Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хушӑран вӑл Аксиньйӑна илтмиех пулчӗ, унӑн сасси инҫете-инҫете кайса пынӑ пек, уҫӑмсӑррӑн янӑраса, пачах ҫӗтсе ҫухалнӑ пек туйӑнчӗ.Иногда он вовсе переставал слышать Аксинью, голос ее удалялся, звучал глуше и затихал совсем.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Тытса килнӗ ҫын юнпа хӗрелнӗ шӑлӗсене кӑтартса йӑл кулчӗ те илтнӗ хыпар хӑйӗн кӑмӑлне кайса тӗлӗнтернӗ пек калаҫма тытӑнчӗ, анчах сасси темле мӑшкӑлланӑ майлӑ янӑраса тухни пурне те сисчӳлентерчӗ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, вӑрӑм та тӗреклӗ пӗҫҫисене чармакласа, сӗтел хушшинче ларчӗ, хӑйӑлтатарах тухакан хулӑн сасси шӑппӑн янӑраса илтӗнчӗ:
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ейӳ илнӗ вӑрман айлӑмӗнче, тирек йывӑҫҫисен шупка симӗс вуллисене чӑпӑл туса, юман тӗмӗсемпе ҫамрӑк ӑвӑссен аяла пулнӑ тӑррисене тикӗссӗн чӳхентерсе, шыв шӑппӑн шӗпӗлтетсе выртрӗ; ун айне пулнӑ кӳлӗсенче юхӑм авса хунӑ хӑмӑш шереписем чӑшӑлтатрӗҫ; шыв илнӗ вырӑнсенче, улах затонра, Дон таппи, ҫӑлтӑрлӑ каҫӑн тӗксӗм ҫутине хӑй ҫине ӳкерсе, такам тухатнӑ пек хускалмасӑр йӑлтӑртатса тӑнӑ вырӑнсенче, аран илтӗнмелле сасӑпа тикӗшсем кӑшкӑрчӗҫ, шӑркалчӑ аҫисем ыйхӑллӑн шӑхӑркаласа илчӗҫ, хушшӑн-хушшӑн тата ирӗк ҫӗрте ҫӗр каҫакан, урӑх вырӑнсене ҫул тытакан акӑшсем кикаклатни янӑраса кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сӗм тӗттӗмре пӗр пӑшӑрханса чӗннӗ сасӑ янӑраса кайрӗ:
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Алӑкӗсем янӑраса уҫӑлнӑ та, подъезд патӗнче хӗвӗшекен ҫынсене ҫӑварсем пек ҫӑтнӑ.Двери со звоном отворялись и, как рты, глотали людей, которые сновали у подъезда.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Хур тепӗр кантрине ҫӑвара хыпнӑ та туртнӑ, ҫавӑнпа ҫийӗнчех хыттӑн пӑшал сасси янӑраса кайнӑ.Гусь взял в клюв другую веревочку и потянул, отчего тотчас же раздался оглушительный выстрел.
IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Вӑл унпа ҫапла калаҫнӑ вӑхӑтра сасартӑк музыка сасси янӑраса кайнӑ.Когда он разговаривал с нею таким образом, вдруг загремела музыка.
I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Сасӑ пӳлӗмре аслати пекех янӑраса кайрӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
«Шахтерсен юррисене юрлаҫҫӗ…» — янӑраса килчӗ штрекран.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫил бухта енчен пӑрахут сиренисем хулӑннӑн та ҫӑран ӳленине хӳтерсе килет; пристаньсенче ҫынсен сассисем пӗр кӗрлеве пӗрлешсе татти-сыпписӗр янӑраса тӑраҫҫӗ, ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрлеве хыттӑн кӑшкӑрса команда панӑ, утсем кӗҫеннӗ, пӑравуссем кӑшкӑртнӑ сасӑсем кӑна ҫура-ҫура каяҫҫӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫеҫенхир ҫийӗн, типпӗн шартлатса, аҫа ҫапнӑ сасӑ янӑраса кайрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫав шӑплӑха кашни илтӗни-илтӗнми сас-чӗвӗ хускатать, ынатлӑ ахрӑм майлӑн чӳхене-чӳхене янӑраса каять.Каждый звук, даже нерезкий, рвал эту тишину и будил отголоски.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑрманта йышлӑ ут чӗрнисем чаклатса пынӑ тата казаксен хӗҫӗ-пӑшалӗсем чӑнк-чанк тунӑ сасӑсем ҫеҫ килӗшӳллӗн янӑраса тӑчӗҫ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Куҫӗсем хӗм сапса йӑлкӑшрӗҫ, сасси, сӑмахӗсемпе чыхланса, пӳлӗнчӗклӗн янӑраса тухрӗ:Глаза ее горячечно блестели, а голос прерывался, когда она, задыхаясь, говорила:
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫӗрпӳртсенче шавах юрланӑ, хӗрӗнкӗ хӗрарӑмсем ҫуйхашнӑ, арҫынсем ахӑлтатса кулнӑ, ши! те ши! шӑхӑрнӑ сасӑсем янӑраса тӑчӗҫ…В землянках зазвучали песни, пьяный бабий визг, мужской хохот и посвист…
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫав вӑхӑтра пӳртрен кӗрӗк тӑхӑннӑ мужик чупса тухрӗ пек те вӗсене пушӑпа хӑваласа ячӗ пек; тинех вара Тётка лаххан патне чупса пырса ҫиме тытӑнчӗ пек; анчах мужикӗ хапхаран тухса кайрӗ ҫеҫ, хайхи хура йытӑсем, ҫилленсе те хӑрлатса, ун патнелле ыткӑнчӗҫ пек, сасартӑк хӑлхана ҫуракан киревсӗр сасӑ тепӗр хут янӑраса кайрӗ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Мӗнлерех янӑраса илтӗнет, э?
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Йытӑсем вӗрни, тарасасем чӗриклетни илтӗнекен пулчӗ, юрпа персе вылякан ачасен сассисем инҫете янӑраса кайрӗҫ.Стал слышен лай собак, скрип колодцев, далеко разносились голоса ребятишек, затеявших игру в снежки.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Зал тӑрӑх каллех ахӑлтатса кулни янӑраса кайрӗ, пӗрре ҫинҫе сасӑсем ихихлетрӗҫ, тепре мӑн сасӑсем кӗрлесе илчӗҫ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.