Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ывӑлӑм (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле-ха апла… шутлас мар, ывӑлӑм… шухӑшламах тивет…

— Да как же… сынок, не думать… приходится думать…

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Пуҫна пӗшкӗрт, ывӑлӑм… эпӗ ӑна ачашлам.

— Нагни, сынок, голову… дай я ее поласкаю.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мухтав турра, вӗҫсе килтӗн апла ывӑлӑм, — терӗ вӑл пачах та вӑйсӑр тата хӑйӗнни пек мар сасӑпа.

— Слава богу, прилетел сынок, — сказала она совсем слабым голосом.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Итле, ывӑлӑм, — калаҫма пуҫларӗ Тимофей Ильич, — эсӗ хӗрарӑм ӗҫне ан хутшӑн.

— Слухай, сыну, — сказал Тимофей Ильич, — ты в бабские дела не вмешивайся.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эх, ывӑлӑм, ывӑлӑм, — терӗ вӑл, ун ҫумне пӑчӑртанса, — сирӗн Иринӑпа иксӗрӗн ачасем пулсан, вара вӗсем патне каяс килнипе килменнине хӑвӑрах ӑнланса илӗр.

— Эх, сынок, сынок, — сказала она, — вот когда у вас с Ириной будут дети, тогда и будешь удивляться.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эпӗ ӑна, Наташа, ывӑлӑм пекех юрататӑп, ҫавӑншӑн кӳрентертӗм те, — хыттӑнах мар каларӗ Кондратьев.

— Я его, Наташа, люблю как сына, поэтому и обидел, — негромко сказал Кондратьев.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Уншӑн мар, ывӑлӑм, уншӑн мар.

— Не то, сынок, не то.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сана эпӗ, ывӑлӑм, темскер палласа илейместӗп…

А тебя, сынок, я что-то не узнаю…

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ывӑлӑм, пирӗн патра ҫӗр каҫатӑн-и? — ачашшӑн ыйтрӗ вӑл.

— Сыночек, у нас заночуешь? — спросила она ласково.

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ывӑлӑм ҫывӑрать, килте ыттисем те ҫывӑраҫҫӗ ӗнтӗ.

— Сынишка спит, да и все в доме давно спят.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Асту, ывӑлӑм!

Гляди, сын!

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӳртумӗнчен хыпаланса та хӑрасарах, кашни картлашки ҫинче чарӑнсарах тӑрса аннӑ хушӑра вӑл йӑслама тапратрӗ: — Турӑҫӑм, Андрюша, ывӑлӑм! — терӗ.

Торопко, но боязливо спускаясь по ступенькам, она заголосила: — Господи, Андрюша, сынок!

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Аван, ывӑлӑм.

— Верно, сыночек.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Атя, ывӑлӑм, ҫывӑрар.

— Давай спать, сынок.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Атя чӑтар, ывӑлӑм

Давай потерпим, сынок…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫи, Володя, ҫи, ывӑлӑм

Ешь, Володя, кушай, дорогой…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кил кунта, ывӑлӑм, хӑвӑртрах.

Иди, сынок, сюда, родной, скорее!

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Флота каятӑп, ывӑлӑм.

— На флот ухожу, сынок.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Тӑрмашатӑп, тӑрмашатӑп, ывӑлӑм.

— Я действую, действую, сынок.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Унӑн ретӗнче тӑни — пысӑк чыс, ывӑлӑм!

И быть в его рядах — великая честь, сынок.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней