Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урине сăмах пирĕн базăра пур.
урине (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тётка шкап хыҫне кайса пӑхрӗ, вӑл пытарса хунӑ чӑх урине хуҫи ҫимен иккен; вӑл хӑйӗн вырӑнӗнчех, тусанпа эрешмен карти патӗнчех выртнӑ.

Тетка пошла в гостиную и посмотрела за шкап: хозяин не скушал куриной лапки, она лежала на своем месте, в пыли и паутине.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Тётка хӑрах урине ҫуласа илчӗ те, вӑл мӗншӗн килнине ыйтмасӑрах, хуллен ӳлесе ячӗ.

Тетка лизнула ему лапу и, не спрашивая, зачем он пришел, завыла тихо и на разные голоса.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ҫиме ҫинчен шухӑшласан темле чун лӑпланать, ҫавӑнпа Тётка паҫӑр Федор Тимофеичран чӑх урине вӑрласа шкаппа стена хушшине пытарнине асне илчӗ, унта эрешмен картипе тусан туллиех.

Когда думаешь об еде, то на душе становится легче, и Тетка стала думать о том, как она сегодня украла у Федора Тимофеича куриную лапку и спрятала ее в гостиной между шкапом и стеной, где очень много паутины и пыли.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Пӳлӗмре вара ӗмӗрӗпех ним йӗрки те ҫук, шуйттан та урине хуҫма пултарать!

А в комнате черт ногу сломит, печным беспорядок.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней, урине грузовик ещӗкӗ урлӑ ярса, атӑ путушӗпе кустӑрмана хыпашласа тупрӗ, ялт сиксе анчӗ те васкамасӑр хӗрӗ патне пычӗ.

Перекинув через борт кузова ногу, Корней нащупал подошвой сапога колесо, легко спрыгнул и неторопливо подошел к дочери.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени ун патне чупса пычӗ, урине чӑматан патне лартрӗ.

Ксения бросилась к нему, поставила ногу перед чемоданом.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коридорта Сысоич — вут хутакан — урине сӗтӗрсе утни илтӗнчӗ.

В коридоре слышались знакомые волочащиеся шаги истопника Сысоича.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, уксахлакаласа, темиҫе утӑм турӗ те, туратлӑ туя ҫине таянса, сулахай урине урайне пусмасӑр чарӑнса тӑчӗ.

Прихрамывая, тот сделал несколько шагов и остановился, опираясь на суковатую палку, держа на весу левую ногу.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алӑк патӗнче вӑл нумайччен урине хыркаласа тӑчӗ, куҫ харшисене хаяррӑн пӗркелентернӗрен Аникей те хӑраса ӳкрӗ.

Он долго шаркал ногами у порога и так грозно супился, что даже Аникея взяла оторопь.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Хӑвӑрах ӳкӗтлерӗр вӗт мана, упӑшка урине аран сӗтӗрнине пӗлеттӗрччӗ вӗт эсир…

— Вы же уговорили меня, знали, что муж мой с голоду еле ноги таскал…

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Сысна ҫури урапа ҫинчен ӳкнӗ-ха, урине кустӑрма айне туса имӗрнӗ, — тӑрантас патне пырса пӗлтерчӗ Поликарп.

— Это поросеночек с арбы упал, а ему ноги колесом потрощило, — отвечал подъехавший Поликарп.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн шурса кайнӑ ҫаврака ҫамки ҫине, тарпа йӑлтӑртатакан ҫӳхе кимӗрчеклӗ сӑмси ҫине тусан вӗҫе-вӗҫе ларать, анчах хӑй пӗрехмай урине пӗр-пӗр ӑшӑ япалапа кӗптеме тилмӗрет, ҫамки ҫинчи тарне шӑммипе тирӗ кӑна юлнӑ шӑнӑрлӑ аллипе сӑтӑрса ятлаҫать:

На выпуклый бледный лоб его, на тонкий хрящеватый нос, поблескивающий испариной, садилась пыль, но он все время просил укутать ему ноги чем-нибудь теплым и, вытирая пот со лба костистой, жилистой рукой, ругался:

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗррехинче, Каргинскинче-ха, каҫ пулса ҫитсен, Григорий хӑйӗн хваттерне таврӑннӑ чухне площадьри пӗр ҫуртра вырнаҫнӑ батареецсем патне кӗчӗ: такампа тавлашса кайнӑ Такан Яккӑвӗ ҫенӗхре урине шӑпӑр ҫинче сӑтӑрнӑ хушӑра ҫапла калаҫрӗ:

Однажды в Каргинской, возвращаясь поздно вечером на квартиру, Григорий зашел к батарейцам, помещавшимся в одном из домов на площади; вытирая в сенцах ноги о веник, слышал, как Яков Подкова, споря с кем-то, говорил:

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татса илет те шӑна урине типӗ чышкине хупса хӑлхи патне тытать, вӑл е хулӑмрах е ҫинҫе сасӑпа нӑйӑлтатнине пуҫне тимлӗн чалӑштарса итлет.

Оторвет, зажмет в сухом кулаке и, поднося его к уху, сосредоточенно склонив голову, слушает, как муха то басовито, то тонко брунжит.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ку та ҫын пуҫне пӗрер турамлӑх ҫитет… — терӗ вахмистр, йӗп-йӗпе тарлӑ ҫамкине хӗрлӗ сӑмса тутрипе шӑлнӑ май урине йӗнер пӗкечи урлӑ йывӑррӑн илсе.

Да по куску на человека и этого хватит растянуть… — говорил вахмистр-конвоир, сгребая красной утиркой обильный пот со лба, тяжело перенося ногу через седельную луку.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утасса та вӑл ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе, шертепе ҫапса мӑкӑлтанӑ урине аран сӗтӗркелесе, утса пычӗ.

Он и шел-то будто по горячему, приплясывая, дергаясь всем телом, волоча перебитую жердью ногу…

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Акӑ каллех ӗнтӗ пурнӑҫ ҫӗнӗлле ҫаврӑнса кайрӗ, чунра ав ҫав-ҫавах сивӗ те пушӑ… — урине йӗнер йӑрани ҫине хурса темшӗн шухӑшларӗ вӑл, лашана хытӑ ҫилхинчен тытса. — Халӗ ҫав пушӑлӑха Аксютка та тултараймасть, ахӑр…»

Придерживая стремя ногой, держась за жесткую конскую гриву, почему-то подумал: «Ну вот, опять по-новому завернулась жизня, а на сердце все так же холодновато и пусто… Видно, и Аксютка зараз не сумеет заслонить эту пустоту…»

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑн чухне туйрӗ те вӑл сӗтел айӗнче хӑйӗн урине такам ури сӗртӗннине.

Почувствовал, что под столом ноги его касается чья-то чужая нога.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ну, ну? — васкатрӗ Иван Алексеевич, суранлӑ урине йынӑша-йынӑша атӑ тӑхӑннӑ май.

— Ну, ну? — торопил Иван Алексеевич, со стоном натягивая на раненую ногу сапог.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка ӗхлете-ӗхлете урине типсе кайнӑ сарӑ аттине тӑхӑннӑ хушӑра тытӑнкӑллӑн хуравласа калаҫрӗ:

Мишка, кряхтя, набивал на ноги рыжие ссохшиеся сапоги, с паузами отвечал:

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней