин пуҫне чикрӗ, унӑн чылай вӑрӑм сухалпа шӑртланма ӗлкӗрнӗ пичӗ хӗрелчӗ.Хворостянкин насупился, поросшее застаревшей щетиной его лицо побагровело.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Акӑ, хӑямат, хулӑ илме те ӗлкӗрнӗ вӗт-ха!..
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Нумай тӗпӗн тунисем сарӑхма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, пӗтӗм участокӗпех, симӗс пире тӗрленӗ пек, сарӑ та шурӑ чечексем сӑрса илнӗ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫырмалли сӗтел патне пралуксене кабель пысӑкӑш пӗр ҫыхӑ илсе пыма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, сӗтелӗн пӗр айккинче, юриех ҫапса хунӑ хӑма ҫинче, тӗрлӗрен пысӑкӑшлӗ тӗрлӗ тӗслӗ кнопкӑсем баян чӗлӗхӗсен тӳмисем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вара вӑл лашине ҫулса тӑкнӑ хыҫҫӑн симӗсленме ӗлкӗрнӗ, капансем тулли лартса тухнӑ улӑхалла ҫавӑрса, кунта пылчӑк ҫуккине курса, лашине сиккипе хӑваларӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл пӳлӗме тепӗр хут кӗнӗ ҫӗре Ирина кровать ҫине кӗрсе выртма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.