Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем каш-ни ушкӑнрах пур: вятчисем хушшинче те, хохолсем хушшинче те, пур ҫӗрте те хӑйсене хӑйсен вырӑнӗнче туяҫҫӗ, анчах пуринчен ытла вӗсем копёр патӗнче — тачкӑпа тата киркӑпа ӗҫленӗ ҫӗртинчен унта ҫӑмӑлтарах-мӗн.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Чурасем пурте яланах пӗр евӗрлӗ пулнӑ, вӗсем яланах пӑхӑнса пурӑннӑ, вӗсене яланах начар ҫитернӗ, вӗсем, хӑйсене ӗҫлеттерекенсене хӑш чухне турӑсем вырӑнне хурса, час-часах ылханса, сайра хутра хӑйсен хуҫисемпе хирӗҫленсе, ӗмӗрех тӗлӗнмелле те илемлӗ япаласем тунӑ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫынсем хӑйсен аллисемпе аркатса илемсӗрлетнӗ тӗттӗм-кӗрен ту таврашӗнче, ӑмансем пек, пӗчӗккӗ курӑнаҫҫӗ те, вак чулсемпе йывӑҫ татӑкӗсем хушшинче, чул тусанӗ айӗнче, вӑтӑр градуслӑ шӑрӑхра, ӑмансем пекех, йӑшӑлтатаҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пурне те айӑплакан, пуриншӗн те тарӑхакан, курӑнса тӑракан киревсӗрлӗхсенчен хӑйсене епле те пулин пӑрма тӑрӑшакан, хӑйсене мӗнле майпа та пулин ҫылӑхсӑра хуракан ҫынсемпе ҫеҫ тӗл пулаттӑм, — вӗсем хӑйсен ӑраскалсӑрлӑхне чӗмсӗр шӑпа ҫине, усал ҫынсем ҫине йӑвантаратчӗҫ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӑл — ачанни пек уҫӑ куҫлӑ пысӑк ҫын — хӑйне ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫран кӑларса пӑрахать те, салхуллӑн кулкаласа, пурнӑҫа юрӑхсӑр, ҫавӑнпа та пӗтмелле ҫынсем хушшине тӑратать, эпӗ ҫын хӑйне ҫапла пӗтерме пултарнӑран ҫав тери тӗлӗнсе кайрӑм, мӗнпуринчен татӑлнӑ, йӑлтах хирӗҫлекен, кирек мӗн тӗлӗшӗнчен те хӑйсен хаярлӑхне кӑтартма хатӗр нумай босяксем шухӑшланине халиччен курманччӗ эпӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпӗ пурнӑҫ условийӗсем ҫинчен, этем кам таврашӗнче пурӑнни ҫинчен, ҫӗр ҫинче танлӑх ҫукки ҫинчен, пурнӑҫ танатинче асапланакан тата пурнӑҫа хӑйсен аллинче тытакан ҫынсем ҫинчен каласа пама тытӑнтӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Пурӑнаҫҫӗ ҫапла ҫынсем, пурнӑҫа тинкерсе пӑхаҫҫӗ те ҫын хуйхи-суйхине хӑйсен чӗрине илеҫҫӗ.— Живут люди и смотрят в жизнь, и вбирают в себя чужое горе жизни.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кашни босякӑн тенӗ пекех хӑйсен иртнӗ кунӗсенче пӗр-пӗр «купца майри» е «таса йӑхран тухнӑ улпут майри» пур, кашни босякӑнах ҫав купца арӑмӗ е улпут майри, ун ҫинчен темиҫе тӗрлӗ каласа панипе, тӗрлӗрен пӳ-силлӗ, тӗрлӗрен туйӑм-кӑмӑллӑ туса кӑтартнипе, юмахри сӑн-сӑпат пек пулса тухать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫурт вӗсен хӑйсен, лашасем, тарҫи-тӗрҫисем — дворянсем пек пурӑнаҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Эпӗ ӑна качча илетӗп тесе, полицие шантармаллине пӗлтерет ку, ара ӑна ун хыҫҫӑн паспортне каялла тавӑрса параҫҫӗ, хӑйсен кӗнекине илеҫҫӗ, ҫавӑнтан пуҫласа вӑл ирӗке тухать!
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Унпа хӑйсен кун-ҫулӗнчи ӗмӗт ӑссӑрлӑхне витсе, хӑйсем ҫак пурнӑҫ ӗҫӗсемшӗн юрӑхсӑрне ҫеҫ пытарасшӑн.Затем, чтоб ею прикрыть безумство своих желаний и скрыть за ними свою негодность для дела жизни?
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Норд-ост ҫилӗсем амантса хутлатнӑ йывӑҫсемпе витӗннӗ тусем, хӑйсен тӑррисене чӑнках карӑнтарса, тӗпсӗр уяр тӳпенелле ҫӗкленнӗ, вӗсен сивлек кӳлеписем, кӑнтӑр каҫӗн йӑваш та ӑшӑ тӗтӗмӗпе хупланса, ҫаврашкан курӑнаҫҫӗ.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Анчах та хӑйсен вӑйӗ пӗтсе ҫитнине пӗлтерме вӗсене намӑс пулнӑ, вара малта пыракан ҫынна — Данкона мӗнпур ҫиллисемпе хаярланса вӑрҫма пуҫланӑ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ӗнтӗ тӑшман патне кайса, ӑна хӑйсен ирӗклӗхне пама та хатӗр пулнӑ; ӗнтӗ пурте, вилӗмрен хӑраса, чура пулса пурӑнасран хӑрами пулса ҫитнӗ…
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пысӑк та йывӑр пӗлӗтсем, тӗттӗмрен шикленнипе хӑйсем те хӑрушшӑн сывласа, хӑйсен йывӑрӑшӗпе ҫынна пусарса лапчӑтма хатӗр пек курӑнса, хуллен-хуллен шӑвӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Лере, тинӗс хӗрринче, вӗсем вӗҫӗмсӗр нумайӑн пек туйӑннӑ, ҫак пӗлӗтсем ҫанталӑк тӳпине — чӗррӗн те ӗмӗтленсе ҫиҫекен, хӑйсен таса ҫутипе этеме те аслӑ шухӑша яракан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫӑлтӑрсемпе — миллион ылтӑн куҫсемпе, ыйхӑллӑ тинӗс ҫинче урӑх нихҫан та йӑлкӑшма парас мар тенӗ усал сӑлтавпа — яланах ҫапла шуса хӑпарассӑн туйӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пӗлӗтсем, е пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайса, е пӗр-пӗринчен иртсе кайса, хуллен шунӑ, хӑйсен тӗсӗсемпе кӗлеткисене улӑштарнӑ, кӗрнеклӗ те, салхуллӑ курӑнса, хӑйсене хӑйсемех ҫӑта-ҫӑта ярса, куҫ умне каллех урӑхла, ҫӗнӗ тӗссемпе туха-туха тӑнӑ…
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Пӑс кӑларса тӑракан йывӑр та катмар пӑрахутсем ҫухӑраҫҫӗ, чашкӑраҫҫӗ, ассӑн сывлаҫҫӗ, вӗсем кӑларакан кашни сасӑрах палубӑсем тӑрӑх шуса ҫӳрекен, тарӑн трюмсене хӑйсен чура ӗҫӗ панӑ ҫимӗҫсемпе тултаракан ҫынсен кӗл тӗслӗ, тусанлӑ кӗлеткийӗсенчен кулса мӑшкӑллани сисӗнет.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хӑйсен аллипе тунӑ япаласем вӗсене пӑхӑнтарнӑ, сӑн-сӑпатсӑр ҫынсем туса хунӑ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫыннисем те, малтан ҫав шава хӑйсем пуҫарса янӑскерсем, кулӑшла та мӗскӗн: вӗсем тусанлӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк, вӗлтӗркке, — вӗсен хӑйсен ҫурӑмӗсем ҫинче выртакан йывӑр тавар айӗнче ӳпӗннӗ кӗлеткисем, шӑрӑхпа шӑв-шавра, пӗлӗт пек тусан ӑшӗнче унталла та кунталла васкаса чупса ҫӳреҫҫӗ; вӗсем, таврари хӑйсене хупласа тӑракан темӗн ҫӳлӗш тимӗрсемпе, тавар куписемпе, кӗмсӗртетекен вагонсемпе, хӑйсем тунӑ япаласемпе танлаштарсан, пӗтӗмпех ҫухалса каяҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.