Поиск
Шырав ĕçĕ:
Илья Ильич ирхи апат ҫирӗ, Маша французла мӗнле вуланине итлерӗ, Агафья Матвеевна пӳлӗмӗнче пӑхса ларкаларӗ: лешӗ Ваничка курткине енчен енне вуншар хут ҫавӑркаласа саплать, ҫав хушӑрах кухньӑна чупкалать, унта кӑнтӑрлахи апат валли сурӑх ашӗ мӗнле ӑшаланнине сӑнать, пулӑ шӳрпи пӗҫерме вӑхӑт мар-ши, тет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫапла шухӑшларӗ: «Мӗншӗн мана ҫав тери лӑпкӑ, канӑҫлӑ, улшӑнми ырӑ, мӗншӗн тӑнӑҫлӑ, ҫав хушӑрах...»Она думала, отчего ей так тихо, мирно, ненарушимо-хорошо, отчего ей покойно, между тем…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах ҫакна тӑвас тесен, Ольгӑн питӗ хӑюллӑ утӑм тумалла, хӑйпе мӗн пулса иртнине Штольца пӗлтермелле: Штольц хӑй пирки мӗн шутлассине ҫав тери пӗлес килнӗ унӑн, ҫав хушӑрах вӑл унран калама ҫук хӑранӑ!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кайӑрах! — терӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн, ҫав хушӑрах хӑйӗн пысӑк хуйхине пытараймасӑр.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав хушӑрах вӑл малтанхи тусӗ чун-чӗререн парӑннине хисеплеменшӗн те хыпса-ҫунса ӳкӗнет…Тут жгло ее и раскаяние в неблагодарности за глубокую преданность ее прежнего друга.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна, хам юратасса шантармасӑр, ман еине киленсе пӑхма чармастӑп кӑна; ҫав хушӑрах ытти тем чухлӗ хӗрарӑм хайсене ун ҫумӗнче телейлӗ тесе шутлӗччӗҫ».
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц унӑн ӑсӗпе чӗрине парӑнтарнине сиснӗ хушӑрах Ольга хӑй те Штольца пӑхӑнтарнине ӑнланчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫав хушӑрах эсӗ акӑ мӗн ту, кум, — малалла каларӗ Тарантьев: — эсӗ мӗнле те пулин счет ҫыр, вутӑшӑн, купӑсташӑн, ну, хӑть мӗншӗн пултӑр; тавах, Обломов хӑй хуҫалӑхне кумана пачӗ, вӑл счет йӑлтах укҫа расхутлани ҫинчен пултӑр.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Агафья мӗнле ҫӗленине пӑхать, хӑш чухне мӗн те пулин калать е ним те каламасть, ҫав хушӑрах, хӑйне мӗн кирли пурте пур пек, ӑна кунта питӗ канлӗ, нимӗн те кирлӗ мар, ниҫта та каяс килмест унӑн.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов та кунта ҫавнашкалах, диван ҫинче хускалми ларнӑ хушӑрах, йӑлт курать; такам уншӑн тӑрӑшса ҫивӗччӗн чупкалать; ыран хӗвел тухмӗ, пӗлӗте тӑвӑл хуплӗ, тӗнче тӑрӑх тӑвӑллӑ ҫил тустарса ҫӳрӗ, ҫапах Обломов сӗтелӗ ҫинче яшка та шарккух та пулӗ, ҫапах унӑн кӗпе-йӗмӗ таса та ҫӗнӗ пулӗ, ҫапах стена ҫинче эрешмен картисем пулмӗҫ, — Обломов ҫакна кам тунине пӗлмӗ те, хӑйшӗн мӗн тӑвас килни ҫинчен те шутлама ӳркенӗ, анчах вӑл мӗне кӑмӑлланине Агафья Матвеевна сисӗ те сӑмси умнех илсе пырса парӗ, Захар пек чӑртмаххӑн мар, пылчӑклӑ алӑсемпе мар, хаваслӑн та йӑвашшӑн пӑхса, чӗререн парӑннӑ туйӑмпа кулкаласа, ҫара чавсаллӑ таса та шурӑ аллисемпе илсе пырса парӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав хушӑрах вӑл питӗ кӑмӑллӑ; мӗнле ҫемҫен утать, ҫаврӑнкалать, алӑран сӗртӗнет-и — бархат пек; малтанхи упӑшки сӗртӗнсен те ҫапнӑ пекех ыраттаратчӗ!
