Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каярахпа Самонька, вӑл вӑхӑтри ытти нумай ҫынсем пекех, ялтан ҫухалчӗ.
Самонька // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Санин пӳлӗм тӑрӑх нумайччен ҫӳрерӗ, каярахпа ҫеҫ ҫывӑрма выртрӗ.
XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Складсенчи профилактика мелӗсем: пӑрҫа йышӑнас тата упрама вырнаҫтарас умӗн управӑшсене хатӗрлесси — тасатса тухасси, каярахпа нӳрӗлле е аэрозоллӑ меслетпе дезинсекцилесси; сӑтӑрҫӑсем лекме пултаракан мӗнпур объекта пӗтӗмӗшле пӑхса тухасси.
Пӑрҫа хурчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5250-%D0%9F% ... D0%B8.html
Малтанах подпоручик ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, каярахпа ун сасси ҫиллессӗн чӗтренсе илчӗ те, вӑл кунта мораль ҫинчен итлеме килмен тесе хушса хучӗ.
XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӗсем ун ҫинчен пӗр сӑнчӑрне те пулин хывмалла, — сӑнчӑрӗсем питӗ йывӑр, — е ӑна шывпа ҫӑкӑр кӑна мар, какайпа пахча-ҫимӗҫ те памалла тесе калаҫҫӗ пулӗ тенӗччӗ эпӗ, анчах ҫак шухӑш нихӑшӗн те пуҫне те кӗмерӗ, хам эпӗ ку ӗҫе сӑмсана чикмесен лайӑхрах пулӗ тесе шутларӑм, каярахпа, шӑв-шав иртсе кайсан, тухтӑр сӑмахӗсене Салли аппана каласа парӑп терӗм, таркӑн негр хыҫҫӑн кимӗпе хӑваланӑ чух Сид аманни ҫинчен мӗншӗн калама маннине ӑнлантарӑп терӗм.
Хӗрӗх иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӑнтӑр ҫитеспе икӗ пӗчӗк пӑрахут иртсе кайрӗҫ, анчах вӗсем туран анакансем пулмарӗҫ; каярахпа пысӑкки ҫитрӗ, корольпе герцог ӑна чарчӗҫ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Каярахпа тата эпӗ хам та кунти пурнӑҫа хӑнӑха пуҫларӑм, чӗн пиҫиххисӗр пуҫне мана пурте килӗшекен пулчӗ.А в скором времени я и сам привык тут жить, и мне даже нравилось — все, кроме ремня.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл чӗрӗччӗ, каярахпа чӑрӑш лӑссиллӗ машина ҫинче эпӗ ун виллине куртӑм.Он был живой, а потом убитый — лежал на машине, в зелени хвои.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫур сехетчен вӑл хӑйне хӑвалакансене унчченхи пекех аякка хӑварса пычӗ, анчах каярахпа вӑйсӑрланнӑ ҫынсем парӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та туземецсен киммисем хӑвӑрт ҫывхарма пуҫларӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Кунта дикарьсем пире ӗмӗрне те килсе тӗкӗнеймӗҫ, каярахпа эпир хӑтӑлмалли майсене епле пулсан та шыраса тупатпӑр.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Каярахпа вӑй килсе кӗнӗ пек пулать, анчах ӑна хӑй пӗр сехет ытла кая юлни кӳрентерет.Пока это проходило, он с отчаянием убеждался, что опаздывает на целый час.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл арӑмӑн упӑшки — арманта ӗҫленӗ батрак, каярахпа комбед членӗ пулнӑскер, революцишӗн пуҫне хунӑ.Жены, потерявшей в революцию своего мужа, мельничного батрака, а позднее сельского комбедчика.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Инҫете илтӗнчӗҫ ҫапӑҫу юррисем, каярахпа Катюша Зеленовӑпа Волынцева баян илсе килчӗҫ, пӳлӗм баянӑн хартлатакан хулӑм басӗсемпе тата кӗмӗл чӗлӗхӗсен вӗлтӗртетӗвӗпе тулса ларчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унта хӗрӗх ҫичӗ ҫын тӑнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ, ӗлӗкрех контрреволюци ӗҫне активлӑ хутшӑннӑскерсем, анчах каярахпа вырӑнти Чека шанса ирӗкре хӑварнӑскерсем пулнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Каярахпа лутра тӗмесемпе ҫамрӑк камед йывӑҫҫисем тӗл пулма пуҫларӗҫ, вӗсем темӗн анлӑш вырӑнсене хупӑрласа илнӗ.Позже стали попадаться обширные пространства, покрытые кустарниками и молодыми камедными деревьями.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах та ҫак картасене 1550 ҫултан нумай каярахпа ӳкернӗ пулмалла, ҫавӑнпа та эпӗ, вӗсем ҫинче чарӑнса тӑмасӑр, тӳрех вунҫиччӗмӗш ӗмӗр ҫине куҫатӑп.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пирвайхи ҫутӑсем килсен «Дункан» кливер, фок тата марсель лартрӗ те якӑрне вӗҫерсе илчӗ, вара темиҫе сехет каярахпа такамшӑн та паллӑ Бурь сӑмсахне иртсе кайрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ноябрӗн 24-мӗшӗнче, ирпе виҫӗ сехет ҫитсен, «Дункан» палубинчен Столовой сӑрчӗ те курӑна пуҫларӗ, пӑртак каярахпа яхта бухтӑна ӑҫтан кӗмеллине кӑтартса тӑракан Сигнал сӑрчӗпе танлашрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тата темиҫе сехет каярахпа горизонтра питӗ ҫӳллӗ чуллӑ ҫӗрсемлӗ утравсен архипелагӗ аванах курӑна пуҫларӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Каярахпа, арпашса кайнӑ Паганель пирӗн яхта ҫинче курӑнсан, документсене ӑна кӑтартрӑмӑр.— Позже, когда Паганель, по рассеянности, очутился на борту нашей яхты, документы были показаны ему.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.