Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑйсен (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑшкӑлса ҫитнӗ воспитательсен ирӗксӗрех Тӑвай тӑрӑхӗнчи Михайловсене шӑнкӑравлама, арҫын ачана хӑйсен хӳттине илмешкӗн тархаслама тивнӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ пилӗк ачана хӑйсен хӳттине илнӗ ҫак ҫемье.

Эта семья взяла под опеку пятерых детей, которые остались без защиты своих родителей.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӗсем халӗ «Чӗрӗ сасӑ» проекта пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, паянхи артистсене эфирта фонограммӑпа мар, хӑйсен сассипе юрлаттараҫҫӗ.

Они в данное время работают над проектом "Живой голос", они просят современных артистов исполнять свои песни в эфире не под фонограмму, а своим голосом.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Чӑваш эстрада артисчӗсене хӑйсен пултарулӑхне халӑх патне ҫитерме уҫӑ лапам йӗркелес килчӗ.

Захотелось организовать площадку для артистов чувашской эстрады, где бы они могли знакомить народ своим творчеством.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ара, вӑл ертсе пынипе ачасем хӑйсен аллипе касса кӑларнӑ тата илемлетнӗ ывӑссем, шкатулкӑсем кашни килтех упранаҫҫӗ мар-и?

Разве не найдешь в каждом доме разукрашенные доски, шкатулки, вырезанные детьми под руководством учителя?

Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Вӗсем хӑйсен активлӑхне 8-14 кун хушши упрама пултараҫҫӗ, ун хыҫҫӑн шап-шурӑ ҫӑнӑха «чӗрӗ» ҫимӗҫ тееймӗн.

Они могут сохранить свою активность в течении 8-14 дней, после этого о белой муке можно и не говорить, что она "живая".

Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

— Аслисен хӑйсен ачисемпе ӗҫлемелле.

— Старшим со своими детьми надо трудиться.

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗн те хӑйсен тӗпренчӗкӗсене кун пирки асӑрхаттармалла.

Помоги переводом

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чылайӑшӗ тулашра е хамӑр патрах ӗҫлесе пысӑк тупӑш тӑвать, хӑйсен укҫипех ҫурт ҫӗклеме пултарать.

Многие получают большую прибыль за пределами или в нашем регионе, могут поставить дом на свои средства.

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Аслашшӗ-асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ ырӑ-сывӑ пулсан — пӑшӑрханмаллиех ҫук: каникулта юратнӑ мӑнукне хӑйсен хӳттине илме хаваспах килӗшӗҫ вӗсем.

Помоги переводом

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫав кунсем, чӑвашсем вырӑс патшалӑхне хӑйсен ирӗкӗпе кӗнӗренпе 425 ҫул ҫитнине халалланӑскерсем, туслӑхпа тӑванлӑхӑн чӑн-чӑн уявӗ пулса тӑчӗҫ.

Эти дни, которые были посвящены 425-летию добровольного вхождения чувашского народа в российское государство, стали настоящими праздниками дружбы и породнения.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Театрсем пурте предприятисемпе килӗшӳсем тунӑччӗ, районсенче хӑйсен филиалӗсене уҫнӑччӗ.

Все театры заключили соглашения с предприятиями, открыли в районах свои филиалы.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

А.Г.Николаев космонавт ентешӗсем ӳнерҫӗсен илемлӗ сӑвви-юррине итлесе киленчӗҫ, лешсем вара вӗсен ӗҫри паттӑрлӑхне курса, хӑйсен пулас хайлавӗсем валли сӑнарсем тупса хавхаланса таврӑнчӗҫ.

Земляки космонавта А. Г. Николаева насладились стихами и песнями людей искусства, а они, видя трудовой подвиг сельчан, возвратились новыми образами для будущих произведений.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чи пӑлхануллӑ та чуна тивекен самант вара выпускниксем куҫҫуль витӗр хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсене тав сӑмахӗсем калани пулчӗ.

Помоги переводом

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Ӗнер ҫеҫ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен хӗрӗсене‚ ывӑлӗсене алӑран ҫавӑтса шкула пӗрремӗш хут хумхануллӑн илсе пынӑччӗ…

Как будто бы вчера родители с волнением привели первый раз в школу своих дочерей, сыновей...

«Выпускниксен мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗтӗр» // Ирина СУНАГАТУЛИНА. «Урал сасси», 2016.06.01

Куҫарура Митта Ваҫлейӗ, оригинал авторӗпе ӑмӑртса ӗҫленӗскер, ҫапла каланӑ: «Халӗ эпир тӗнчери пур поэтсен произведенийӗсене те хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫырнинчен кая мар хӑватпа чӑвашла куҫарма пултаратпӑр».

Василий Митта, работавший в переводе, соревнуясь с автором оригинала, сказал так: "Сейчас мы с большой энергией можем переводить на чувашский произведения всех мировых поэтов не хуже их родного языка".

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Учительсем хӑйсен ӗҫне хаклани сисӗнчӗ.

Чувствуется, что учителя ценят свой труд.

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

...Уява килнисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, ҫавӑн пекех Чӑваш Енре ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ сӑвӑҫсем хӑйсен сӑввисемпе паллаштарчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Ҫак курава хутшӑннӑ хӗрарӑмсем ҫеҫ мар, ыттисем те хӑйсен пепкисене тӗрлӗ алӑ ӗҫне мӗн пӗчӗкрен вӗрентеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Выҫӑ та шӑнса кӳтнӗскере хӑйсен ҫумне чӑмӑртанӑ салтаксем.

Голодного и замершего, солдаты прижали к себе.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней