Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

карта сăмах пирĕн базăра пур.
карта (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Такам пахчи урлӑ йӑран ашса чупатӑп, карта урлӑ сикнӗ май каштисем ишӗлсе юлаҫҫӗ; кӗпер хӑмисене йӗртсе тепӗр ҫырана лӗпӗстетсе каҫатӑп, такӑнса ӳксе тип тӑпра муклашкинчен юн кӑларса хӑваратӑп — нихӑшне те чарӑнса хӗрхенме вӑхӑт ҫук…

Бегу по чужим огородам, топча грядки; вот перепрыгнул через забор, а столб позади с треском обвалился; перебежал по дощатому мостику на другой берег — мостик жалобно застонал под моими ногами; с разбегу сильно споткнулся о сухой ком земли, но нет времени остановиться и хотя бы чуть-чуть перевести дух…

Шӑвӑҫ чуман // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 38–42 с.

Ленуксен йытти лӗм-лем вӗркелем пекки туса илчӗ те, пирӗн енне карта тӑррипе йыснан лапчӑк карттусӗ куҫса килни курӑнса кайрӗ.

Соседская собака вяло тявкнула в своем дворе, вдоль забора показалась сплющенная кепка дядьки, кепка двигалась в нашу сторону.

Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.

Фомин лашине ҫатан карта еннелле уттарса кайрӗ, йӗнер йӑранисем ҫинче ҫӗкленсе тӑчӗ.

Фомин шагом отъехал к плетню, приподнялся на стременах.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Асланса юлнӑ карта варринче хайхи хӗрарӑм ҫеҫ юлчӗ.

В широком кругу осталась одна вдова.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унтан утнӑ сасӑ илтӗнми пулчӗ те, ҫатан карта шӑтӑртатса илчӗ.

Потом звук шагов затих и хрястнул плетень.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, килне кӗрсе тӑмасӑрах, тӳрех Дон хӗррине анчӗ, пристань патӗнче такам киммине салтса, тӗпӗнчи шывне йӗкӗр ывӑҫпа ывӑҫласа тӑкрӗ, ҫатан карта шалчине хуҫса илсе, кимӗ ҫумне шӑнса ларнӑ пӑра хӗррисенчен ваткаласа тухрӗ те леш еннелле ишсе кайрӗ.

Не заходя домой, он спустился к Дону, отвязал у пристани чей-то баркас, пригоршнями вычерпал из него воду, потом выломал из плетня кол, пробил лед в окраинцах и поехал на ту сторону.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, пӳрт ҫинелле пӑхкаласа, татах темиҫе минут ҫатан карта ҫумӗнче выртрӗ, аллипе темле хӑй те сисмесӗр майӗпен хыпашласа, чӗркуҫҫийӗсем ҫумне ҫыпҫӑннӑ пылчӑка тасатрӗ, унтан ура ҫине тӑрса, ҫатан карта урлӑ йывӑррӑн уртӑнса каҫрӗ те, наган кӗпҫине аялалла усса, киле еннелле утрӗ.

Он еще несколько минут лежал под плетнем, посматривая на дом, и каким-то размеренным, механическим движением счищал прилипшую к коленям грязь, а потом встал, тяжело перелез через плетень и, опустив дуло нагана, пошел к дому.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Виҫҫӗмӗш хут пенӗ хыҫҫӑн Кирилл такӑннӑ пек пулчӗ, анчах кӗлеткипе тӳрленсе, ҫатан карта урлӑ якӑлт! кӑна сиксе каҫрӗ.

После третьего выстрела Кирилл как будто споткнулся, но, оправившись, легко прыгнул через плетень.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Калама ҫук чун тӑвӑнса килнипе тата ытла та хӑранипе Аксинья, шартах сиксе, пӗтӗм кӗлеткипе ҫӳҫенсе илчӗ, унтан вӑрт ҫеҫ карта ҫумӗнчен пӑрӑнчӗ те килнелле кӗрсе кайрӗ.

Аксинья вся содрогнулась, охваченная неизъяснимым чувством тоски и страха, и, резко отшатнувшись от плетня, пошла к дому.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинья, тӗлӗнсе, Мелеховсен пахчипе чикӗллӗ ҫатан карта патне асӑрханса иртрӗ, анкартннелле пӑхрӗ.

Аксинья удивилась и, осторожно пройдя к граничившему с мелеховским гумном плетню, заглянула на гумно.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫын хуйхи-суйхине чун патне илнӗ Аксинья Дуняшкӑна карта урлах ыталаса питӗнчен чуптурӗ.

Движимая состраданием, Аксинья потянулась через плетень, обняла Дуняшку, крепко поцеловала ее в щеку.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӗтрепе пиеленнӗ инҫет, садра ейӳ варрине пулнӑ улмуҫҫи тӗмӗсем, йӗпе карта, ун хыҫӗнчи пӗлтӗрхи урапа йӗрӗсене шыв ҫисе тарӑнлатнӑ ҫул — ҫаксем пурте ӑна нихҫанхинчен те илемлӗн туйӑнчӗҫ, пурте-пурте ун умӗнче, хӗвел ҫутатса тӑнӑ майлах, ҫӑра та черчен сӑрсемпе чечекленчӗҫ.

Повитая туманом даль, затопленные талой водою яблони в саду, мокрая огорожа и дорога за ней с глубоко промытыми прошлогодними колеями — все казалось ей невиданно красивым, все цвело густыми и нежными красками, будто осиянное солнцем.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пушӑ вырӑна лайӑх карта тытса ҫавӑрнӑ.

Помоги переводом

VI. Комсомол вӑтӑр ҫул тултарнӑ ятпа // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Шкул картишӗнче мунча пысӑкӑш пӗр пӳрт пур, ӑна йӗри-тавра хӑйне уйрӑм карта тытса ҫавӑрнӑ.

Помоги переводом

V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Ачасем вӗсемпе пӗрле шкул умӗнчи пушӑ вырӑна рулеткӑсемпе виҫсе палӑртса тухнӑ та, пулас карта валли юпасем лартма, шӑтӑксем алтнӑ.

Помоги переводом

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Решеткеллӗ карта тытмалла пулать пирӗн, пӗр чӑх та ан кӗрейтӗр.

Помоги переводом

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Карта тытмалла.

Помоги переводом

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Пӗтӗм участок тавра пахчана илем кӳрекен декоративлӑ йывӑҫсем хупӑрласа илнӗ, вӗсене карта хӗррипе лартса тухнӑ.

Помоги переводом

II. Ҫитрӗмӗр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Хапхаран кӗрсенех йӗри-тавра лайӑх карта тытса ҫавӑрнӑ участока курах кайрӑм эпӗ, Участокӗ пысӑк, унта улма йывӑҫҫисем те, чиесем те, хурлӑхан та, хӑмла ҫырли тунисем те вӗтлӗхри пек ӳсеҫҫӗ.

Помоги переводом

II. Ҫитрӗмӗр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Вӑл аллисене лӑштӑрах уснӑ та ҫатан карта ҫумне сӗвенсе тӑрать.

Она стояла, прислонившись к плетню, безжизненно опустив руки.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней