Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ачасем (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ах, ачасем мӗнле-ши, кил-ҫурт вырӑнтах-ши, шӑрпӑкпа вылямарӗҫ-ши?» - чунӗ вырӑнта пулман Спиридоновсен.

Помоги переводом

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Иртнӗ ҫул Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр ҫитӗннӗ ачасем валли виҫӗ хутлӑ ҫурт хӑпартнӑ.

Помоги переводом

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Вӗсене ачасем ертсе пынӑ.

Их вели дети.

Тӑлӑхсем хӑнасене кӗтсе илнӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11872.html

Паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ тата тӑлӑх ачасем пурӑнакан организацисенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ.

Помоги переводом

Тӑлӑхсем хӑнасене кӗтсе илнӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11872.html

Ачасем те яланах пулӑшма пыратчӗҫ.

И дети всегда приходили помогать.

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ачасем те пыл юхтарнӑ чухне пулӑшма пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Эпир тӑлӑх ачасем пулнӑ.

Мы были детьми сиротами.

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ачасем пухӑннисем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хак панишӗн хӑпартлансах кайрӗҫ.

Помоги переводом

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

– Библиотекӑна ачасем кашни кун пырса ҫӳретчӗҫ.

Помоги переводом

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ачасем чуна ҫывӑх.

Помоги переводом

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Н.Геннадьевана ачасем хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл мӗн каланине ӑша хываҫҫӗ.

Помоги переводом

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ачасем тивӗҫлӗ пӗлӳ илме пултарччӑр, каярахпа хӑйсен вӗренӗвне малалла тӑсчӑр.

Помоги переводом

Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫакӑнпа тата ачасене воспитани парассипе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинчен калаҫу пуҫарас тӗллевпе йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем «Полици тата ачасем» операцие кашни ҫулах хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен ҫемйисем, ачасем, мӑнуксем, килти чӗрчунсем, йӗри-таврари ҫутҫанталӑк пирки ҫырнӑ.

Помоги переводом

Ачасемпе юмах вулар-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Асӑннӑ конкурса ачасем, амӑшӗсемпе ашшӗсем, асламӑшӗсемпе аслашшӗсем хастар хутшӑннӑ, юмах ҫине юмах ҫырнӑ.

Помоги переводом

Ачасемпе юмах вулар-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӑл ытти ачасем пек компьютер, планшет умӗнче вӑхӑта ирттермест, ӳкерме, ҫыхма юратать.

Помоги переводом

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Право йӗркине пӑсакан ҫул ҫитмен ачасемпе профилактика мероприятийӗсем ирттерессине лайӑхлатас тӗллевпе районти шалти ӗҫсен пайӗпе профилактика органӗсем февралӗн 24-мӗшӗпе мартӑн 24-мӗшӗччен «Полици тата ачасем» акцин пӗрремӗш тапхӑрне йӗркелеҫҫӗ.

Помоги переводом

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хальхи вӗренӳ тата лаборатори базипе, вӑйлӑ педагогсемпе тивӗҫтерсе, ачасем ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр паха пӗлӳ илччӗр, кайран пӗлӗве професси паракан учрежденисенче ӳстерччӗр тесе ялсенче база шкулӗсем туса хунӑ.

Помоги переводом

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Уяв кунӗ ачасем район центрӗнчи кану паркӗнче савӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

«Ку - вӗренӳ тытӑмӗн маларахри ҫулсенчи ӗҫӗн кӑтартӑвӗ, - тенӗ министр, - вӑл вӑхӑтра эпир ялсенче хальхи йышши вӗренӳ тата лаборатори базиллӗ, ӑста педколлективлӑ пысӑк шкулсем йӗркелерӗмӗр, ачасем хӑйсем ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр шкулсенче пахалӑхлӑ пӗлӳ илме, унтан вӗренӗве профвӗренӳ учрежденийӗсенче малалла тӑсма пултарччӑр терӗмӗр».

Помоги переводом

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней