Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утрӗҫ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем тумланчӗҫ, вӑрҫӑ хатӗрӗсене пытарса хучӗҫ те, халӗ вӑрӑ-хурахсем ҫук тесе хуйхӑрса, аяккалла утрӗҫ.

Мальчики оделись, спрятали оружие и пошли домой, сокрушаясь о том, что на свете больше нет разбойников.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том вара мӑкӑртатса пушмакӗсене тӑхӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра Мэри вӑр-варах тумланчӗ, вара виҫҫӗшӗ те вырсарникунхи шкула утрӗҫ.

И Том, ворча, надел башмаки, Мэри оделась в одну минуту, и дети втроем отправились в воскресную школу.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем каллех ҫӗр чавма утрӗҫ.

Они опять пошли копать землю.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Пӗр еннелле утрӗҫ, тепӗр еннелле — пур тӗлте те вӗлтӗрен.

Шли то в одну сторону, то в другую — повсюду крапива.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Вара тарӑн ҫырмапа утрӗҫ.

И пошли по глубокому оврагу.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Ҫамрӑксем малалла утрӗҫ.

Молодые пошли дальше.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Киле кайнӑ чухне Валяпа Катюк малашнехи ҫутӑ пуласлӑх ҫинчен калаҫса утрӗҫ.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ хыҫҫӑн ҫӗрӗпе ҫунӑ кӑпӑшка юр ҫинче йӗрсем хӑварса, алла-аллӑн тытӑнса, вӗсем район центрӗ еннелле утрӗҫ.

После новогоднего праздника, оставляя на только что выпавшем пушистом снежке следы, взявшись за ручки, направились в сторону районного центра.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Пирӗн патран тухса арман кассине утрӗҫ.

После того, как вышли от нас, направились на мельничную улицу.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Каҫхине, хӑнӑхнӑ йӑлапа, район центрӗнче ҫамрӑксем факел йӑтса утрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней