Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шкул директорӗ шуралса кайнӑ учительница патне пычӗ, унӑн аллинчи хут листине туртса илчӗ те ун вырӑнне урӑххине тыттарчӗ.Директор школы подошел к побледневшей учительнице, отобрал у нее листок, взамен дал другой.
Диктант // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ун аллинчи перчетки ҫурӑлса пӗтнӗ.
XLII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ун аллинчи зонтик шуса тухрӗ.
XXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Фон Рихтер г-н пистолетсен ещӗкне йӑтса пырать, фон Дöнгоф г-н аллинчи пӗчӗк чӑпӑрккана ҫавӑркалать, — хӑйне хӑраман пек кӑтартасшӑн пулас.
XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Аллинчи патаксем мӗнлерех ҫӑмӑллан вылянине пӑха-пӑха, параппана пӑнтӑртаттарать.Она стучала, пристально глядя, как легкие палочки прыгают в ее руках.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Хӗрачана вӑл каласа пӗтерме памарӗ, аллисене сарлакан сарса, ун патне чупса пычӗ те ӑна ыталаса илчӗ, вара унӑн ҫирӗп чӑмӑртанӑ аллинчи чечексене сӗтел ҫине илсе хучӗ.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Аллинчи чечекӗсем унӑн йывӑр пек туйӑна пуҫларӗҫ, чулранах тунӑ тейӗн вӗсене.И цветы, которые она держала в руках, показались ей тяжелыми, будто сделаны были из камня.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Аллинчи чӗлӗмӗ патне вӑл кашни минутрах кӑмрӑк илсе пырать те, никама сӑмах чӗнмесӗр, мӑшлата-мӑшлата паклаттарать.Каждую минуту он подносил к своей трубочке уголек и сопел ею, ничего никому не говоря.
I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Том аптраса ӳкрӗ, аллинчи шлепкине лутӑркаса тӑрать.
Вӑтӑр виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫапла калани ӑна питӗ килӗшмерӗ, самай шухӑшласа тӑчӗ вӑл, аллинчи пӗлтерӗвӗсем чӗтрерӗҫ, унтан ҫамкине пӗркелентерсе: — Акӑ мӗн калатӑп эпӗ сана, — терӗ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӑхатӑп та, салонра алли-урине ҫыхнӑ ҫын выртать, ун ҫывӑхӗнче тата икӗ ҫын тӑрать; вӗсенчен пӗри тӗксӗммӗн ҫунакан хунар тытнӑ, тепри аллинчи пистолечӗпе урайӗнче выртакан ҫынна тӗллесе тӑрать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Каччи ашшӗне килӗшет, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Николай Артемьевич, аллинчи сухарине сулкаласа: — хӗрӗн мӗн ӗҫ пур вара ун умӗнче?
XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Увар Иванович табак тӗслӗ шалпар сюртук тӑхӑнса ҫӳрет, мӑйне шурӑ тутӑр ҫыхать, час-час тата нумай ӗҫсе ҫиет, аптраса ӳкнӗ йывӑр вӑхӑтсенче, тепӗр майлӑ каласан, хӑйӗн мӗнле те пулин шухӑшне каласа пӗлтересси килсен, вӑл кашнинчех сылтӑм аллинчи пӳрнисене — малтан пуҫ пӳрнинчен пуҫласа кача пӳрни патне ҫити, унтан кача пӳрнинчен пуҫласа пуҫ пӳрни патне ҫити, — хӑвӑрттӑн сывлӑшра ҫавӑркаласа илет те аран-аран: «кирлӗччӗ… мӗнле те пулсан… ара…» тесе мӑкӑртатать.
VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ унӑн чылай фотоӳкерчӗкӗсене курӑп: акӑ вӑл Мускав ҫывӑхӗнче — телогрейкӑпа, автоматпа; акӑ вӑл Тверь шурлӑхӗсенче — юлташӗсемпе пӗрле; Сталинград ҫывӑхӗнче — аслӑ лейтенант погонӗпе; Курск пӗккинче — офицер тумӗпе; ирӗке кӑларнӑ Киевра, тӑшман аллинчи Львовра; юлашкийӗ — Лежайск хулинче, хӑй вилнӗ хулара ӳкернӗскер…
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кама калаҫҫӗ! — кӑшкӑрчӗ кӳршӗ каллех, аллинчи гранатисене ҫул еннелле вирхӗнтерсе.Кому говорят! — кричал сосед, бросая гранаты прямо в сторону дороги.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпӗ ун аллинчи пистолета, ҫӗлӗксӗр пуҫне, асӑрхарӑм, — нивушлӗ атте пулчӗ ку?Я заметил в его руках пистолет, увидел голову его без шапки, — неужели это отец?
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл Гленарван аллинчи ҫырӑва туртса илчӗ, куҫӗсене сӑтӑрса сӑмси ҫинчи куҫлӑхне тӳрлетрӗ, вара хӑй черечӗпе: «Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранне!»
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Гленарван ун аллинчи ҫырӑва илсе сасӑпах: — «Том Аустина халех тинӗсе тухса «Дункана» Ҫӗнӗ Зеландин хӗвелтухӑҫӗнчи ҫыранне, вӑтӑр ҫиччӗмӗш градус тӗлне илсе пыма хушатӑп!» — тесе саспах вуласа пачӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тӗрӗссипе, вӑл та чӑн-чӑн тыткӑнҫӑ пулса пурӑннӑ, асап курас ҫуккине шутламасан, унӑн пурӑнӑҫӗ те Каи-Куму аллинчи юлташӗсен пурӑнӑҫӗнчен аванах пулман.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тыткӑнрисене акӑлчансен аллинчи хӑйсен ҫыннисемпе улӑштарас ҫуккине Гленарван аванах ӑнланать.Гленарван понимал, что ни о каком обмене пленными теперь не может быть и речи.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.