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар, шӑлас тенӗ чух, тусан шӑлать, ун шӑласси килмен чух — Анисья ҫил-тӑвӑл пек вӗҫсе кӗрет те пӑртак сапунӗпе, пӑртак ҫара аллипе, сӑмсипе тенӗ пекех, йӑлт шӑлса, вӗрсе, туртса антарса тасатать те ҫухалать; е, тата, Обломов сада тухсан, кил хуҫи арӑмӗ ун пӳлӗмне кӗрет, йӗркесӗрлӗхе курсан, пуҫне пӑркалать те, тем мӑкӑртатса, минтерӗсене хӑпартлантарса хурать, ҫав хушӑрах минтер пичӗсене пӑхать те: каллех улӑштармалла, тесе пӑшӑлтатать, вара вӗсене хывса илет, чӳречесене шӑлса тасатать, диван хыҫне тӗрӗслет те тухса каять.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Вӑхӑт сахал пулчӗ, — такӑнса калама пуҫларӗ Обломов, — ирхине тӑратӑн — пӳлӗмсене тирпейлеҫҫӗ, чӑрмантараҫҫӗ, кайран апат ҫинчен калаҫма тытӑнаҫҫӗ, ҫав хушӑрах тата кил хуҫи арӑмӗн ачисем килеҫҫӗ те задача тӗрӗслесе пама ыйтаҫҫӗ, кайран вара апат вӑхӑчӗ те ҫитет.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла шухӑшланӑ хушӑрах ун умӗнче Ольга сӑнӗ курӑнса тӑчӗ: унӑн ҫемҫе те яланах хускануллӑ куҫхаршийӗсем те, ӑслӑ, сенкер-кӑвак куҫӗсем те, пӗтӗм пуҫӗ те, ҫивӗтӗ те; — ҫав ҫивӗте Ольга ӗнсе ҫинеллех ҫивӗтлесе антарать, вара вӑл унӑн йӑрӑс пӳне пуҫӗнчен пуҫласа пилӗке ҫитиех илем кӳрсе тӑрать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑйӗн пуласси ҫинчен шухӑшланӑ хушӑрах вӑл хӑш чух ӑнсӑртран, хӑш чухне юриех ҫурма уҫӑ алӑк витер кил хуҫи арӑмӗн ҫара чавсисене куркалать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов килте апатланман чухне Анисья кил хуҫи арӑмӗн кухнинче ӗҫлет, кӗтесрен кӗтессе чупкалать, кӑмакана чӳлмексем лартать, кӑларать, ҫав хушӑрах шкап уҫса тем илет те шкапне хупса та хурать, вӑл мӗн тунине Акулина ӑнланса та ӗлкӗреймест.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав хушӑрах ман кунтан тухса каяс вӑхӑт та ҫывхарсах пычӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ вӗсен хушамачӗсене те, тӑшманла йӗрӗхӗсене те асӑнмӑп — вӗсем пирӗн хушӑрах, пирӗнпе пӗрлех, каламасӑрах паллӑ.
«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html
Ҫав хушӑрах ку ҫуртра ҫынсем пурӑнни уйрӑммӑнах ирхине сисӗнет: кухньӑри ҫӗҫӗ сасси, ватӑ карчӑк кӗтесре тем чӳхени чӳрече витӗр илтӗнет; дворник вутӑ ҫурни е пичкепе шыв турттарса килни, ачасем макӑрни е ватӑ карчӑк каҫӑхса кайса ӳсӗрни — йӑлтах стена витӗр илтӗнет.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав хушӑрах пурте ҫапла пурӑнаҫҫӗ, пурӑнмаллипех пурӑнатпӑр, теҫҫӗ пулас.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956