Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ларать юнашар кӑштӑртатса, мана чӑрмантарса, вӑл чӑрмантармасӑрах эпӗ математикӑпа япӑх вӗренетӗп.Шебаршит рядом, отвлекает от дела, а я и так по математике слабак.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Алёнка, кӑмӑлсӑрланса, куҫне Гарик ҫине куҫарчӗ: ҫӳретӗн чӑрмантарса кирлӗ-кирлӗ мар чух тесшӗн пулчӗ ӗнтӗ.Аленка с досадой взглянула на Гарика: дескать, не вовремя тебя принесло.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫул пӑсӑлни пире пӗр уйӑх хушши чӑрмантарса тӑрӗ, астӑвӑр, халех ҫул тума тӑрӑшмасан, пачах пӗтетпӗр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫемҫешке япала яланах пӑнтӑхма пултарать, пӑнтӑхса ларни вара пӗтӗм юхӑма чӑрмантарса тӑраканни пулса тӑрать.Все, что безвольно, может застояться, а что застоялось — становится тормозом общего движения…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Апла пулсан, ан тив, Грубский чӑрмантарса тӑтӑр?
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах пуҫа ан ҫухатӑр, сирӗн тавлашусем строительствӑна чӑрмантарса пымалла мар…Однако не теряйте здравого смысла, ваши споры не должны замедлять темпов постройки…
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Нефть кӑларас ӗҫе хӗл кунӗсем тата транспорт ҫукки тахҫантанпах чӑрмантарса тӑнӑ.Зависимость от зимы, от транспорта давно уже сковывала развитие добычи.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫавӑн пек пустуй япала пирӗн ӗҫе чӑрмантарса тӑмалла мар.Подобный пустяк не должен тормозить выполнение нашей задачи.
XLV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тӑраймасть вӑл, вӑйсӑр, куҫне те аран ҫеҫ уҫса пӑхрӗ, калаҫаймасть те, ан чӑрмантарса ҫӳре, луччӗ тепӗр эрнерен, сываларахпа кил, тетӗп.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эпир ӑна, аптӑраса, хреснамӑш патне кӗрсе лармарӗ-ши ку, тесе те шутласа пӑхрӑмӑр, Дина унта час-час тытӑнкаласа юлаканччӗ те, — ирпе ирех чӑрмантарса ҫӳремелле пулса тухнӑшӑн пӑшӑрханчӗ Кӗҫени.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кикенек! — пӗрре «кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре пырса сӑмсуна чикен», тесе вӑрҫса, тапре «тупӑннӑ, ир-ирех чӑрмантарса ҫӳреҫҫӗ, сехрисене хӑпартса тӗрӗс турӑн», тесе мухтаса, Хвеччис пӑру пек йыттине кӗлет кӗтессине кайса мӑйкӑчларӗ те хӑнасем патне таврӑнчӗ.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пырӑр, пырӑр, тухӑр кунтан, чӑрмантарса ан ҫӳрӗр!» — «ҫӗнӗ ҫын» сӑмахнех кӗвӗлентерчӗ Виталий амӑшӗ.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юра ашшӗ-амӑшӗнчен: «ура айӗнче чӑрмантарса ан ҫӳре», тесе яланах сӑмах илтекен ача пулман.Юра не принадлежал к тем мальчикам, которым все время говорят взрослые: «Не путайся под ногами».
8. Арӑслан ури // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
— Ак кунта, ами, пире, чип-чипер ӗҫлекенсене, аҫӑр чӑрмантарса ҫӳрет.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Грушӑсем пирки Нюся инке нимӗн те шарламарӗ, йӗркелӗх тӑвасси ҫинчен темӗн мӑкӑртатса илчӗ, ют ҫынсене чӑрмантарса ҫӳриччен хӑйсене хӑйсем тирпейлесен авантарах пулнӑ пулӗччӗ, терӗ.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ыттисене чӑрмантарса пӗр-пӗр ҫынна мӗн те пулин туса панӑшӑн, сӑмахран, мӗн те пулин черетсӗр илсе панӑшӑн, тӳлеме юрамасть.
Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
«Ахалех чӑрмантарса ҫӳретпӗр иккен, пурте чиперех-ха»,_ — тенӗ пек шухӑшласа, Эпселем килнелле те утасшӑнччӗ, ҫапах та кӑшт тӑхтаса тӑчӗ.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫавна каламастӑп-и, чӑрмантарса ҫӳретпӗр ҫав.
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Эпӗр ак ҫӗр варринче ыра ҫынсене чӑрмантарса ҫӳретпӗр-ҫке.
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кӗме юрать, — чӑрмантарса ҫӳренӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ пек каласа хучӗ Элентей.Можно и купаться, — поспешил избавиться от назойливого племянника Элендей.
XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.