Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӑрах-ха ун патӗнче кӗлӗ кӗллеме, ав унӑн хӑлхисем те кӑвакарсах кайнӑ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫиекенӗн сӑнӗ ерипен хӑмӑрланса пырать, хӑлхисем кӑвак тӗслӗ пулса каяҫҫӗ, путса кайнӑ куҫӗсем шӑмӑ лапчӑкӗсем ӑшӗнчен тухаҫҫӗ, вӑл йывӑррӑн сывлать, анчах унӑн янахӗ паҫӑрхи пекех вылянса тӑрать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑрӑм ӑшӑ чуйкӑ тата хӑлхисем тӗлне тилӗ тирӗ тыттарнӑ картуз тӑхӑннипе вӑл пушшех хӗрарӑм майлӑ туйӑнатчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Яков чӑмласа ларать, унӑн суккӑрла пичӗ ҫинче кӑвак ҫӳҫ ункисем вылянса тӑраҫҫӗ, ҫӑмлӑ хӑлхисем тапранкалаҫҫӗ; повӑр хӑйне мӗн каланине итлесен, вӑл татах йӗркеллӗн те хӑвӑрттӑн калама тытӑнать:
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл куҫне хӗсрӗ те, сасартӑк унӑн хаяр сӑн-пичӗ йӑл кулнипе улшӑнса тӑчӗ, хӗвелпе пиҫнӗ тачка питҫӑмартийӗсем хум пек хӑлхисем патнелле выртрӗҫ, лаша шӑлӗсем пек пысӑк шӑлӗсене уҫса кӑтартрӗҫ, уссийӗсем ҫемҫен аялалла усӑнса анчӗҫ — вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, мӑнтӑр хӗрарӑм евӗрлӗ пулса тӑчӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана ҫав ҫын пит те кӑмӑла каймарӗ, — пӗтӗмпех шурӑ тум тумланнӑскер, вӑл ҫапах та хураскерӗн туйӑнатчӗ, пӳрнисем хушшинче унӑн ҫӑм ӳсетчӗ, пысӑк хӑлхисем ӑшӗнчен ҫӳҫсем курӑнса тӑратчӗҫ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хуҫа мана кӑмӑла карӗ, вӑл ҫӳҫне хитрен силлентерсе илсе, хӑлхисем хыҫнелле чиксе пуҫтарса хурать, темрен вара мана вӑл пӑртак «Аван ӗҫ» пек туйӑнать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Начальникӑн ансӑр ҫамки ҫинче кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑрки шӑртланса тӑрать, куҫхаршийӗсем хӑйӗн хура, урлӑ хӑлхисем хӗрлӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Усӑнса аннӑ кӑтра ҫӳҫ пайӑркисене вӑл хӑлхисем хыҫне тирпейлесе пуҫтарнине, эпӗ халиччен курман ҫамкипе тӑнлавне уҫӑ хӑварнине пӑхса тӑтӑм; пысӑк симӗс тутӑрпа сӑмси вӗҫӗ ҫеҫ курӑнмалла ҫӑтӑ-ҫӑтӑ чӗркенине те куртӑм; вӑл хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ пӗчӗк пӳрнисемпе ҫӑварӗ тӗлне уҫӑ вырӑн туман пулсан, пӑчӑхса вилме те пултаратчӗ; хӑйӗн амӑшӗ хыҫҫӑн пусма тӑрӑх аннӑ чухне хӑвӑрт пирӗн еннелле ҫаврӑннине, пуҫ сӗлтнине, вара алӑкран тухса кайнине те пӑхса юлтӑм.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ҫаврӑнса пӑхмарӗ, анчах эпӗ унӑн мӑйӗпе хӑлхисем хӗрелсе кайнине асӑрхарӑм.Она не обернулась, но я заметил, что шейка её и уши покраснели.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ытла та чӑтӑмсӑрлантӑм: хамӑн лаша ҫине утлантӑм, ун хӑлхисем хушшинчен пӑхатӑп, картиш тӑрӑх ун-кун ҫаврӑнкаласа ҫӳретӗп.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Владимир Михайлович, — тет те вӑл, унӑн хитре, илемлӗ сӑн-пичӗ сасартӑк хӗп-хӗрлӗ пулса каять, ҫамки те, хӑлхисем те хӗрелеҫҫӗ, — эпӗ паян пиллӗкмӗш группӑра Гракхсем ҫинчен ыйтрӑм…
57 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Пирӗн пата хамӑрӑн хӑна, Алексей Александрович килчӗ, — тетӗп эпӗ, унӑн шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫӗпе хӗп-хӗрлӗ хӑлхисем ҫине пӑхса.
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ривэрӑн хӑлхисем, пушхирте ӳснӗ май, кушакӑнни пекех ҫивчӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл калаҫнисенчен хӑшпӗр татӑкӗсене илтсе юлнӑ.Слух у Риверы был, как у дикой кошки, и он уловил обрывки разговора.
IV // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
— Ҫапла, тӗрӗс, куҫӗсем те, хӑлхисем те пур, — терӗ Эттай.— Да, да, и глаза и уши есть, — не чувствуя насмешки, подтвердил Эттай.
Соньӑн ҫӗнӗ тусӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Унӑн хӑлхисем кӑрт-карт сиккелесе илеҫҫӗ; малалла кашни утӑм тумассерен вӑл, шӑв-шав кӑларас мар тесе, урине асӑрханарах ярса пусать, ҫав вӑхӑтрах унӑн хытӑрах та хытӑрах утас килет; ун умӗнче пушар таврашӗсем тытакан килхушши анлӑн уҫӑлса тӑрсан, ҫав хытӑрах утас кӑмӑлне ҫӗнтерме пултараймарӗ вӑл.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫӳҫне Фелицата хӑлхисем хыҫнелле ярса тураса хурать; лайӑх тумланса ҫӳреме юратать, модӑсен журналне ҫырӑнса илет, ӳсӗр чухне вара — хӑнасемпе хӗрсене пурӗ-пӗрех «Ҫӗрле тӳпере вӗҫнӗ пӗр пирӗшти» сӑвва каласа парать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Унӑн куҫӗсем япӑх курнӑ ӗнтӗ, урисем ҫине ҫирӗппӗн пусайман, хӑлхисем витӗрех илтеймен; анчах ҫапах та, вӗҫкӗнленсе, хӑйӗн ҫӳҫӗсене а lа Titus тураса хунӑ, мундирне ҫат туртӑнтарса тӑхӑннӑ, хӑй ҫине духи сирпӗтнӗ, уссисене сӑрланӑ, барышньӑсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗннӗ тата, турӑ пӗлет мӗн тума, — ҫынсем умӗнче ырӑ ятлӑ пуласшӑн ҫеҫ пулмалла — француз актрисине хӑй укҫипе тытса усранӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫапах та ҫав шпионланса ҫӳрени питӗ кӳрентерет, ҫав тери ирсӗр вӑл… тата эпӗ сире калас тени — вӗсен хӑлхисем валли мар.Но это шпилиство унизительно, грязно… и не для их ушей то, что я вам хочу сказать.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Лешӗн хӑлхисем хӗп-хӗрлӗ, куҫӗсем хӑравҫӑллӑн чупкалаҫҫӗ.
Юлташ пул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.