Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушшине (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Валет сӗтел хушшине меллӗрех вырнаҫса ларчӗ, Телегин сехетсене пурне те пуҫтарса чикрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юнкун кӑна чайнӑйра пӗр ҫамрӑк каччӑ, вунсаккӑрсенчискер, ун сӗтелӗ хушшине ларчӗ те сӑра ӗҫтерме ыйтрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах Сӑпани пит именсех тӑмарӗ, тӗксӗм кӗтесри сӗтел хушшине ларса, пӑлавуя ҫимелли илсе килме хушрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ну, халь сӗтел хушшине лар, калаҫӑпӑр.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑрчӑк ҫухавиллӗ кӑвак сатин кӗпе, ӗнӗк шӑлавар, кирза атӑ тӑхӑннӑскер, хӑйне вӗреннӗ ҫын пек (е улпут пек темелле-и) тыткалать вӑл, пурҫӑн пиҫиххи хушшине пуҫ пӳрнисене чике-чике, кӗпин пӗркеленчӗкӗсене час-часах хыҫалалла хӑвалать.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атя, сӗтел хушшине лар, кӑшт ҫырткалар, — терӗ йӑмӑкне.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак самантра вӗсен хушшине Сӑпани вирхӗнсе кӗчӗ, иккӗшне те чарӑнма чӗнсе кӑшкӑрчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, Валет та ӑна асӑрхарӗ, патнерехри пушӑ сӗтел хушшине кайса ларчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗпе аркине, ӗҫленӗ чух пилӗк ҫыххи хушшине хӗстернӗскерне, вӗҫертмен те хӑй.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Таркӑнсем ҫаплах турӗҫ, кил хуҫине ҫыхрӗҫ те, вирлӗ ятла-ятла, полицейскисен хушшине пырса пӑрахрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Спаҫҫип сире, офицер пан, — шӑл витӗр сӑрхӑнтарчӗ вӑл та, унтан пӑрӑнса утрӗ, урапа патне ҫитсен, юлташӗсем хушшине нимӗн шарламасӑр кӗрсе выртрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Давид, хавшасах пыраканскер, путлӗн ӗҫлеймерӗ, ют ҫынсемпе пӗр турта хушшине лекес-тӗк, тем тӑватчӗҫ ӗнтӗ ӑна.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах вӑл ӑна-кӑна пӑхса тӑмарӗ, малаллах талпӑнчӗ, часах ыттисем хыҫҫӑн тӗмсем хушшине чӑмрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Разведчиксем леш енчи йывӑҫсем хушшине кӗме тытӑннӑччӗ кӑна — сасартӑк флангсенчен икӗ енчен те тӑшман пулемечӗсем шатӑртаттарма пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Никифоров хушнипе разведчиксем, ун урлӑ каҫса, йывӑҫсем хушшине ҫӗр хӑлаҫа яхӑн кӗрсе пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка тӑна кӗнине курсан, вӑл та хӗпӗртерӗ, кравать хӗррине ларса, ӑна ал тунинчен тытрӗ, юн таппине тӗрӗслерӗ, унтан хул хушшине градусник лартса пӑхрӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун нар хушшине вӑшт сиксе тӑчӗ те Короле чӑмӑрӗпе карланкӑран тӑрӑнтарчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑвӑла ӗнтӗ пули-пулми ҫуна-урапа турти хушшине тӑратма та аван мар пек.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗчӗк урине канӑҫсӑррӑн силлекелесе Ассоль куҫӗсене уҫрӗ; тӑрса ларчӗ, сапаланнӑ ҫӳҫне тыткӑчпа пуҫтарма пуҫларӗ, шӑп ҫавӑн чухне Грэй ҫӗрри хӑй пуррине аса илтерчӗ; вӑл пӳрнисен хушшине ҫакланнӑ курӑк пуль тесе Ассоль вӗсене тӳрлетрӗ.

Беспокойно повертев ножкой, Ассоль проснулась; сидя, закалывала она растрепанные волосы, поэтому кольцо Грэя напомнило о себе, но считая его не более, как стебельком, застрявшим меж пальцев, Ассоль распрямила их.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ытти карапсем пӗр портран ӑнӑҫлӑн тиенсе тухаҫҫӗ те тепринче тӗрӗс-тӗкел пушанаҫҫӗ; экипаж хупахри сӗтел хушшине ларнӑ та — ишсе таврӑннӑ ятпа мухтав юрри юрлать, рехетленсе эрех ӗҫет.

Третьи корабли благополучно грузились в одном порту и выгружались в другом; экипаж, сидя за трактирным столом, воспевал плавание и любовно пил водку.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней