Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӳркенменнисем валли ӗҫ вырӑнӗ тупӑнатех.
Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet
Юлашки вӑхӑтра туристсемшӗн те кану вырӑнӗ шутланакан пӗвере икӗ хутчен те пулӑ ярса ӗрчетрӗмӗр.
Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat
Спорт шкулӗсенчи табак туртакан тренерсене, ҫавӑн пекех вӗренӳ тата медицина учрежденийӗсен директорӗсене асӑрхаттарнӑ – е ҫав сиенлӗ йӑларан хӑтӑлаҫҫӗ, е вӗсен хӑйсем валли урӑх ӗҫ вырӑнӗ шырама тивет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Пӗлтӗр асӑннӑ предприяти производствӑна аталантарма 1 миллиард тенкӗ ытла инвестици хывнӑ, ҫакӑ 500 ытла хушма ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме май панӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Вӑл пирӗн тӑван халӑх пирки, унӑн историлле вырӑнӗ пирки шухӑшланӑ шухӑшсем, вӑл ҫавӑн пирки тунӑ ӗҫсем паянхи вӑйпиттисемшӗн те, ыран килекеннисемшӗн те ҫутӑ тӗслӗх пек пулса тӑраҫҫӗ.
Юбилеюпа сана, Атнер пичче! // Николай Лукианов. https://chuvash.org/content/4710-%D0%AE% ... B5%21.html
– Ҫырла вырӑнӗ.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Кӑҫал тата 2 пин ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ.В этом году планируется создать еще более 2 тысяч новых рабочих мест.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Хаклав тӑрӑх, пӗлтӗр инвестици проекчӗсене пурнӑҫлани шучӗпе республика экономикин мӗн пур сферинче икӗ пин те сакӑр ҫӗре яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, ҫав шутран сакӑр ҫӗре яхӑнӑшӗ пысӑк технологиллӗ, вӑтам ӗҫ укҫи шайӗ 31 пин тенкӗрен те иртекен ӗҫ вырӑнӗсем, унта тӗпрен илсен ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑк ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
2025 ҫул тӗлне пирӗн пӗр сменӑпа вӗрентессине туллин тивӗҫтермелле, 16,5 пин ытла ҫӗнӗ вӗренӳ вырӑнӗ йӗркелемелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Хӑранӑ чун пӳртре хӑйне валли хӳтлӗх вырӑнӗ ниепле те тупаймарӗ.Напуганная душа в доме для себя никак не найдет безопасное место.
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Кунта ун ҫурчӗ, ҫемйи, ӗҫ вырӑнӗ, тус-юлташӗ…
Сӑмахӑм – тетем ҫинчен // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &id=237685
Потребительсен кооперацийӗн ялӑн социаллӑ аталанӑвӗнчи вырӑнӗ.
Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3
Ҫирӗп йӗркепе тӳлекен, пысӑк шалуллӑ ӗҫ вырӑнӗ пулманни ӗҫлеме пултаракан халӑх ял ҫӗрӗнчен урӑх вырӑна куҫнин тӗп сӑлтавӗ пулса тӑрать.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
Ҫакӑ хушма 11 ӗҫ вырӑнӗ туса хума май пачӗ.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
Кашни теттин хӑй вырӑнӗ пур.
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Килте йӑваланса выртман вӗт, вырӑнӗ те пулман.
Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Силпи чӑваш ялӗнчен халӗ ӗнтӗ вырӑнӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Тӑрӑшакан ҫамрӑка Мӑнвылӑсем асӑрхарӗҫ, хӑйсен хуҫалӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗ пачӗҫ.
Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Пӗрремӗш ӗҫ вырӑнӗ — кӳршӗ ял хуҫалӑхӗн ӗне ферми.
Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Халӗ ҫеҫ ҫывӑх вӑхӑтра 700 ытла ӗҫ вырӑнӗ тӑвассине пӗлтӗмӗр.
Ҫӗнӗ корпус уҫӑлчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№