Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑва сăмах пирĕн базăра пур.
хӑва (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнта пурӑнакан вырӑссем хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнче Вылпа Штаранкӑ ҫыранӗсене тахҫанах хӑва лартса ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫав профессор юхан шывсем хӗррипе ҫарансем ан ишӗлччӗр тесе хӑва лартма сӗнет.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотовича вӑл упа пек стайсӑррӑн ыталаса тытрӗ те пӗр хушӑ сывлама памарӗ, хӑва хулли пек авкалантарчӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑва мӗлкисем ӳкмен тӗлте вутӑн-хӗмӗн тӗлкӗшекен-ирӗлекен юхан шыв ҫинчи пӗве сарлакаланнӑ пек, тарӑнланнӑ пек туйӑнать.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Маччара хӑва хуллинчен авса ҫыхнӑ читлӗх ҫакӑнса тӑрать.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хыҫаларах, хӑва тӗмисем патӗнче ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ виҫӗ хула ҫынни тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та хӗрӗн пӗвӗ хӑва хулли пек яштака, пилӗкӗ илӗртӳллӗ, такама та хӑй ҫинчен сахал мар шухӑшлаттарни тӳрех курӑнать.

Помоги переводом

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер урхамахне ҫӳллӗ хӑва тӗммисем хушшине хӑварчӗ те, йӑпшӑнса, ҫырма хӗрринелле кайрӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр ҫавине хурса хӑварчӗ те хӑва хушшине каччӑ патне чупса пычӗ.

Помоги переводом

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ енчи хӑва хушшинче кӗмӗл пек тӑп-тӑрӑ йӑлкӑшса юхать.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ҫамрӑк Тудӑн сулахай ҫыранӗнче (вӑл вашмакрахчӗ) хӑва та ашкӑрса ӳсетчӗ.

Помоги переводом

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Ҫак шухӑшпа хӑпартланса тӑнӑ чух Кирук сисмерӗ те Кузьма Васильч хӑва тӗмӗ ҫумне, унпа юнашар, пырса тӑчӗ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӗненменнипе кӳлӗ таврашӗнчи кашни хӑва тӗмне сирсе шыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федьӑпа Кирук, амӑшӗсем хушнипе, хӑва тӗмисем хушшине кӗрсе, котелокпа шыв вӗретрӗҫ; вӗретнӗ таса шыв Санюк суранне ҫума кирлӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑйсенчен пилӗк-ултӑ утӑмри хӑва тӗмӗ айне ыткӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хӑва йывӑҫҫисем шыв хӗрнеллех хунаса ӳснӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тепӗр вунӑ минутран вӗсем ӳплерен инҫе те мар пӗчӗк кӑвайт чӗртеҫҫӗ те, пулла вӑрӑм хӑва хулли ҫине тирсе, вут ҫинче тытса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫыран хӗрринче унта та кунта хӑва, йӗлме тӗмӗсем ӳсеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Салакайӑк ӑшши-пӑшши пӗр ватӑ, лапсӑркка йӗре хӑва ҫине вӗҫсе пырса ларчӗ, вара, пӗр турат ҫинчен тепӗр турат ҫине сике-сике, шуйӑхса, чарӑнма пӗлми чӗриклетме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Унӑн сӗвекрех ҫырма аяккисенче сӳсен-шурути, хӑва тӗмисем сӗнксе лараҫҫӗ, яраписене уснӑ (шӑрӑхпа имренипе пулӗ ӗнтӗ) виҫӗ туратламас ватӑ йӑмра та куҫа кӗрет.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней