Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илни (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн районти яшсем шкултан вӗренсе тухсан малалла пӗлӳ илме ҫарпа ҫыхӑннӑ вӗренӳ заведенийӗсене суйласа илни савӑнтарать.

Помоги переводом

Кив Ирчемес каччи Хӗрлӗ площадьри парада хутшӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31

«Иккӗмӗш ҫӑкӑра» туса илни иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ тӑкаклӑ.

Вот уже второй год выращивание "второго хлеба" является убыточным.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Ҫавӑнпа та Алина Артемьева библиотекарьпе унччен пурӑннӑ тӑванӗ-пӗлӗшӗсене аса илни ун чӗрине ӑшӑтрӗ.

Поэтому воспоминания Алины Артемьевой с библиотекарем о родственниках и знакомых, живших до этого, согрело его сердце.

Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr

Чи асамлӑ самант — ҫӗнтерӳҫӗ Дипломне тата Чӑваш кӗнеке издательствипе «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ хатӗрленӗ парнесене илни.

Самый волшебный момент - вручение Диплома победителя и подарков приготовленных Чувашским книжным издательством и редакцией газеты "Ровесник".

«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17

Хурапа шурра сахал мар курнӑ пӗччен хӗрарӑмӑн сӑмахӗнче ҫынсене йӗплесе илни, хӑй вӑйне туйни сисӗнет.

В речи одинокой женщины, видавшей немало горести и радости, чувствовалось желание подколоть людей и чувство собственной силы.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Мана акӑлчан чӗлхине ӑса илни тарӑхтармасть, чӑваш чӗлхине ют чӗлхене вӗреннӗ пек вӗренни канӑҫсӑрлантарать.

Меня не раздражает упоминание английского языка, беспокоит изучение чувашского языка как будто чужого.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсене йӗркелесе ирттерес ӗҫри ҫӳллӗ шайри яваплӑх, Чӑваш Ен хӑнасене яланах ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илни пирӗн республика тӗп хулине ҫӑмӑл атлетика енӗпе Европӑн командӑсен чемпионатне ирттермелли правӑна ҫӗнсе илме пулӑшрӗҫ.

Ответственность в организации важных спортивных состязаний, радýшие, с которым в Чувашии встречают гостей, позволили столице нашей республики получить право на проведение командного чемпионата Европы по легкой атлетике.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Студентсене тӗллевлӗн вӗренме илни вара ҫак пулӑшӑвӑн тухӑҫлӑхне ӳстермелли лайӑх мел пулса тӑрӗ.

А инструментом повышения эффективности этой поддержки станет целевой набор студентов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫӗрсемпе усӑ курни кӑна мар, цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртсе, тӑпран агрохими тытӑмӗ ҫинчен калакан информацие пӗтӗмлетсе, ҫӗрсемпе усӑ курнин пахалӑхне хак парса пысӑк та пахалӑхлӑ тухӑҫ туса илни пӗлтерӗшлӗ.

Важно не только осваивать земли, но и получать богатый, качественный урожай за счет внедрения цифровых технологий, обобщения информации об агрохимическом составе почвы, оценки качества используемых земель.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Район ҫыннисене килти хушма хуҫалӑха аталантарма патшалӑхран ҫӑмӑллӑхлӑ кредит илни нумай пулӑшать.

Помоги переводом

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Кунта Плутарх каланине аса илни вырӑнлӑ пулӗччӗ: «Чӑнлӑха ӑнлансах пӗтереймен ҫын айван, анчах та чӑнлӑха курса тӑрсах ӑна суя тесе ӗнентерме пӑхакан этем — преступник».

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Пӗри вӑл — чаплӑ пурнӑҫ шырани (кунта хайхи ачана лайӑхрах пурнӑҫ парас тесе, инҫе ҫула вӗҫме ҫирӗп ҫунатпа тӗревлеме тӳрех «великий русский языка» вӗрентни), тепри — вырӑс чӗлхи пӗтӗм таврана ҫупӑрласа илни (кунта хайхи «Пурте вырӑсла вӗрентеҫҫӗ пулсан ман ма ачана чӑвашла вӗрентес?» текенни), тата ытти, тата ытти те.

Помоги переводом

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Николай Васильевичӑн тымарӗ те майӗпен-майӗпен вӑй илни куҫ кӗрет.

Помоги переводом

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Эпир шкулта кӗҫӗн классенче чухне Вӑрнар районӗнчи Кульцаври Ленин ячӗллӗ, Елчӗк районӗнчи «Победа», Патӑрьел районӗнчи «Гвардеец» колхозсен ӗҫӗ-хӗлӗпе уй-хир ӑстисем ҫинчен нумай ҫыратчӗҫ, вӗсем кашни гектартан 20 центнертан та ытларах тырпул туса илни ҫинчен калаҫатчӗҫ.

Помоги переводом

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Права илни ҫителӗксӗр, машинӑна туймалла, юратмалла», — вӗрентетӗп ҫамрӑксене.

Помоги переводом

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Сӑмахран, 1858 ҫулта Улатӑр удел ведомствин 16 уйӗнчен 4-че кӑна туса илни паллӑ.

Помоги переводом

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

С витамин (аскорбин йӳҫекӗ) ҫитменнине час-часах шӑнса пӑсӑлни, шӑл тунисем юнӑхни, сурана вӑрах ӳт илни, ыйхӑ пӑсӑлни систереҫҫӗ.

Помоги переводом

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

«Авангард» тулли мар яваплӑ обществӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи филиалӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче 300 гектар лаптӑк тара илни те пӗлтерӗшлӗ.

Имеет значение приобретение филиалом Цивильского района ООО "Авангард" в собственность 300 гектаров земли в Марпосадском районе.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Пуҫласа кадет класне йӗркелемешкӗн 6-мӗш класа суйласа илни те ахальтен мар.

Помоги переводом

Районта та кадет класӗ пулӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Паян чаплӑ ҫынсем тырӑ акса-туса герой ятне илни ҫинчен пӗлтӗмӗр.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней